Альпăрт Канаш (Альберт Георгиевич Кожанов) 1928 çулхи çурлан 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьскинче вăтам хресчен кил-йышĕнче çуралнă. 1946 çулта, вăтам шкулăн 10 класĕнче вĕреннĕ вăхăтра, унăн пурнăçĕнче пысăк инкек сиксе тухнă: вăл сасартăк йывăр чирлесе ӳкнĕ. Çавăн хыççăн икĕ çул хушши Вăрнарти санаторире пурăннă, 1961 çулчченех унăн вырăнпа выртма тивнĕ. Хастар чун-чĕреллĕ комсомолец пуç усман, алла перо тытнă, нумай вуланă, тимлесех вĕреннĕ. 1953 çулта «Çамрăк коммунист» хаçатра унăн «Тав сана, парти!» ятлă пĕрремĕш сăвви пичетленнĕ.
Поэт вăтам шкултан хăй тĕллĕн вĕренсе тухнă, Октябрьски районĕнчи хаçат редакцийĕ çумĕнчи литература пĕрлешĕвне темиçе çул хушши ертсе пынă, алăпа çырса «Энĕш» ятлă литература журналĕ кăларнă. Йывăр чире пăхмасăр литературăра ырми-канми ĕçленĕшĕн Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕ ăна 1956 çулта Хисеп грамотипе чысланă.
А.Канаш 1962 çултанпа СССР писателĕсен союзĕн членĕ пулнă, 1968 çулхи çĕртмен 4-мĕшĕнче вилнĕ.
А.Канашăн халиччен çак кĕнекесем тухнă: «Сăвăсем» (1960), «Иккĕмĕш утăм» (1965), «Шăпчăксем, сире итлесе» (1978), «На наковальне сердца» (1972).
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...