Статистика
cap.ru сайтри сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗ – Республика кунӗ. Кӑҫал Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗренпе 103 ҫул ҫитет. Республика уявӗнче пӗрлешекенсем сахал мар пулӗҫ. Юстици ӗҫӗсемпе ӗҫлекен патшалӑх служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫемье ҫавӑрма 86 заявлени панӑ. Сӑмах май, ҫуллахи тапхӑрта республикӑра пӗтӗмпе 1,9 пин мӑшӑр пӗрлешӗ. Ытларахӑшӗ Шупашкарти Мускав проспектӗнчи Мӑшӑрлану керменне заявлени панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Кӑҫал кӑрлач-ака уйахӗсенче Чӑваш Енре 3066 ача ҫуралнӑ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 4 процент сахалрах: ун чухне 3193 ача кун ҫути курнӑ. Ҫапла пӗлтерет Росстат. Кӑҫал ҫак тапхӑрта 4897 ҫын вилнӗ. Ку, пӗлтӗрхи кӑрлач-ака уйӑхӗсенчипе танлаштарсан, 15,3 процент сахалрах. Ун чухне 5779 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Палӑртмалла: 2022 ҫулта республикӑра 10 пин ачаран сахалрах ҫуралнӑ. Кун пекки ҫӗнӗ ӗмӗрте пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
vladtime.ru сайтри сӑн Шупашкарти ҫынсене ултавҫӑсем шӑнман пӑр ҫине лартса яраҫҫӗ кӑна. Кӑҫал 4 уйӑхра полицие унашкал 620 яхӑн заявлени панӑ. Ҫак тапхӑрта Шупашкар ҫыннисем ултавҫӑсене 170 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Шар курнисен йышӗнче – 126 пенсионер, 49 студент, декрет отпускӗнче ларакан 9 хӗрарӑм. Палӑртмалла: 2021 ҫулта Шупашкар ҫыннисем палламан ҫынсене 300 ытла пин тенкӗ куҫарса панӑ. Пӗлтӗр вара – 327 миллион тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче республикӑри ҫынсем илнӗ вӑтам шалу виҫипе Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи 5 региона хӑваласа иртсе кайнӑ: Мӑкшӑ Республикине, Пенза облаҫне, Мари Эле, Киров облаҫне Чӗмпӗр облаҫне хыҫа хӑварнӑ. Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал пирӗн регионти вӑтам шалу 42870 тенкӗпе танлашнӑ. Ку, ҫулталӑк каяллахипе танлаштарсан, 21 процент нумайрах. Сӑмах май, пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче пирӗн патри шалу виҫи рекорд лартнӑ: 56 пин ытла тенкӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
antiplankton.ru сайтри сӑн Ака уйӑхӗн 19-25-мӗшӗсенче республикӑра сӑвӑсран шар курнӑ 28 ҫын пульницӑна пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӗсенчен 6-шӗ - ачасем. Гигиенӑпа эпидемиологи центрӗнче ҫынсен ӳтӗнчен кӑларнӑ 34 сӑвӑса тӗпченӗ. Тӑваттӑшӗнче боррелиоз пуррине палӑртнӑ. Пӗринче - эрлихиоз. Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 65 ҫын сӑвӑсран шар курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
zdorovieinform.ru сайтри сӑн Роспотребнадзор республикӑра ҫулталӑк пуҫланнӑранпа мӗн чухлӗ ҫын эрехпе наркӑмӑшланса вилнине шутланӑ: 49 ҫын. Кӑҫал пӗрремӗш кварталта пӗтӗмпе 357 ҫын наркӑмӑшланнине палӑртнӑ. Вӗсенчен 237-шӗ – арҫынсем, 120-шӗ – хӗрарӑмсем. 17 ҫул тултарман 19 ача наркӑмӑшланнине палӑртнӑ. 73 ҫын ятарласа вилес тӗллевпе е наркотикпе пуҫа минретес тесе наркӑмӑшланнӑ. 213 ҫын ӑнсӑртран наркӑмӑшланнӑ: ҫав шутра – эрех ӗҫсе, хайсем тӗллӗн сипленсе, препарата йӑнӑшпа ӗҫсе. Эрехпе наркӑмӑшланнӑ 155 ҫынран 49-шӗ, шел те, вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян хитре янӑракан кун - 23.03.2023 - Чӑваш Енре 49 мӑшӑр ҫемье ҫавӑрнӑ. 8 ҫемьене Шупашкарти Мускав проспектӗнчи Мӑшӑрлану керменӗнче регистрациленӗ. Тӗп хулари Мускав районӗн администрацийӗнче тата Ҫӗнӗ Шупашкарта 7-шер мӑшӑр ылтӑн ҫӗрӗ тӑхӑннӑ. Ленин районӗнче - 6, Калинин районӗнче 5 ҫемье чӑмӑртаннӑ. Ыттисем - районсенче. Патӑрьел тӑрӑхӗнче 5 мӑшӑра регистрациленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
www.usynovite.ru сӑнӳкерчӗкӗ Иртнӗ ҫул пирӗн республикӑра вилекенсен шучӗ 2021 ҫултинчен 4799 ҫын чухлӗ (е 23,5%) сахалланнӑ. Ҫав шутра ҫуралакансен йышӗ пӗлтӗр виҫӗмҫулхинчен 1124 ҫын (е 10,1%) чакнӑ. 2022 ҫулта ҫуралнисенчен 3399-шӗ (е 34,1 проценчӗ) ҫемьере пӗрремӗш ача пулнӑ, 3376 ача (33,9%) – иккӗмӗш, 2306 ача (23,2%) — виҫҫӗмӗш, 870 ача (8,7%) — тӑваттӑмӗш тата ун хыҫҫӑнхи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пуш уйӑхӗ пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 9 ҫын пӳрт тӑрринчен ӳкнӗ. Кун пирки катастрофа медицинин тата васкавлӑ медпулӑшу центрӗ пӗлтерет. Шар курнӑ ҫынсем 40-80 ҫулсенче. Вӗсене пурне те, тӑххӑрӑшне те, пульницӑна илсе ҫитернӗ. Пӗрисем шӑммине хуҫнӑ, теприсен пуҫ мими чӗтреннӗ. Ӗнер тухтӑрсем икӗ ҫын патне ҫитнӗ. 40 ҫулти арҫын тата 66-ри хӗрарӑм пӳрт тӑрринчен юр антарнӑ чухне ӳкнӗ. Хӗрарӑмӑн аяк пӗрчисем, пӗҫҫи хуҫӑлнӑ. Арҫын вара ӳксен тӑнне ҫухатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче республикӑра вӑтам ӗҫ укҫи 56 пин тенкӗпе танлашнӑ. Кун пирки Чӑвашстат пӗлтерет. Ку, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнчи шалупа танлаштарсан, 32,1 процент пысӑкрах. 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗпе танлаштарсан вара, 15,5 процент ытларах ку. Ун чухне республикӑри вӑтам шалу 35798,6 тенкӗпе танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Карпеев Михаил Поликарпович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |