Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..Пепке çуралсан...Пĕчĕк патшалăхПулать-çке пурнăçраАча чухнехиЛаохЙышăнман сăмахсем

Шур тутăрлă пике!


Кашни каçах тухаттăм

Эп укăлча умне.

Çĕре туйми утаттăм

Пăхмасăрах çулне.

Саркайăк илĕртетчĕ

Илемлĕ юррипе.

Мана унта кĕтетчĕ

Шур тутăрлă пике.

 

Шап-шур çеçкеллĕ çĕмĕрт

Саратчĕ ытамне.

Туятчĕ — çамрăк йĕкĕт

Савасшăн сар хĕрне!

Савнийĕм вăтанатчĕ,

Ямастчĕ ирĕке.

Ачашшăн йăл кулатчĕ

Шур тутăрлă пике!

 

Анчах епле çĕнейĕн

Чăн юрату вăйне?

Ытам тулли телейĕм

«Пĕр санăн» тенине!

Шур çĕмĕрт çеç пуль курчĕ,

Витейрĕ çеçкипе.

Юратнă мăшăр пулчĕ

Шур тутăрлă пике!

Шуçăм киличчен


Килсе лар, савни, юнашар манпа,

Чунăма йăпат çепĕç юрăпа!

Сан куçусенче сăнăма курам,

Кăкăру çумне пуçăма таям!

 

Мĕн тери аван эс çумра пулни.

Маншăн эс, савни — ăраскал парни!

Мăкăнь пек туту илĕртет мана,

Уйăх пек сăну тыткăнлать чуна!

 

Иксĕлми телей — юрату пурри.

Санпала мана саврĕ пуль Турри!

Юратни çинчен каласам паян,

Пирĕшти пулсам маншăн эс ялан!

 

Шуçăм киличчен, сывлăм ӳкиччен,

Янкăр тӳпере çăлтăр сӳниччен

Куçăмран пăхса ăшшăн çупăрла!

Юрату çинчен манпала юрла!

Пĕлĕтсем — шур путексем


Шурă-шурă пĕлĕтсем —

Шурă-шурă путексем

Пухăннă вăрман çине

Çулçă чăмлама-çиме.

Кĕтӳçĕ — шух çил ачи,

Чеескер... кăшт ырнă-ши?

Выртнă та кăнч хутланса

Путексем çинчен манса

Хул туртать тем айĕнче.

Чăпăркки ав айккинче.

Уйăх


Пĕччен уйăх тӳпере

Йăлăхнă çӳре-çӳре.

Манпа туслăн выляма

Шутламан-и вăл анма?

 

Мăйраки ун, вăрăмран,

Кур, çакланнă туратран.

Йывăç çине хăпарам,

Уйăха эп хăтарам.

Пĕр çулăхсан…


Çак кĕвĕçӳ тенине кам эсремечĕ шутласа кăларнă-ши ăна? Чип-чипер ăстăнлă çынсен чĕринех хура çĕлен евĕр авкаланса, хирĕнсе кĕрсе каять вĕт, эсрел мăйраки, пĕр çулăхсан, йĕркеллĕ çынсенех пăтратса яма, тем кăтартма пултарать.

Шăкăл-шăкăл шăкăлтатса, пĕр-пĕрне чĕререн савса-хисеплесе пурăнатчĕç Марукпа Ваççа. Ăçта кайма тухсан та, хĕрпе каччă пек алăран алă тытăнса, шăкăл-шăкăл калаçса телейлĕн утатчĕç вĕсем.

— Мĕнле пулма пĕлнĕ-ши çак Марукпа Ваççа. Чисти кăвакарчăнсем пек, тупата. Кашни утăмра чуптуса илменни кăна, — калаçса юлатчĕç хапха умĕнчи инкесем.

Çаплаччĕ те, анчах…

Пĕррехинче Ваççа, иккĕмĕш сменăран тин çеç таврăннăскер, мăшăрĕ çумне тĕршĕнчĕ те:

— Каçĕ кĕçĕр çав тери тĕттĕм. Те çумăр çăвасшăн. Леш урам вĕçĕнче пурăнакан Санюка, хăй ыйтнăран, килне çитиех ăсатса ятăм. Çавăнпа кăшт кая юлтăм, — терĕ.

Упăшкине ыталанă Марук аллине ăнсăртран вĕри шыва чикнĕ евĕр карт! туртса илчĕ.

— Мĕн?.. мĕнле Санюка? — сиксе тăчĕ вăл.

— Микихвер Санюкне, ара. Паллатăн-çке. Пĕр цехрах ĕçлетпĕр унпа. Ăсатса янăшăн кӳренмерĕн пулĕ те?

— Çук-ха, çавах та эсĕ… мĕн… — кăштах лăпланнă пек пулсан, тĕлсĕррĕн мăкăртатрĕ Марук.

