Президент бульварӗнчи ҫӳллӗ ҫуртра — Правительство ҫуртӗнче — бункерӗнче вӑрттӑн мунча пуррине пӗлнӗ. Вӑл — пысӑк пукан ҫинче ларакан тӳре-шара валли-мӗн.
Ятарлӑ объекта нумаях пулмасть хута янӑ. Унта чи пысӑк чиновниксене тата вӗсен хӑнисене анчах кӗртнӗ. Республика Элтеперӗн, парламент спикерӗн пӳлӗмӗсене лекме ҫӑмӑлрах иккен. Путвалти ҫав пӳлӗме вара ниепле те лекеймӗн. Унта вӑрттӑн япала упрамаҫҫӗ. Унта правительство ҫыхӑнӑвӗн коммутаторӗ те мар. Вӑрттӑн ҫав вырӑн мунча иккен. Сӑнавҫӑсем палӑртнӑ тӑрӑх, ӑна нормӑсемпе правилӑсене пӑхӑнмасӑр тунӑ. Унта коррупции шӑрши те пур тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Правительство ҫуртне чӗрӗк ӗмӗр каялла КПСС обкомӗн ҫӗнӗ ҫурчӗ валли тума тытӑннӑ. Ун чухне парти укҫипе путвалта мунча тӑвас шухӑш та пулман ахӑртнех. Ӗҫ пӗр вӑхӑт чарӑннӑ хыҫҫӑн ҫурта каллех тума тытӑннӑ. Элтепер инаугурацийӗ валли парне — ҫӗнӗ резиденци — хатӗрленӗ.
Правительство ҫуртӗнчи пӗр ҫӑлкуҫ «Правда ПФО» корреспондентне пӗлтернӗ тӑрӑх, саунӑна тӑвас шухӑш Элтепер аппарачӗн ертӳҫин Александр Ивановӑн пулнӑ. Унта 15 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Сауна пушар тухас хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Унӑн проектпа смета документацине кам хатӗрлени, саунӑна мӗнле подрядчик туни, ӑҫти укҫа тӑкакланни паллӑ мар.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |