Пăшăрхану
Этем пĕр вĕçĕмсĕр ĕçлет вай пур чухне.
Хевти пĕтсессĕн те шутлатъ ĕç пиркиех:
Пурнăçлайман иккен вăл чи кирлисене...
Епле кулянмăн-ха? Сăлтав çителĕклех.
Илмест асне те вăл çак эрлĕ вăхăтра,
Этем тĕнчин йĕркийĕ-çке — хăйне кура:
Вăл пысăк çын-и е пĕчĕк çын-и — пурпĕрех
Пурнăçланман ĕçсем юлаççĕ кашниннех.
Юлаççĕ çав, юлаççĕ сахал мар вĕсем —
Малаш тĕллевлĕ, илĕртӳллĕ ĕмĕтсем.
Çав ĕçсене йăлт пурнăçлас тăк çĕр çинче,
Çăтмах пек чаплă пулĕччĕ мĕнпур тĕнче.
влад маскай (2018-04-09 01:01:48):
Мĕн калăн ĕнтĕ классик çырни çинчен?! Чаплă! Хăй пурнăçĕ вĕçнерех çырни пулсан та умĕнчи ĕçĕсне талкишпех курса тăнă -çке -ха вăл! Çак йĕркесем валли те вăй çитернĕшен манăн та тав туни çак поэта, Чăваш Ен патриотне, пăсмĕ тетĕп. Тав сана хисеплĕ Александр Галкин. !965-мĕш çултанпах паллакан пулнă эпĕ ăна. Слакпуçенче, К.В.Ивановăн ытти çулхисенчи юбилейĕсенче те курнăçнă. Ырлăхпа асăнтăм! Канлĕ çывăр.