Владимир Путин пуҫарӑвӗпе Раҫҫей вӗренӳ системи валли историпе пӗрлехи вӗренӳ кӗнеки ҫырма пуҫлани пирки илтнӗ те пуль эсир. Мускаврисен шухӑшӗпе унта Раҫҫей империне пӗтӗмӗшле мухтамалла имӗш — ун йышне кӗме тивнине те халӑхсемшӗн ырлӑх пек кӑтартмалла тесе палӑртнӑ. Пирӗннисем яланхи пек «пурнӑҫлама хатӗр!» тесе ларнӑ вӑхӑтра тутарсемпе пушкӑртсем ҫак ӗҫе хирӗҫ тӑнӑ пулать. Чӑн та Раҫҫей кун-ҫулӗнче тавлашуллӑ самантсем сахал мар. Хӑш-пӗр пулӑм тискерлӗхне импери хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫланипе ҫыхӑнтарма май пур пулсан, теприсене вара чӑн та ниепле те ӑнлантарса пама ҫук. Чылай хӑрушӑ самансене те вырӑс мар халӑхсемшӗн вӗсем ырлӑх пулнине ҫирӗплетме йывӑр.
Истори ыйтӑвӗ тавра ҫӗкленнӗ хирӗҫтӑрӑва лӑплантарас тӗлӗшпе (чӑннипе вӑл унта РИО уйрӑмне уҫма пынӑ-ха) __Хусана__ Сергей Нарышкин ҫитнӗ. Патшалӑх думин спикерӗн вырӑнне йышӑннисӗр пуҫне вӑл Раҫҫейри истори сообществине (шкулсем валли истори кӗнекине вӑл хатӗрлет) ертсе пырать. Раҫҫейри истори сообществин Хусанти уйрӑмне уҫнӑ май пулас истори кӗнекине те сӳтсе явнӑ — вӑл епле пулмалли пирки Сергей Нарышкин пӗрле ларса канашлама сӗннӗ. Тутарстанӑн Патшалӑх канашӗн председателӗ Фарид Мухаметшин унпа килӗшнӗ — ун шухӑшӗпе политика ыйтнипе кӗртнӗ суя япаласенчен вӗренӳ кӗнекине пӗрле сӳтсе явсан ҫеҫ тасатма пулать. Сӑмах илнӗ тепӗр ҫын — Тутарстанӑн малтанхи Президенчӗ Минтимир Шаймиев — вӗренӳ кӗнекине ҫырнӑ чухне ытти халӑхсен шухӑшне шута илмесен «Урта» (выр. «Орда») фильма нумай сериллӗ тӑвассипе хӑратнӑ.
Пӗрлӗхлӗ истори кӗнекине хатӗрлес тӗлӗшпе канашлусем тата иртмелле-мӗн. Вӗсенчен пӗринче тӗрлӗ халӑхсене Раҫҫей империне кӗрнине епле ҫутатмаллине сӳтсе явӗҫ. Канашлу Ӗпхӳре авӑн уйӑхӗнче иртмелле имӗш, унта Кавказри республикӑсен элчисене тата Тутарстан ӑсчахӗсене чӗнме палӑртнӑ. Пирӗн историксен шухӑшӗ Мускава кӑсӑклантармасть пулас, е хамӑр ытла толерантнӑ — мӗн калаҫҫӗ, «хатӗр!» тесе пурнӑҫлатпӑр...
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |