Кӑҫалхи ҫул пирӗн патшалӑхра Культура ҫулталӑкӗ тата Раҫҫейри Аслӑ Британи ҫулӗ. Ҫавна шута илсе «Просвещени» издательствӑри ют чӗлхесен уйрӑмӗ ака уйӑхӗнче Раҫҫей тата Британи символӗсен конкурсне ирттерчӗ.
Конкурса хутшӑнакансен ятарлӑ чӗре шаблонӗ ҫине Раҫҫей тата Аслӑ Британи символӗсене 5-шер ӳкерсе ярса памаллаччӗ. Унсӑр пуҫне мӗншӗн вӑл е ку символа суйласа илнине акӑлчан чӗлхипе ӑнлантарса памалла пулнӑ. Конкурса пурӗ 1 933 ӗҫ тӑратнӑ, вӑл шутра Чӑваш Республикинчен те.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи __Штанаш__ шкул вӗренекенӗсем шкулти акӑлчан чӗлхи вӗрентекенӗ Галина Вячеславовна Зотова ертсе пынипе 10 ӗҫ ярса панӑ. Авӑнӑн 1-мӗшӗнче ҫӗнтерӳҫӗсен списокне пичетленӗ. Пурӗ 242 ҫӗнтерӳҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсем хушшинче пирӗн республикӑран улттӑн: Вӑрмартан икӗ ӗҫ, Канашран тата Штанашри 2 ӗҫ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи ҫак авторсен ӗҫне суйланӑ: Галина Зотовӑн ӳкерчӗкне тата Наталия Парикова, Диана Майоровӑпа Светлана Пахинова пӗрле сӑнарланӑ ӳкерчӗке. Ачасен ӳкерчӗкӗнче кашни ҫаврака пӗр сюжета сӑнарланӑран символсем унта ытларах вырнаҫнӑ. Ачасен шухӑшӗпе Аслӑ Британине арӑсланпа Бик Бен сехет сӑнарлать пулсан, Раҫҫее — матрешка, упа тата Мускаври Василий Блаженный храмӗ. Штанашсен икӗ ӗҫӗнче те Чӑваш символӗсем пур — вӗсене ахаль кӗртмен, Чӑваш символӗсен кунне шӑпах ака уйӑхӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ-ҫке.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |