Паян __Вӑрнар районӗнче__ депутатсен пухӑвӗн йышӑнӑвӗн проекчӗсенчен пӗрне, район Уставӗпе ҫыхӑннине, халӑхпа пухӑнса сӳтсе явнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра вӑрнарсем районӑн тӗп документне улшӑну кӗртмелле. Кун пек тума Устава вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн пӗтӗмӗшле принципӗсем ҫинчен калакан саккунпа килӗштерсе тӑмалла тӑвассипе ҫыхӑннӑ-мӗн.
Ҫапла вара депутатсем йышӑнсан Уставӑн 24-мӗш статйи 7.1 статья хутшӑнӗ. Унта Вӑрнар район пуҫлӑхӗн полномочийӗсене Раҫҫей Президенчӗ шанмасан пӑрахӑҫлаттарма май пурри пирки каланӑ. Ҫӗршыв пуҫлӑхӗн шанӑҫӗнчен тухас мар тесен район пуҫлӑхӗн те, унӑн мӑшӑрӗн те, ачисенчен те укҫа-тенкӗпе ытти пурлӑха ют-ҫӗршыв банкӗсенче тытма юрамасть. Ют ҫӗршыври укҫа-тенкӗпе усӑ курни те ӗҫ вырӑнӗпе сыв пуллашасси патне илсе ҫитерӗ.
Сӑмах май, кунта тепӗр саманта та палӑртса хӑвармалла. Эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, Устава ҫапла йышӑну кӗртесси вӑрнарсене кӑна пырса тивмест. Пурте пӗр ҫӗршывра пурӑннине кура ун пек улшӑнусем кашни муниципалитетах пырса тивесси пирки тӗшмӗртме йывӑр мар.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |