Тӗпчевҫӗсем «Чӑвашавтодор» предприятин директорӗ Александр Волков 43 миллион тенкӗ ытла вӑрланӑ тесе шухӑшлани пирки __/news/3426.html|эпир хыпарланӑччӗ__. Ун чух ӑна икӗ уйӑхлӑха арестленӗччӗ.
Волкова хӳтӗлесе ваккат ӑна ирӗклӗ ҫӳреме урӑхла майпа чарма ыйтса аппеляци ҫӑхавӗ ҫырнӑ-мӗн, анчах Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ ку ыйтӑва тивӗҫтермен иккен.
«Чӑвашавтодорӑн» гендиректорне хӳтӗлесе предприятире алӑ пусас компани пуҫланнӑ имӗш. Унта Волков ерсте пынӑ вӑхӑтра организаци епле ҫитӗнӳсем туни пирки каланӑ-мӗн. Предприятире тӑрӑшакан 1 400 ҫынтан хальлӗхе 500-шӗ алӑ пуснӑ иккен. Ӗҫрен хӑтарассипе хӑратса ал пустарни пирки сарӑлнӑ сас-хурана «Чӑвашавтодорӑн» пресс-служби сивленӗ иккен.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |