Утарта


С(Чув.)

Х 21

 

Харлампьев Г.Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кĕнеке издательстви, 1964. — 84 с.

 

Ҫав тери илемлӗ те пуян пирӗн ҫӗршыв. Ешӗл вӑрмансем, анлӑ уй-хирсем, чечеклӗ улӑхсем, шӑнкӑртатса юхса выртакан шывсемпе кӳлӗ-пӗвесем… Мӗн-мӗн тӗрлӗ ӳсен-тӑран, мӗнле кӑна чӗрчун ҫук-тӑр пирӗн ҫӗршывра!..

Ҫак илемлӗ те пуян ҫӗршыва чун-чӗререн юратса сӑнаса ҫӳресен, темӗн те пӗр куратăн, темӗн те пӗр пӗлетӗн.

Ку кӗнекере автор таҫта инҫетре мар, хамӑр чӑваш ҫӗршывӗнче курни-пӗлнине ҫеҫ ҫырса панӑ.

Вуланӑ пулсан, астӑватӑр ӗнтӗ, иртнӗ ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательстви Г. Харлампьев ҫырнӑ «Палюк мучи кӗнеки», «Тӑрна ташши» кӗнекесене пичетлесе кӑларнӑччӗ. Ҫав кӗнекесенче вӑл хамӑр таврара пурӑнакан чӗрчунсемпе кайӑксем, вӗсен кашнин хӑйне май пурнӑҫӗпе йӑли ҫинчен каласа панăччӗ, «Утарта» — ҫав икӗ кӗнекере ҫырнин малалли.

 

© Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964.


Тупмалли