Малалла

Хамăртан çеç килет


Сан мерчен куçусем

Ман çине пăхнă чух,

Мăкăнь пек тутусем

Илĕртсе кулнă чух

Çакă çут тĕнчере

Пурăнмашкăн аван!

Пĕр санпах ĕмĕре

Ирттересчĕ-çке ман!

 

Хурăнсем айĕнче

Юнашар ларнă чух,

Ман чĕре çумĕнче

Сан чĕрӳ тапнă чух

Ытарми туйăмсем

Чунăмра çуралаç.

Чи хитре ĕмĕтсем

Чĕремре вăранаç!

 

Яштака хурăнсем

Ылттăн тум тăхăнсан,

Çуллахи кунĕсем

Кĕр енне тайăлсан

Юрату йăвине

Çавăрассăм килет.

Ăраскал парнине

Йышăнассăм килет!

 

Юханшыв нихăçан

Тăвалла юхас çук.

Чĕререн юратсан

Уйрăлу пулас çук!

Сар хĕвел тухасси —

Турăран çеç килет.

Телее тупасси —

Хамăртан çеç килет!

Эрне


Итле, тăнла, Кĕтерне:

Тунти кун пуçлать эрне.

Эс тăнла, ытла ан кул,

Ун хыççăн — ытлари кун.

Юн кун юрă пуçлатпăр,

Кĕçнерни кун вĕçлетпĕр,

Эрне кун хыт ĕçлĕпĕр,

Шăмат кун çитсен вара

Çăвăнăпăр мунчара.

Вырсарни кун, Кĕтерне,

Вĕçленет шăп пĕр эрне.

Пĕр эрнере — çичĕ кун,

Çиччĕшĕ те — лайăх кун.

Ăсан


Çил вĕрмест. Вăрман лăпках.

Юр çăвать лапка-лапка.

— Эп капла кунтах ларсан, —

Тет юман çинчи ăсан, —

Туххăм юлăп юр айне,

Пытанас-ха кĕрт ăшне...

Кунта лайăх, хӳтĕ те,

Юр лекмест пĕр пĕрчĕ те.

Тутлă яшка


Питĕ вăрттăн пĕлтерсе

Пăшăлтатрăм аттене:

— Тутлă яшка пĕçерсе

Çитерем-ха аннене.

Ятăм сахалрах тăвар,

Ятăм сахăрпа тăвар,

Сыпса пăхрăм пĕр çăвар.

— Яшка питех тутлă мар.

Ах, аннем, мана каçар.

Атте нимĕн те чĕнмест,

Анне яшкана çимест,

Пурпĕр мана ачашлать,

Ăшă сăмахсем калать:

— Пĕчĕк ывăлăм Ванюш,

Куншăнах пуçна ан ус.

Малашне тăвар кăна

Эс ярсамччĕ яшкана.

Çул пуçламăшĕ


I

Ача-пăча шавĕпе кĕрлесе тăракан урам хиртен таврăнакан выльăх-чĕрлĕхĕн çĕр тĕрлĕ сассипе тулса ларчĕ. Унта та кунта сурăхсем макăрни, ĕнесем кахаллăн ĕнĕрлени уйрăмах темĕнле чĕрене çывăх, ырă туйăм çуратать, пурнăç юхăмне малалла тăсма хистет.

Пахчаран помидор калчисене шăварса кĕнĕ Лена хăйсен сурăхĕсене кĕтӳрен уйăрса килкартине кĕртрĕ те пусма картлашки çине ларчĕ. Хĕрĕн хуп-хура куçĕсем вăхăтăн-вăхăтăн савăнăçпа çиçсе илеççĕ, вăхăт-вăхăтпа вĕсенче темĕнле тунсăх палăрать.

Лена кăçал вăтам шкул пĕтерчĕ. Вăл çитĕнсе çитнĕ хĕр ĕнтĕ. Ыран вĕсен пĕр класс хĕрачипе — Зинăпа хулана тухса каймалла. Анчах чĕрере темĕншĕн канлĕ мар. Сăлтавне те чухлать Лена: унăн амăшĕ чирлекелет. Хăй чирлени çинчен Лена амăшĕ шарласах каймасть, вăйсăртарах пулсан та, ура çинче кăштăртаткаласа çӳрет, фермăри ĕçрен те юласшăн мар.

Чĕпĕсем пăхнă çĕрте ĕçлет Ленăсен амăшĕ — Таиç аппа. Кĕçĕр ак вăл ĕçрен килнĕ-килменех вырăнĕ çине кĕрсе выртрĕ. Ытти чухне шӳтлекелеме юратаканскер, хĕрĕпе те калаçмарĕ. Лена та амăшне канма чăрмантарас мар терĕ, сас-чӳ тумасăр ерипен пускаласа урама тухрĕ.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 25 26 27 28 29 30 31 32 33 ... 796