Ӗнер, юпан 29-мӗшӗнче, __Ҫӗрпӳ районне__ кӗрекен __Тавӑшкасси__ ял ҫумӗнче ҫӗнӗ сысна комплексне хута ячӗҫ. «Ҫӗрпӳ беконӗ» (выр. ~~Цивильский бекон~~) ятлӑскер «Авангард» ТМЯО уйрӑмӗ пулӗ.
2006 ҫулхи кӗр кунӗччен кунта «Тухӑҫ» (выр. «Восход») ятлӑ панкрута тухнӑ ял хуҫалӑх предприятийӗ пулнӑ. Кайран вара ӑна ҫӗнетме пуҫланӑ — икӗ ҫул хушшинче 550 миллион тенкӗ хывнӑ. Административлӑ ҫурт, машинсене дизинфекцилекен хапха, 4 нассус станцийӗ, котельнӑй, сысна ҫурисене пӑхмалли 2 корпус (вӗсенче пурӗ 10 800 ҫура ӳстерме пулать), сыснасене самӑртмалли 9 корпус (пурӗ 20 пин пуҫлӑх)... Ҫапла, комплекса хута ямашкӑн сторительсен самай тӑрӑшма тиврӗ.
%blue%Хыпар ҫӑлкуҫӗ%/blue%: __http://gov.cap.ru/main.asp?govid=16|Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх Министерстви__
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |