
Аркадий Никандрович Русаков 1952-мĕш çулхи пушăн пĕрремĕш кунĕнче Пушкăрт республикинчи Фёдоровка ялне кĕрекен Кинчеккей ялĕнче çуралнă. Тăван ялти пуçламĕш шкул хыççăн кӳршĕ Урал ялĕнче сакăр класс пĕтернĕ, Çтерлĕ хулинчи медицина училищине 1971 çулта вĕренсе тухнă. Икĕ çул çарта — Инçет Тухăçри чикĕре пулнă. 1980-мĕш çул Ĕпхӳри медицина институтне пĕтернĕ, ун хыççăн Салават хулинче пĕр çул интернатура иртнĕ. 1981 çултанпа тăван районĕнчи район сыватăшĕнче врач-невролог пулса вăй хурать, вăрах вăхăт врач-нарколог пулса та ĕçленĕ.
Сăвă-калав çырассипе ачаранах кăсăкланать. 1989 çултанпа «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕнче тăрать, 2007 çултан — Раççей писателĕсен союзĕн членĕ. «Урал сасси» хаçатра, Шупашкарта тухса тăракан хаçат-журналсенче час-час пичетленет. Пелепей хулинче кашни çул иртекен «Хавхалану çăлкуçĕсем» сăвă фестивалĕсен номинанчĕ тата дипломанчĕ. Пилĕк кĕнеке авторĕ. Кĕнекисем: «Инçетри тухăçра, чикĕре» (2004), «Чуллă вар» (2006), «Страницы чувашской истории» (2006), «Çеçенхирти пушар» (2010), «Чакăл-ту» (2010).
Автор чăвашла тата вырăсла çырать, прозăпа та, поэзипе те кăсăкланать.
Шухăшсем
Working to energize your website ...
Ever thought how chuvash...
Looking to boost your website tra...
Get more leads for your chuvash...
Dealing with low website traffic ...
Use AI to build a website by just enteri...
Needing to lift your website traf...
Imagine if chuvash...
Get more leads for your chuvash...
Eager to widen your website impac...