Ҫынна шан та, кивҫене хӑвӑн тӳлеме тивессине ан ман. Ҫапларах пулса тухнӑ Челепи хулинче ҫуралнӑ, халӗ __Шупашкарта__ пурӑнакан хӗрарӑмӑн. Пӗринче вӑл паллакан арҫын банкран кивҫен илнӗ чух поручитель пулма килӗшнӗ. Анчах лешӗ парӑмпа вӑхӑтра татӑлса пыман — «хӳрешке» 470 пин тенкӗпе танлашнӑ. Кивҫене шыраса илме хӑтланса пуҫарнӑшӑн тӳлев тата тепӗр 33 пин пулнӑ.
Поручитель тенине ахальтен ыйтмаҫҫӗ ҫав. Парӑмли татмасан хайхин ӗнсене хыҫма тивет. Хӗарӑмпа та ҫаплах пулса тухнӑ. Суд приставӗсем ӑна парӑма татмасӑр чикӗ леш енне тухса кайма чарса лартнӑ. Хӗрарӑм вара «пулин!» тесе шухӑшланӑ-тӑр. Украинӑна кайма пуҫтарӑннӑ. Белгород хулине чиперех ҫитнӗ-ха вӑл. Анчах лере чикӗ сыхлавҫисем тытса чарнӑ. Нимӗн те тӑваймӑн — хӗрарӑмӑн ирӗксӗрех каялла таврӑнма тивнӗ.
Юлашкинчен парӑма ҫапах та тӳлесе татнӑ. Халӗ тӗнче хӗрне тухса кайсан та никам та чармӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |