__Шупашкар район__ прокуратури __Шемшер__ ялӗнчи шкула уҫтармалла тунӑ. Ялта хӑтлӑ шкул пур ҫинче ачасен урӑх ҫӗре вӗренме ҫӳреме тивни пирки Ювеналий Скворцов хастара вӑл тӑрӑхри ҫынсем систернӗ-мӗн. Кӗҫех ҫак пулӑмпа Шупашкар район прокуратури кӑсӑкланса каять, тӗпчеме пуҫлать иккен.
Шемшер шкулне икӗ ҫул каялла, авӑн уйӑхӗнче, хупса хунӑ. Унччен ҫавӑнта 7–15 ҫулсенчи 30 ача ӑс пухнӑ. Шкулӑн ӗҫлеме лицензи пулнӑ, ҫурт санитари тата пушар хӑрушсӑрлӑхӗн нормисемпе килӗшсе тӑнӑ. Ачасене вырӑнти шкулсӑр хӑварни пирки ашшӗ-амӑшӗ республикӑн Вӗренӳ министерствине те евителнӗ иккен, анчах вӗсене унтан Шупашкар район администрацийӗ ӑнлантарнине тӗпе хурса хуравланӑ пулать. Ҫынсем вара шӑпах ҫав йышӑну пирки ҫӑхавланӑ-мӗн те...
Шемшер тӑрӑхӗнчи ачасен интересне хӳтӗлесе прокуратура судах ҫитнӗ. Унта шкула уҫмалла тесе йышӑннӑ. Йышӑнӑва вӗҫне епле ҫитерессине район прокурорӗ тӗрӗслесе тӑрӗ. Кунсӑр пуҫне ЧР Вӗренӳ министерствин виҫӗ ӗҫченне ачасен тӗп гарантийӗсене тата ҫынсен ҫырӑвӗсене пӑхса тухассин йӗркине пӑснишӗн штрафлама йышӑннӑ иккен.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |