Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ХусанПепке çуралсан...Йĕрсем çухалмаççĕЙăмраллă ялХĕллехи каçсенчеАкăшсем таврăнаççĕПурăнас килет

Кĕркуннене кĕтĕмĕр пулас...


Кĕркуннене

кĕтĕмĕр пулас,

кĕрекине

пурсăмăр хавас,

кĕр çитнишĕн

пĕртте кулянмарăм.

 

Çуркунне çитни çӳçентерет,

вăрăм çĕрсенче тĕллентерет, –

çур акилĕх

вăрлăх туянмарăм.

 

Кĕркуннийĕ

килĕ-ха татах,

хам та пулăп

пулĕ-ха тутах,

тус-тăванпа эпĕ

пуян мар-им!

 

4.09.2007. Элĕк.

Телейсĕр кăвакал


Кăларса янă хуçа кăвакалне,

Кайнă вăл кĕрсе

Вăрăм курăк хушшине,

Тунă вăл унта йăвине,

Тунă вăл унта çăмартине.

Çăмартине тупнă тарçисем,

Кăтартман çăмартине хуçана:

Хуçи, çăмартине курман та,

Кăвакалне те шыраман.

Кайса кĕнĕ кăвакал

Вăрăм курăк хушшине,

Тухаймас лутра кăвакал

Вăрăм курăк хушшинчен.

Шухăшлать лутра кăвакал

Тырă пуссине тухмашкăн:

Тырă пуссинче çын нумай,

Çынсем унта тырă выраç,

Пире унта ярас çук,

Ярсан та пире тырă парас çук.

Кăçта каяс лутра кăвакал?

Улăхра та юрĕччĕ те,

Унта курăк пит вăрăм,

Манăн ура пит кĕске,

Эпĕ унта çӳрес çук,

Мана унта ярас çук.

Мĕн тăвас лутра кăвакал?

Чĕппĕмсем пит нумай:

Урисем пит кĕске,

Курăка таптаса пымасăр,

Курăк çинчен тухайрас çук;

Çунатпа хупса лартмасăр,

Çуначĕсем çитĕнес çук.

Пĕлетĕп ăçта лайăхне:

Кӳлте пулă пит нумай,

Кӳ(л)е çитсе кĕресси,

Кӳлĕ çитсе кĕрсессĕн,

Пулли те нумайччĕ,

Малалла

Мархваран юлмастпăр


Мархва карчăк йăранĕ çине пĕр мăкăнь вăрри таçтан килсе ӳкнĕ. Вăл шăтнă, ӳснĕ, чечеке ларнă. Йăранне ик-виçĕ хут та çумларĕ — тĕкĕнмерĕ ăна Мархва карчăк. «Илемлĕ. Лартăр», — терĕ.

Пралукпа иртсе пынă чухне мăкăне Иван Симунчă участковăй асăрхарĕ. «Наркотик. Немедленно уничтожить!» — çырса хучĕ вăл блокночĕ çине.

Ирхине урам енчи кантăк умĕнче мăнукĕ валли çăм чăлха çыхса ларакан Маюк кинемей хăйсен умĕнчен участковăй машини иртсе кайнине курса юлчĕ. Урайĕнче, ура вĕçĕнче, тĕлĕрсе ларакан кушак аçинчен такăнса кайсах кантăкран пырса уртăнчĕ. «Мархва патне кĕчĕ. Тем пулман пулĕ те. Калаканччĕ-çке», — хăй тĕллĕн калаçса илчĕ вăл.

Пукан çине уртса янă тутăрне пуç тавра туртса çыхрĕ. «Турра шанса туясăр çула ан тух», — тенешкел туя тытрĕ. «Тур çырлахтăрах!» — тесе пӳртрен тухса утрĕ. Пичĕ çине юхса аннă кăвак çӳçне пуçтара-пуçтара Мархва карчăкăн мунчи кĕтессине пырса тăчĕ.

Кунтан, карта хушăкĕнчен йăлтах курăнать. Иван Çимунчă участковăй пăлтăр пусми çинче çырса ларать. Ун умĕнче Мархва карчăк тăрать. Аллисемпе хăлаçланса участковăй темскер ăнлантарать.

Хăлхине тутăр айĕнчен кăларсах итлерĕ пулин те, Мархва карчăк сăмахĕсене Маюк кинемей лайăххăн илтсе юлаймарĕ. Участковăй: «Алă пус!» — тенине пит тĕрĕс илтрĕ. «Ахальтен алă пустармасть. Мархвана илсех каять ĕнтĕ», — шухăшларĕ вăл. Унталла-кунталла пăхрĕ. Чалăшла пурăнакан Уртем мучи патне чупнă пек кĕрсе кайрĕ.

Малалла

Мĕн-ма иртни çеç ман чуна килет...


Мĕн-ма иртни çеç ман чуна килет,

мĕн-ма улшăнуран ялан хăратăп?

Хваттерĕмре курап тăван киле,

ачалăха паянхинче шыратăп?

 

Кирек мĕн кур – теме ас илтерет,

ялан туяп хама çĕр-çĕр çул пурннăн,

çак çĕр çинче пурне те пĕлнĕн, курнăн…

Чухласчĕ ман, мĕне ку пĕлтерет?

 

Поэзипе ытла супсах курман.

ăсран та тайăлман.

Ватах та марччĕ. –

Туссемшĕн хаклă кашлакан вăрман,

ман куçăм умĕнче ялан тымарччĕ.

 

Вăл курăнмасть.

Унран сĕткен илет

чăваш чунне упран çăки-юманĕ...

Иртни кăна ман чунăма килет.

Этем хăй тымарне мĕскершĕн манĕ?

 

1.09.2007. Шупашкар.

Куян тус


Куян кулянать тееççĕ,

Куян йăваш тееççĕ:

Эп куйланмасăр кам куйланас?

Кăмакине пăхрăм — кукли çук,

Хуранне пăхрăм — яшки çук:

Куйланмасăр кун иртмес,

Шукăшламасăр çĕр иртмес.

Хăнана кайма хӳрем кĕске,

Çынсене хăратма шăлăм сайра.

Улма йывăççи патраки çисе,

Тутам катăк пулчĕ,

Тутама шăлма тутăрам çук.

Аллăма кĕрепле турăм,

Пуçăма шăпăр турăм,

Çапах юраймарăм (хуçана).

Йĕри-тавра тимĕр хапха,

Кирак кăçталла пăхсан та - тăвăр хапха.

 

1880-1890

Кăлтăрттин, кăлтăрттин...


Кăлтăрттин, кăлтăрттин

манăн пуйăс чупать,

инçетре акă тин

Шупашкар курăнать.

Мăшăра ыталам,

ачашлам ачама,

чăннине эп калам:

кансĕр уйрăм пурнма.

 

Пултăр пирĕн тымар,

ăш йăва пултăрах.

Хăнара япăх мар,

килсенче аванрах.

 

Çулĕ пулĕ ытти,

çын килнех таврăнать.

…Кăлтăрттин, кăлтăрттин

пуйăс-ут чарăнать.

 

18.09.2007. Шупашкар. Ир.

Виçĕ çыншăн


— Аранах тупрăм сана, — клуб пуçлăхĕн пӳлĕмне кĕнĕ-кĕменех калаçма пуçларĕ выльăх самăртакан комплекс зоотехникĕ Илья Петрович Башлыков, — тăваттăмĕш кун ир те каç сăнатăп клуб алăкне — çăра. Аван мар, Меркури шăллăм, халăхран аван мар! Ĕçлемесĕр укçа илсе выртать теме пултараççĕ. Эсĕ комплекса артистсем илсе пыратăп тесе евитленĕ те, ĕçлекенсем тек минретеççĕ: «Хăçан килет Меркури концертпа?» — теççĕ.

— Вăт ман пуçа та эсĕ минретни кăна çитместчĕ, — умĕнчи журнала айккинелле кăмăлсăррăн сирчĕ клуб хуçи. — Пĕлетĕн-и, Башлыков юлташ, эпĕ паян кун, çак самантра пĕччен виçĕ çын ĕçне туса пынине? Сана, хăв лавна кăна туртакана, калама çăмăл: «Аранах тупрăм» — теме. Пĕр кут та пĕр пуç сан — унталла та ирĕк, кунталла та чару çук. Эх, ман вара...

Килнĕ çын ăнланмасăр хулпуççине сиктеркелерĕ.

— То-тă çав. Пĕлместĕр. Калаçма тесен вара... — Меркури кĕç-вĕç ӳксе вилес çын пек питĕ эрленсе каларĕ ку сăмахсене.

— Мĕншĕн-ха тăрук виçĕ çыншăн пилĕк авмалла?

— Лару-тăру çапла хушать. Мĕнле вăхăтне манса ан кай. Пасар экономики текен саманара пурăнатпăр. Эсĕ комплекс пуçлăхĕсенчен пĕри. Ĕçе ытлашши çын йышăнса тултармалла маррине те пĕлетĕн. Кашнинех тӳлемелле.

Малалла

Сывă пул, Ăстампул...


Сывă пул,

Ăстамбул,

чыс-мухтав

сан Мускав —

самолет чиперех вĕçсе анчĕ.

Тĕрлĕ сăн,

тĕрлĕ çын

çăксемпе,

тюксемпе

пасара е ăçта-тăр саланчĕ.

Тĕрĕкри –

тĕлĕкри

пурнăçсем,

курнăçсем

пиншер байт-асăмран епле тухĕç?

Е канас,

ИКАНАС?

Тăн-ăспа,

тăнăçпа –

ак епле тĕллевсем лартать тухăç.

Мĕн унта,

мĕн кунта,

кам апла,

кам çапла

пулнине чухласа эпĕ илтĕм.

Тĕрĕксен

тĕррисен

эрешне,

ĕретне

ăнланса, улшăнса халĕ килтĕм.

 

17.09.2007. Мускав. Ир кӳлĕм.

Чĕкеç


Чĕкеç килет сассипе,

Çавăрса юрлать юррине:

Çынсем тухаççĕ курмашкăн,

Илтелеççĕ кайăксем чĕкеç юррине.

Курма тухнă ырă çынсем,

Курса тăранас çук вĕсем,

Илтелекен кайăксем

Ĕненмеççĕ сассинчен:

Чĕкеç сасси мар теççĕ,

Патне пырса пăхас теççĕ.

Патне пырса пăхсассăн,

Кайăксем курчĕç чĕкеçе —

Хура пурçăн тумтирпе

Ларать чĕкеç юрласа,

Тĕлĕнтерет сассипе.

Кайăксем тăраççĕ тăнласа,

Хытса кайнă сăнĕсемпе;

Лараççĕ пырса юнашар

Чĕкеçпе пĕрле юрлама,

Тухаймаççĕ сассисем

Чĕкеçпе пĕрле юрлама.

Вĕт кайăксем хушшине

Çерçи пулнă сутникĕ.

Пырса ларнă чĕкеç патне

Чĕкеçе хуса ярас тесе;

Чĕкеç ячĕ юрласа,

Çерçи кайрĕ тĕлĕнсе.

Пуçларĕ чĕкеçе йăлăнма:

Вĕрент юрруна тесе.

Ларчĕ чĕкеç юрласа,

Хăй юррине юхтарса.

Çерçи: чим-чим-чим!

Тесе тăрса юлчĕ.

 

1880-1890

Мереç шывĕ юхать Пăлхартан...


Мереç шывĕ юхать Пăлхартан,

Эдирне тĕлĕнче тем васкать вăл.

Ик тăван чиккинче пулнăран

чĕреме çакă вырăн хускатрĕ.

 

Тĕрĕксем пурăнма пит пĕлеççĕ:

тавраллах канмалли чайхана,

Кунта юлмăн пирн пек чухăна,

пуплесе ерипен чей ĕçеççĕ.

 

Тухса пăхăр-ха Атăл хĕрне,

канма тухнă яшне те хĕрне.

Çамрăксем хаярри çеç ĕçеççĕ,

ясарланнă куçсем шав çиçеççĕ.

 

ĕçнинчен ытларах калаçни,

кирлĕрехчĕ пире чун уçни.

Апла мар çав эпир. Йăлт супатпăр,

пĕр васкатпăр, ир кӳлĕм сыпатпăр.

 

Хамăра упрама ӳркенетпĕр,

пĕтсен сывлăх тинех ӳкĕнетпĕр.

…Тĕрĕкре чайхана тавраллах.

Çын лартать-ши ăна е Аллах?

 

16.09.2007. Эдирне – Ăстамбул. Каç пулттипе.

■ Страницăсем: 1... 720 721 722 723 724 725 726 727 728 ... 796