Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__ __Шупашкар__ хула урамӗсене епле юсанине тӗрӗсленӗ. «Урам варрисене юсаҫҫӗ пуль-ха. Ҫын сахал ҫӳрекен вырӑнсене кӗрсе пӑхасчӗ», — тесе шухӑшлакансене лӑплантарар. __Шупашкарта__ кӑна мар, хӑш-пӗр район центрӗсенче те нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсенчи ҫул-йӗре юсассипе ӗҫлеҫҫӗ.
Михаил Игнатьев тӗп хулари 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнче тата Кадыков урамӗнче юсав ӗҫӗсем епле пынипе кӑсӑкланнӑ, ҫынсемпе калаҫнӑ. Асӑннӑ тӑрӑхра пурӑнакансем ҫын йышлӑ ҫӳрекен ҫурт-йӗре хитре тытса тӑрассишӗн кӑна мар, картишсене те куҫран вӗҫертменнишӗн тав тунӑ. Республика ертӳҫи вара ҫынсене те хамӑр пурӑнакан вырӑна типтерлӗ ыйтма чӗнса каланӑ.
Картишсене юсас калӑпӑшлӑ ӗҫе Шупашкарта 2011 ҫулта пуҫарнӑ. Икӗ ҫулта 344 лаптӑка юсанӑ. Кун валли 59,2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |