Чӑваш Енри ҫамрӑксем ҫул тӳпере вӗҫме ӗмӗтленеҫҫӗ. Кӑҫал 12 ача Сызраньти аслӑ ҫар авиаци училищине вӗренме кӗнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — Шупашкарти 61-мӗш шкултан.
Вӗсем виҫҫӗшӗ те пӗр класра вӗреннӗ, ҫавӑнпа аякра вӗсене ҫӑмӑлрах пуласса палӑртать ашшӗ-амӑшӗ. __Канаш районӗнчи__ Алексей Миронов кӑҫал ака уйӑхӗнче МИ-34 вертолета пӗрремӗш хут ларса курнӑ. Унтанпа вӑл летчик пулма ӗмӗтленнӗ. Ака вӑл Сызраньти авиаци училищине вӗренме кӗнӗ.
Республикӑри 30 ача летчик пулма ӗмӗтленнӗ. Анчах вӗсенчен 12-шӗ ҫеҫ училищӗне вӗренме кӗнӗ. Тепӗр иккӗшне Воронежри авиаци институтне янӑ. Медкомисси витӗр тухайманскерсем унта инженер специальноҫне вӗренӗҫ.
Палӑртмалла: юлашки 7 ҫулта Сызраньти авиаци училищине вӗренме кӗрекен чӑваш ачисен йышӗ 6 хут ӳснӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |