Хуçа
Каска çинче лараççĕ ватăсем.
Хăлаç çитми кĕреш-юман каска.
Куç умĕнче шăваççĕ ĕмĕрсем —
Мăнукăм, эс ан ватăл, ан васка!
Пуплеççĕ ватăсем: «Çаплаччĕ ĕлĕк...
Вăрман анатчĕ хамăр ту çинех.
Ту айĕнче шăнкăртататчĕ çăлĕ,
Курасчĕ айлăмри улăхсене!
Такам касса пĕтерчĕ çирĕке,
Типсе çухалчĕ шăнкăрти çырма.
«Пусса ан сур, — каланă ĕлĕкех, —
Хăвах унта килетĕн шыв ăсма!»
Этемлĕх килĕ-çурчĕ — çутçанталăк.
Йĕрки-саккунĕсем ун пит кăра.
Ăçта шыв пур, унта кирлех хăвалăх.
Ăçта пуш хир, унта çăл ан шыра...
Хуçасăр кил тухать час йĕркерен.
Юпи çĕрсен тӳнет карти-хури...
Хуçалăхра хуçа кирлех иккен,
Çанталăкăн хуçи те пултăр-и!
Ăçта çӳретĕп — çавăнта хуçа эп,
Ăçта кайсан та, эсĕ те хуçа.
Эп çĕмĕрт çеçкине хăйса хуçаймăп,
Таптаймăн эс çын лартнă йывăçа...
Ав, кăткă сĕтĕрет килне тупра,
Пыл хурчĕсем сĕрлеççĕ таврара,
Ырми-канми чавать çĕр каюра —
Эс вĕсене ан тив, хуçа, — упра!
Эс пул хуçа кашни чĕкеç чĕппишĕн,
Тăри юрришĕн те эсех хуçа!
Мулкач çури санран тутантăр кишĕр,
Ялан çул уçă пултăр çăлкуçа.
Çанталăкăн тăшманĕсем сахал,
Чи хăрушши, тăшманĕ, — пĕл, — этем.
Вăл упрама пĕлсен кăна кал-кал,
Çунса çаралмĕç çĕрĕ-шывĕсем!
Этемлĕх килĕ-çурчĕ — çут çанталăк,
Этем пулма ӳстерчĕ вăл пире.
Пиртен вăл юлтăр ыррăн пурăнмалăх,
Илемлĕ пултăр ĕмĕр-ĕмĕрех!
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Are you fully utilizing the potential of...
Every day, websites like chuvash....
Get more leads for your chuvash...
Your website, chuvash...
Are you maximizing the potential of your...
Your website, chuvash...
Every day, websites like chuvash....
I recently tried https://killakush...
Тĕлĕнмелле çырнă...