Вырӑнти Ленин ячӗллӗ хуҫалӑхра чылай ҫул тӗп бухгалтерта тӑрӑшнӑ Милиция Павлова ҫак кунсенче тӑван, __Йӗпреҫ районӗнчи__ __Хурамал__ ялӗн, хисеплӗ ҫынни пулса тӑнӑ. Ҫакӑн пек тата ытти савӑнӑҫлӑ пулӑмпа асра юлӗ утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче иртнӗ ял уявӗ. Хӑйсен ылтӑн туйне кӑҫал паллӑ тӑвакан Николайпа Анфиса Квасовсене, ӗмӗр каҫалӑкне чӗрӗк ӗмӗр пӗрле такӑрлатакан Хураськинсемпе Падюковсене те саламланӑ. Василий Тимукова вара общество ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Валерий Евграфов Хисеп хучӗпе наградӑланӑ.
Хурамалсене саламлама район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Н.П. Чугаров та, ветерансен районти канашӗн ертӳҫи Н.Н. Кузыков та пырса ҫитнӗ.
Уява вырӑнти тата __Шупашкартан__ пынӑ артистсен концерчӗ малалла тӑснӑ. Тата, паллах, спорт мероприятийӗсем.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |