Чӑваш Енре пирӗн республикӑпа Китайӑн пӗрлехи агропаркне тума палӑртнӑ. Ку ыйтӑва иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__ Китай делегацийӗпе тӗл пулсан сӳтсе явнӑ. Аса илтеретпӗр, «Чӑваш Енӗн аталанӑвӗн корпорацийӗ» акционерсен уҫӑ обществипе Сычуаньти SICHUAN XILIN IM/EX CO., LTD компани килӗштерсе ӗҫлесси пирки ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче икӗ енлӗ килӗшӗве алӑ пуснӑччӗ.
«Проекта Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ тата Шупашкар районӗсенче вырнаҫнӑ ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче аталантармалла. Ӑна 2014–2019 ҫулсенче пурнӑҫа кӗртмелле», — тесе хыпарлать Чӑваш Ен Элтеперӗн администрацийӗн пресс-служби. Китай инвесторӗсем выльӑх-чӗрлӗхне суйласа тӗрӗс тунӑ текен шухӑша Михаил Игнатьев палӑртса хӑварнӑ. Пирӗн патра пӑру ашӗ ҫителӗксӗр туса илнине шута илсен продукци пирӗн патра сутӑнасси иккӗлентермест.
Китай ҫыннисем Чӑвашра мӑйракаллӑ шултра выльӑха ашлӑх тата сӗт туса илмелле тытасшӑн.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |