Чӑваш Енре 3 пин ытла тӑлӑх ача шутланать. Вӗсенчен 90% ҫемьере хӳтлӗх тупнӑ ӗнтӗ.
Акӑ __Красноармейски районӗнчи__ Николаевсем икӗ тӑлӑха хӑйсем патне илнӗ. Хӑйсем 3 ывӑл ҫуратса ӳстернӗ. Полинӑпа Валерий Николаевсем 2006 ҫулта Таньӑпа Тольӑна ача ҫуртӗнчен илсе килнӗ. Вӗсем Чӗмпӗрте ҫуралнӑ, ҫавӑнпа чӑвашла пӗлсех каймаҫҫӗ, анчах ӑнланаҫҫӗ.
Николаевсен тӑван ачисем тӗрлӗ енне саланнӑ. Халӗ вӗсене Таньӑпа Толя тунсӑхлама памаҫҫӗ. Аслисем вӗсене тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ.
Николаевсен хуҫалӑхӗ пысӑк. 40 гектар ҫӗре тара илеҫҫӗ, утӑ сутлӑх тӑваҫҫӗ. Ачасем хуҫалӑхра пулӑшаҫҫӗ. Толя ашше пек фермер пуласшӑн. Таня спортпа туслӑ. Вӑл ӑмӑртусене хутшӑнать, малти вырӑнсене йышӑнать.
Николаевсем хуҫалӑха пысӑклатма ӗмӗтленеҫҫӗ. Нумаях пулмасть вӗсем Санкт-Петербурга кайса килнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |