Шӑв-шав ҫуратакан ҫак истори ӗнер пулса иртнӗ. __Шупашкарти__ юханшыв порчӗ «Константин Котов» тата «Георгий Жуков» транзит теплохочӗсене йышӑнман. Кун пек хӑтланни республикӑн Транспорт министерствине те килӗшмен. Ҫак факт пирки асӑннӑ ведомство пуҫлӑхӗ Владимир Филиппов монополипе кӗрешекен республикӑри службӑна тата прокуратурӑна евитленине пӗлтернӗ. Чӑваш Енӗн монополипе кӗрешекен служби ҫийӗнчех хушша-хуппа кӗнӗ: «Конкуренци ҫинчен» саккунӑн 10-мӗш статйин 1-мӗш пайӗн 5-мӗш пунктне пӑсни сисӗнет тесе юханшыв портне кӑлтӑка пӗтермеллине, тепӗр майлӑ каласан, теплоходсене чарӑнма ирӗк памаллине, асӑрхаттарнӑ.
Паян «Интерфакс-Туризм» портал тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар пӗлтерчӗ. Юханшыв порчӗ паян та теплоходсене чарӑнтарман иккен. Паян Самарти компанин «Герцен» тата Чулхулари компанин «Алдан» теплохочӗсене йышӑнман. Теплоходсене Шупашкарта чарма ирӗк паманнине кура республикӑн тӗп хулари «Экскурси тӗнчи» фирма круиз турисчӗсене йышӑнать. Унӑн ертӳҫи Людмила Пронюхина пӗлтернӗ тӑрӑх, юханшыв порчӗн хӑтланкаларӑшне пула вӗсем те самай тӑкак курнӑ. Пронохина регионти тата федераци ведомствӑсем хушша-хуппа кӗнӗ хыҫҫӑн авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче круиз теплохочӗсене йышӑнма тытӑнмаллине пӗлтернӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |