Чӑваш Ен тара памалли коммерцилле мар ҫурт-йӗр тӑвакан пилотлӑ регионсен шутне кӗме пултарать. Ҫак шухӑша республикӑн Элтеперӗн пресс-служби регион пуҫлӑхӗ __Михаил Игнатьев__ РФ Патшалӑх Думин ҫурт-йӗр тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗпе Елена Николаевӑпа тӗл пулни тӑрӑх хыпарланӑ.
Елена Николаева маларах асӑннӑ комитет Тара памалли коммерцилле мар ҫурт-йӗр фончӗ йӗркелес шухӑша пурнӑҫа кӗртесшӗннине пӗлтернӗ. Депутат каланӑ тӑрӑх, ку вӑл ҫурт-йӗр туянайманнисем, анчах ҫурт-йӗр условине лайӑхлатасшӑннисем валли вырӑнлӑ пулмалла. Елена Николаева Чӑваш Ен пилотлӑ регион пулайрассине палӑртнӑ.
Хальлӗхе кун пек саккун ҫук-ха. Ӑна ҫитес сессие тӑратасшӑн-мӗн.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&type=main&id=2846475|**Сӑнсем**__ (4)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |