Статистика
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер ирттернӗ пресс-конференцире «Про Город» кӑларӑм журналисчӗ тухтӑрсен шалӑвӗпе кӑсӑкланчӗ. Вӑл Ҫӗнӗ ҫул умӗн больницӑра пулнӑ чухне икӗ тухтӑр шалу пӗчӗк тесе пӑшӑрханнине пӗлтерчӗ. Олег Николаев ӑна республикӑри тухтӑрсем уйӑхсерен вӑтамран 40 пин тенкӗ илнине Росстат кӑтартӑвне тӗпе хурса хуравларӗ. Фельдшерсемпе медсестрасен шалӑвӗ 39 пин те 865 тенкӗрен, врачсен 79 пин те 730 тенкӗрен кая пулмалла мар иккен. Пӗтӗрхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче врачсене вӑтамран 68 146 тенкӗ тӳленӗ. Канаш районӗнче — 51 458 тенкӗ, Шупашкарти федераци организацийӗсенче — 118 892 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
2022 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче, 2021 ҫултипе танлаштарсан, республикӑри вӑтам ӗҫ укҫи ӳснӗ. Ҫапла пӗлтернӗ нумаях пулмасть Чӑвашстат. Пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче Чӑваш Енри вӑтам шалу 42 пин те 446 тенкӗпе танлашнӑ. Ку, 2021 ҫулпа танлаштарсан, 13,9 процент нумайрах. Ун чухне вӑтам шалу 39 пин те 865 тенкӗпе танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
mykaleidoscope.ru сайтри сӑн Пуш уйӑхӗнчи илемлӗ кунсенче – 03.03.2023 тата 23.03.2023 – Чӑваш Енре 80 ытла мӑшӑр пӗрлешме палӑртнӑ. Пушӑн 3-мӗшӗнче 51 ҫемье чӑмӑртанӗ. Вӗсенчен 15-шӗ – Шупашкарта. Пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче вара 35 мӑшӑр пӗрлешӗ. Ытларахӑшӗ Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта хут уйӑрттарӗ. Сӑмах май, кӑҫал пуш уйӑхӗнче республикӑра 241 мӑшӑр пӗрлешме заявлени панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
informing.ru сӑнӳкерчӗкӗ Иртнӗ ҫулхи кӑрлач-чӳк уйӑхӗсенче пирӗн республикӑран ют ҫӗршыва 5 пин те 28 ҫын тухса кайнӑ. Ун пекки 2011 ҫултанпа та пулман иккен. Ют ҫӗршыва тухса кайнисенчен 71,3 проценчӗ, е 3 пин те 587 ҫын, Никама Пӑхӑнман Патшалӑхсен Пӗрлӗхне кӗрекен ҫӗршывсене тухса кайнӑ, ыттисем (1 441 ҫын) — аякри ют ҫӗршывсене. Ют ҫӗршыва чылай чухне вӑйпиттисем тухса каяҫҫӗ. Пултаруллӑ та мал ӗмӗтлӗ, хӑйсен вӑйне, ӑс-тӑнне шанакан ҫамрӑксем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
b17.ru сайтри сӑн Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, пӗлтӗр Шупашкарти ҫынсем ултавҫӑсене питӗ нумай укҫа куҫарса панӑ. Пӗтӗмпе - 327 миллион ытла тенкӗ! Ку - рекорд. Пӗлтӗр полицие ултавҫӑсен серепине лекни пирки 1,5 пин ытла заявлени панӑ. Ытларах ҫынсене "банк ӗҫченӗ" тесе улталанӑ. Ун пек ултавҫӑсене шупашкарсем 163 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. 217 ҫын инвестиципе ӗҫлесе илме ӗмӗтленнӗ. Вӗсем 76 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Шупашкарти 103 ҫынна "тӑванӗ аварие лекнӗ" тесе улталанӑ. Ҫынсем ҫапла 25 миллион ытла тенкӗ ҫухатнӑ. 80 ытла арҫын хӗрарӑмпа киленес тесе ултавҫӑсене 3 миллион тенке яхӑн куҫарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
argumenti.ru сайтри сӑн ЧР Ӗҫлевпе социаллӑ хӳтлӗх министерстви Чӑваш Енре ӗҫсӗрлӗх шайӗ пӗчӗкленсе пынине пӗлтерет. Иртнӗ эрнере кӑна регистрациленнӗ ӗҫсӗр ҫынсен йышӗ 279 ҫын чакнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗ тӗлне республикӑра ӗҫсӗр 4241 ҫын шутланать. Танлаштармашкӑн: кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗ тӗлне 4520 ҫын пулнӑ. Сӑмах май, халӗ ӗҫсӗррисене пособи параҫҫӗ. Чи нумаййи – 12792 тенкӗ, чи сахалли – 1500 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
russkie-perepela.ru сайтри сӑн Республикӑра ҫулталӑк пуҫланнӑранпа шӑнса вилекенсем пулнӑ. Ара, ҫанталӑкӗ те шартлама сивӗ тӑчӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал 11 кунра 8 ҫын шӑнса пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӗсенчен пиллӗкӗшӗ – Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи канмалли кунсенче. Ку таранччен республикӑра 16 ҫын шӑнса кӳтнипе шар курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Чӑваш Енре Ҫӗнӗ ҫул каҫхине пӗр ача кӑна ҫуралнӑ. Кун пирки Хулари 1-мӗш клиника пульници пӗлтерет. Пепке ҫур ҫӗр иртни 1 сехетре кун ҫути курнӑ. Вӑл - арҫын ача, ҫӳлерех асӑннӑ пульницӑра ҫуралнӑ. Ача 4 килограма яхӑн тайнӑ, 56 сантиметр тӑршшӗ пулнӑ. Кӑҫалхи иккӗмӗш ача Ҫӗнӗ Шупашкарта ирхи 9 сехет те 34 минутра ҫуралнӑ. Вӑл та арҫын ача. Кӑҫал пӗрремӗш хӗрача 13 сехет те 57 минутра Президент пепкелӗх центрӗнче кун ҫути курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗ тӗлне республикӑра 4349 ҫын ӗҫсӗр пулнине шута илнӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 29,4 пин ҫынна ӗҫ вырӑнӗ тупма пулӑшнӑ. Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрта ӗҫсӗр пек регистрациленекенсене уйӑхсерен пособи параҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра унӑн чи пысӑк виҫи 12792 тенкӗпе танлашать, чи сахалли – 1500 тенкӗпе. Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫурла-юпа уйӑхӗсенче, МОТ методологийӗпе шутласан, ӗҫсӗрлӗхӗн вӑтам шайӗ 2,8 процентпа танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
news.myseldon.com/ru сайтри сӑн Юлашки вӑхӑтра республикӑра ОРВИпе чирлекенсен йышӗ ӳснӗ. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 4-мӗшӗччен 8367 ҫын чирленӗ. Ун умӗнхи эрнепе танлаштарсан, 32 процент нумайрах. Чирлекенсем ытларах - Шупашкарта, Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар районӗсенче, Канашра, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Ҫӗмӗрлере. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |