Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче сезон уҫӗ. Юбилейлӑ 55-мӗш сезон __Георгий Хирпӳн__ «Нарспи» оперипе уҫӑлӗ.
Оперӑна Константин Ивановӑн «Нарспи» поэми тӑрӑх хатӗрленӗ. Ҫак ӗҫпе Хирпӳ чылай ҫул ӗҫленӗ. Композитор либреттӑна хӑй ҫырнӑ, оригиналти текста хӑварма тӑрӑшнӑ. Сюжетпа сӑнарсене кура ку оперӑна психологи драми жанрӗ теме пулать.
Композитор хор сценисенче фольклор темипе усӑ курнӑ. Тӗнче тетелӗнчи «Ҫыхӑнура» проекта пӗлтернӗ тӑрӑх, «Нарспи» оперӑна чӑвашла юрлаҫҫӗ. Вырӑсла куҫару ҫук.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |