Валентина Деменкова


Валентина Васильевна Деменкова (Зайкова) 1924 çулхи раштавăн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Комсомольски районне кĕрекен Хирти Сĕнтĕр ялĕнче, вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Патăрьелĕнчи педучилищĕре пĕлӳ илнĕ. Кун хыççăн 35 çул хушши ачасене вĕрентнĕ, «Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» ята тивĕçнĕ. Малтан, вăрçă çулĕсенче, Комсомольски районĕнчи Виçпӳртри пуçламăш шкулта, кайран, мĕн пенсие тухичченех, çав районти Нĕркеçри сакăр çул вĕренмелли шкулта вăй хунă.

1979 çулта Чĕмпĕр облаçĕнчи Чĕмпĕр районне кĕрекен Пысăк Ключищи ялне куçса килсе, çавăнта пурăнма пуçланă.

Пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ чухнех сăвăсем çырнă. Анчах вĕсене пичете пама васкаман. Халĕ «Ялав» журналта, «Канаш», «Тантăш» хаçатсенче пичетленет. Юлашки вăхăтра В. Деменкова прозăпа та ĕçлеме пуçларĕ. «Канаш» хаçатра унăн «Пиçмен дыня», «Кай айăплă?», «Çăмламас тус» калавĕсем, «Çĕнĕ ашшĕн çĕнĕ ывăл» повеçĕ пичетленчĕç. А. Талвир ячĕпе хисепленекен литература премин лауреачĕ (1999).


Хайлавĕсем