Вӗрентекен профессийӗ йывӑр ӗҫсенчен пӗри. Вӑл енпе ӗҫлеме вӑй-хал, чӑтӑмлӑх яланах ҫитерӗклӗ пулмалла. Пур вӗрентекен те хӑйсен пысӑк ӗҫӗшӗн мухтава тивӗҫ. Педагог вӑл пур енӗпе те пултаруллӑ. Ҫакӑ вара республика тата Раҫҫей шайӗнче иртекен тӗрлӗ конкурссенче уҫӑмлӑн палӑрать.
Раҫҫейри чи лайӑх пин вӗрентекенӗсен йышне пирӗн республикӑран 10 педагог кӗнӗ. Вӗсене хӑйсен професси уявӗ тӗлнелле, юпан 5-мӗшӗнче 200 пин тенкӗллӗ грантпа тивӗҫтерӗҫ. Ҫак гранта __Ҫӗнӗ Шупашкарти__ 6-мӗш гимназинчи истори тата обществознани предмечӗн вӗрентекенӗ — Светлана Никорук — та тивӗҫме пултарнӑ.
Вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче истори факультетне тата Питерти инженери-экономика академине вӗренсе пӗтернӗ. Вӗрентӳ ӗҫне 1992 ҫултан явӑҫнӑ. Светлана Никорук гимназинчи истори, обществознание, права тата экономика предмечӗсемпе вӗрентекенӗсен методика пӗрлешӗвӗн ертӳҫи.
Гимнази вӗрентекенӗ пӗр хутчен ҫеҫ мар Раҫҫей шайӗнчи конкурсӗсенче ҫӗнтернӗ. Унсӑр пуҫне, педагог 2010 ҫулта «Грани» хаҫатӑн «Вӗрентекенсен ҫулталӑкӗ — инновацисен вӑхӑчӗ» конкурсӑн лауреачӗ пулнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |