Етӗрне районӗнчи «Ача-пӑча канӑвӗ» тулли мар яваплӑ обществӑра кӑҫал «Шевле» профиль смени ӗҫлерӗ. Унта чӑваш чӗлхипе, литературипе тата тӑван кӗтес культурипе ирттернӗ олимпиадӑсемпе мероприятисене хастар хутшӑннисемпе ҫӗнтерӳҫӗсене __/news/6694.html|кантарчӗҫ__. Асаилтеретпӗр, йышра __Шупашкар__ хулинчи, __Муркаш районӗ|Муркаш__, __Йӗпреҫ районӗ|Йӗпреҫ__, __Тӑвай районӗ|Тӑвай__, __Хӗрлӗ Чутай районӗ|Хӗрлӗ Чутай__, __Элӗк районӗ|Элӗк__ тата __Етӗрне районӗ|Етӗрне__ районӗсенчи ачасем пулнӑ.
Икӗ эрнене тӑсӑлнӑ смена вӑхӑтӗнче ачасем мастер-классене, экскурсисене, викторинӑсене хутшӑннӑ, паллӑ ҫынсемпе тӗл пулнӑ.
Профиль сменине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хупнӑ ятап ирттернӗ мероприятие тӳре-шара та пырса ҫитнӗ. «Шевлере» каннисемпе республикӑн Вӗренӳ министерствин специалисчӗ Т. Николаева, Етӗрне район администрацийӗн вӗренӳ пайӗн мониторинг центрӗн ертӳҫи О. Данилова курнӑҫнӑ.
__http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=13&type=news&id=2842079|**Сӑнсем**__ (13)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |