Лидия Сарине (Лидия Михайловна Иванова) 1950 çулхи чӳк уйăхĕн 14-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Аслăялта çуралнă. Метикассинчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Çĕрпӳри культурăпа çутĕç училищине вĕренме кĕнĕ. Хăйĕн ĕç биографине ача-пăча учрежденийĕсенчен пуçланă, каярах Кинофикаци управленийĕнче, «Тăван Атăл» журнал редакцийĕнче ĕçленĕ.
Пĕрремĕш калавĕ — «Тăварлă хурăн шывĕ» — 1984 çулта çутă курнă. Унтанпа республикăри хаçат-журналта тăтăш пичетленсе тăрать.
Лидия Сарине аслисем валли те, кĕçĕн çулхи ачасем валли те çырать.
1994 çултанпа Раççей писателĕсен союзĕн членĕ. 2003 çулта ăна Раççей писателĕсен союзĕн Хисеп грамотине парса чысланă.
Унăн кĕнекисем: «Таврăн, савниçĕм» (1992), «Шурă пăрахут» (199З), «Сенкер каçсем» (2000), «Чĕрĕп инке» (2002) т.ыт.те.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...
I saw that your chuvash...
I recently used this site to lay one's h...
I recently cast-off this area to identif...
hello, Here’s something great: &...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...
Çак сăвва лартса тĕрĕс тунă...