Аттеме аса илсе


«Чăваш ялĕсенче турчăкасемпе сенĕксем тата тимĕр-тăмăр япаласем сутма чарас»

Пĕрремĕш Пётр патша указĕнчен

 

Хам пĕчĕк чух санпа пĕрле

Хура пӳртре, сентре çинче,

Ман тунсăх вăхăтăм хĕлле

Сĕм-тĕттĕм вăрăм каçсенче

Шăп иртнĕ чух, ача ыйхи

Ман тĕркĕш шухăшлă чуна

Пусман чухне, эс авалхи

Маттур тăванăмсем çинчен

Параттăн каласа мана,

Вара ман куçăм умĕнче

Тăратчĕ иртнĕ самана.

Кĕрлетчĕ халăх саcсипе

Ун чухнехи пăлхавлă ĕмер,

Вут витĕр вут пек учĕпе

Иртетчĕ cиккипе Тутимĕр.

 

Ман йăхăм-несĕлри çынсем,

Сĕм-ĕлĕк Атăл хĕрринче

Пупсем те улпутсем хĕссен,

Телей шăписĕр çĕрĕнчен,

Чура пек пуç пĕке-пĕке

Тăмасăр, тарнă Пушкăрта.

Асар-писер сăм вăрманта

Пĕр вăхăтлăх анчах телей

Килсен, ăста аллисемпе

Хăйсен хули пек Пелепей

Ӳсинччĕ тенĕ, хунă никĕс,

Анчах тивлетлĕ ĕмĕтпе

Ырра шансан та, кĕтнĕ пек

Кунçул пыман ялан тип-тикĕс.

 

Тиек те, пуп та чăваша

Йĕрленĕ çăтă ĕмĕтпе,

 

Вĕсем çемçе тăпра ашса

Апшур салтак эшкерĕпе

Хăпса килсен, тытса хĕсме

Ун сехрине хăпартмалли

Малтан чиркӳ, кайран тĕрме

Лартсан, шыва та укçалла

Ăсма хушсан, ĕçчен чăваш

Пулман тек мăльăк пек йăваш,-

Хăй тарĕнче, куççулĕнче

Çемçелнĕ ырă çĕр çинче,

Пелепейре, пăлхав çĕкленĕ,

Терт курнă-тӳснĕ чĕринче

Ун пулнă çапăçма терменĕ.

 

Вăл чиркĕве хăй çиллипе

Çунтарнă, унăн вучĕпе

Çутатнă тĕттĕм пурнăçа.

Тискер пупа — нӳхреп куçа,

Тиексемпе улпутсене

Ылханлă юпасем çине

Çакса силленĕ чух чăваш

Хăйпе чи аслă хурăнташ

Пулса тăран Пăкачава

Хаяр шăв-шавлă кĕрлевре

Хăй чунĕ пек юмарт, ачаш

Кĕтсе илме кĕрекере

Сымпыл та, сăй та хатĕрленĕ,

Ăна тăван чĕлхе хитре

Ятпа: Патша-аттемĕр, — тенĕ.

 

Пыман ку тăвăл вăраха.

Ăна тискер майра патша

Салтакĕсем чĕр юн ашса

Пусарнă. Паттăр халăха,

Вилсе пĕтме анчах хушса,

Хирсе тăксан, çĕр çул ытла

Иртсе кайсан та, улăпла

Хăватлă халăх хушшинчи

Вут - хĕмлĕ ирĕк шухăша

Яш Иванов, Силпи каччи,

Ачаранпах пелсе, унпа

Çунса каяс пек ялкăшса,

Сăвви-юррисенче хĕмленнĕ,

Ăна вăл çамрăк çунатпа

Поэзи тӳпине çĕкленĕ.

 

Вăл хăй те — Кĕçтенттин пиччем —

Пăлханнă, Чĕмпĕр шкулĕнчен

Кăларнă хыççăн хăй ялне

Калле килсен, Пăртта йăхне

Чи малтанах пуçлакансем

Пелепейре пăлханнине

Вăл илтнĕ халăх хушшинче.

Кайран, хăй Чĕмпĕре килсен,

Вăл Орион пекех пĕччен

Тăрса юлсан, тăванĕсем

Çĕкленĕ шавлă пăлхава

Манман, — пупа çакни çинчен

Сиксе тăрас пекех хавас,

Хĕрсе çьрма çеç хатĕрленнĕ,

Хăйне хăй шаннă, ĕмĕтленнĕ.

 

Сĕве çыранĕ хĕррипе

Пĕччен çӳренĕ чух ирпе

Шăп та тӳлек тавралăха

Пур тинкĕл-тинкĕл, чăн та чан

Пăсса тăрса янранине

Илтсе, çилленнĕ. Халăха

Суйма анчах, пуйма анчах

Чăваш çыннин еçчен ятне

 

Ярса путланнă мурсене

Каçпа вăл шкул килкартинче

Тĕл пулнă хыççăн йĕрĕнсе:

— Чăваш ĕнси, ырхан ĕнсе,

Епле тӳсет-ши, ун çинче

Кусем ларса юрланă юрланă юрă

Пулать-ши, — тенĕ вăл, — культура?..

 

Пур халăха, пур эрлĕке

Кисрентерме çеç хистекен

Хăюллă çамрăк шухăша

Ун харсăр чунĕ пĕлĕте

Илсе хăпарнă, вăл, çӳлте

Пĕр вăхăт тĕк пек варкăшса

Тăрсан, аманнă кăйкăр пек

Лап ӳкнĕ чуллă çĕр çине,

Хăйпе те поэта инкек

Кӳрсе, ун вăйлă ĕмĕтне,

Ун вутлă тĕркĕш шухăшне

Укернĕ хыççăн чир-чĕре

Çĕнтереймен асаплă гений,

Хăйне çуратнă нӳр çĕре,

Слакпуç çĕрне яш пуççăн кĕнĕ.

 

Мана атте çак çĕр, çинче

Чипер Сентти пекех ĕçчен

Пулса ӳсме, ака тума —

Карлав аври алла тытса,

Ун тупанне тарлаттарса,

Ĕçлеттерсе шак хытарма,

Эп хам çемçетнĕ çĕр çине

Тырра та хам анчах акса

Ем-ешĕл кĕнеке çырма

Вĕрентрĕ вăл мана вара.

— Эс ху тар тăкнă тăпрара

Ӳстернĕ тырăран анчах

Пĕçернĕ çăкăрăн типтерĕ,

Тути те пуррине, ачам,

Ху çинĕ чух ăнланăн, — терĕ.

Ĕçри хаваслăхпа терте

Туйса, Силпи уй-хирĕнче

Çурла та тытнă аллăма

Перо тытас килсен, атте

Каллех хĕлле сентре çинче

Екки ярса çеç калаçма

Хăй уçнă академире

Хăй шăллĕ, Кĕçтенттин пиччем,

Кĕнекесем ытла хитре,

Ытла та шеп çырни çинчен

Мана пĕлтерчĕ, ĕмĕте

Тăван чĕлхе илемĕпе

Тытса, сентре çинчен антарчĕ,

Мана вăл ăмĕр тăршшĕпе

Çырулăх çулĕпе уттарчĕ.

 

Мана атте мĕн ачаран

Вĕрентнĕ хамăр чĕлхепе

Эп пултăм иксĕлми пуян,

Телейлĕ ĕмĕр тăршшĕпе.

Çырма чун туртнă тĕлсенче

Мана ăсталăхпа тĕрек

Парасшăн Кĕçтенттин пиччем

Çума ларса калаçнă пек

Туйса, каятăп шухăша:

Ытарайми тăван чĕлхемĕр

Ман сăввăмра та ялкăшса,

Поэт пиччем каларăш, тимĕр

Касинччĕ, — тĕрĕс илемпе

Тухинччĕ, — тетĕп, — сикипе

Юратнă паттăрăм Тутимĕр.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


влад маскай (2018-04-06 19:57:58):

Кун пек сăвă -поэмана вуласан, хăть те темиçе хут вула. тарăнран -тарăн шухăша путатăн вара пуç ватса. Ыйту хыççăн ыйту çуралать: епле çапла çырма пултарнă -ши тесе, пирĕн ентĕшĕмĕр Яков Гаврилович Ухсай. Ытлашши мухтаса пăсассăм та килмест -ха манăн Чĕлхемĕр çивĕчлĕхĕ çинчен, вăл, Чăваш чĕлхи, "тĕрĕс илемпе" тимĕре те касма пултарни çинчен. Чи вăйлă шухăшĕ: "ытарайми тăван чĕлхемĕр ялкăшса, тĕрĕс илемпе тухсан -тимĕр касинччĕ". Çӳлĕрен -çӳлĕ эс поэтăмăр! Хаклăран -хаклă ахахăмăр! Сана тивĕçлĕхпе Çӳлĕ шайа хурса вулакансен шучĕ ӳссе пыорайсан халăхăмăрăн шăпи пллăран -паллă пулĕ. Нихăçан та пĕтмĕ! Малалла анчах утĕ! Аталанса пырĕ! Чĕлхемĕр илемĕпе хавхаланса пĕрне - пĕри ăнланнипе.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: