Сӳнми хĕлхем
— Ах аннем, ăçта кайса чикем-ши пуçăма? Эх, Гриша нивушлĕ тăлăх кайăк чĕппи пек пĕччен тăрса юлăп-ши? — шухăшларĕ вăл. — Эх, Григорий! Эх, анне!.. Çак самантра ун умне тепĕр картина тухса тăчĕ. Пĕрре, улма шуратнă чухне, ăнсăртран аллине касса юн кăларнăччĕ вăл. Çавна курсан, Григорий те юриех аллине касса хăй юнне ун юнĕпе пĕрлештернĕччĕ. — Ку грузинсен йăли, пĕрне-пĕри ĕмĕрне пăрахмалла ан пултăр, тесе; пĕри вилсен тепри те уншăн вилессе тата пĕр-пĕриншĕн ĕмĕрлĕхе чĕрепе тупа тунине пĕлтерет! — тенĕччĕ.
— Çук, манас çук эп ăна, анне...
Çапла пăтранчĕç ун пуçĕнчи шухăшсем. Çапах та, вилекен амăшĕн йĕрсе чĕнекен чĕри Надежда юратăвне çĕнтерчĕ. Тепĕр кунне ирхи поезд Надеждăна лартса пĕлĕте кармашакан сăрт-тусене, ытарма çук виноград сачĕсене, вĕçĕ-хĕррисĕр шур мамăк уйĕсене, куçпа виçсе илме çук Туркестан пушхирĕсене таçти инçете хăварса, чечеклĕ Украина çĕршывне çитерме хускалчĕ.
— Сывă пул, юратнă тусăм Гриша! Ан çиллен — терĕ Надежда поезд хускалсан.
Анчах çак сăмахсене больницăри пăчă палатăра выртакан Григорий илтеймерĕ. Çапла уйрăлма тиврĕ çак ытарма çук илемлĕ çут тĕнчере пĕр-пĕринпе чи хăватлă юратупа çыхăннă çап-çамрăк чĕресен.
V
Икĕ çамрăк пĕр палатăра выртнине эпир малтанах асăннăччĕ. Вĕсем кунта килсе вырнаçни нумай вăхăт иртрĕ ĕнтĕ. Халĕ иккĕш те пит лайăх сывалса çитеççĕ. Пĕр-пĕринпе çывăх тăван пек туслашса кайрĕç ĕнтĕ вĕсем. Хаметăн кинжалпа чĕркелесе аĕтернĕ суранĕсем те тӳрленчĕç. Григорийĕн хуçăлса пĕтнĕ ал-урисем те сыпăнчĕç.
Ун çамки урлă каçакан пысăк йĕрне çеç пĕтерме май пулмарĕ. Çав йĕр сӳтсе пăрахнă «шуйттан кĕперне», этем юнне çĕлен пек хавассăн ĕçме пултаракан басмачсене тата хăйĕн çывăх тусĕсене шавах аса илтеракен паллă пулса юлчĕ. Ăна пулах вăл куçкĕски витĕр хăть те кăна хăçан пăхсан та хăй умĕнче тăракан Надеждăна курнă. Халь Надежда уншăн тата илемлĕрех, йăвашрах, темиçе хут ачашрах пек туйăнать. Анчах та Надежда инçе пулнине пĕлмест вăл, унран çыру та çук тата вăл ăçта иккенни те паллă мар. Надежда Григорий патне шавах çырусем çырса тăчĕ; малтанхи вăхăтра Григорий те çырчĕ, анчах паçăр асăннă йĕп сăмса çав çырусене юриех кĕвĕçсе пытарса тăнă пулнă. Пулаççĕ вĕт çĕр çинче çак çут тĕнче илемне сая ярса пурăнакан хура юнлă, чул чĕреллĕ, кĕççе питлĕ çынсем!
Хаметпа Григорий пĕр-пĕринпе çывăх тăван пек туслашса кайрĕç терĕмĕр. Пĕрре Хамет Григорие çакăн пек истори каласа пачĕ. Каласса вăл, хăй таджик пулсан та, узбекла тата тутарсен акценчĕпе ытларах калама тăрăшрĕ. Мĕн ачаран тутар ачисемпе выляса ӳснĕ Григорие узбекла калаçма вĕренсе çитме пĕрре те йывăр пулман.
— Ман тăван аттем, агайăм1, — тесе пуçларĕ вăл, — 1916 çулхине Кăркăс çĕрĕнче, Иссык-Куль хĕрринче вилнĕ. Хăй вилмен вăл, агайăм, ун пуçне вырăс патшалăхĕн казакĕ хĕçпе касса пăрахнă. Çав вăхăтра, агайăм, падишахăн колонизаторла политикине чăтаймасăр пĕтĕм кăркăс халăхĕ пысăк пăлхав хускатса янă пулнă. Çав пăлхава узбексемпе таджиксем те, агайăм, сахал хутшăнман пулнă. Вара падишах самодержавийĕ пĕтĕм кăркăс халăхне пĕтерсе тăкма çавăн пек приказ панă пулнă, агайăм, çав приказ тăрăх Семиречири пĕр Фольбаум генерал-губернатор, агайăм, хăйăн юнлă йыттисене те:
— Всех встречных киргизов уничтожить, а аулы сжигать — тесе телеграмма панă. Вара çав телепрамма тăрăх, агайăм, пĕр Буркевич ятлă пристав çеç темиçе çын пĕтернĕ. Токмак патĕнче 900 çыннă, Иссык-куль патĕнче 1000 çынна, Шамçи перевалĕ патĕнче 1500 çынна пĕр хĕрхенӳсĕр тураса тăкнă вăл, агайăм. Пĕтĕшпе илсен çав вăхăтра кăркăс çĕрĕнче 274.000 çынçен шутĕнче ман тăван атте те пулнă. Истори кустăрми çавăн пек куçать вăл, агайăм.
Григорий тĕлĕнсе кайса итлерĕ юлташĕн калавне. Анчах Сăмăрканд хулинчи рабфакра вĕренекен студент çапла йĕркеллĕ каласа панинчен ним тĕлĕнмеллиех те çук.
— Çапла вара, агайăм, — терĕ вал малалла, — аннепеле эпир сĕм тăлăха тăрса юлтăмăр. Курăк сывлăма юратать, амăшĕ — ывăлне, теççĕ пирĕн халăхсем. Анне мана пĕтĕм чĕрипе юратма тытăнчĕ. Мана хăй чĕрçи çине лартатчĕ те вăл, агайăм, çĕрĕн-кунĕн йĕретчĕ. Пĕрре çапла мана тытса ларнă вăхăтра ăна абай чăнахах вилни çинчен çывăх тăвансем килсе пĕлтерчĕç. Вара çавăнтах хăйĕн паранджине хывса печĕ вăл. Пире аçунтан пуçне никам та кирлĕ мар! тесе аллах умĕнче сăмах пачĕ, агайăм. Вара виçĕ кун та иртмерĕ, таврари чи паллă хура чайхана хуçи, Китай çĕрĕнчен анаша кӳрекен контрабандист, Мурда-бай ятлăскер, анне патне çӳреме тытăнчĕ. Пирĕн йăла тăрăх хĕрарăм пит-куçне ют арçын курма юраман, агайăм, а ман аннем паранджине ылханса хывса çапнăччĕ терĕм эп сана. Анне ăна çурт яхăнне те ямарĕ... вара çиленнĕ Мурда-бай тапĕр куннех тарçисене ярса пирĕн пĕчĕк кибиткăна çĕмĕрсе, аннене вăйпах хăй патне илсе пыма хушнă... Анне те пит çамрăк пулнă çав, илемлĕ пулнă вăл, агайăм, анчах эп ăна тĕлĕй пек кăна астăватăп...
...Калама та йывăр ун çинчен: анне çавах Мурда-бая парăнман. Вăл унăн сылтăм куçне чышса шăтарма ĕлкĕрнĕ... Вара урса кайнă Мурда-бай, ман аннене ту айĕнчи пĕр тĕпсĕр шăтăка сăнчăрласа лартса... унта хура чайханана анаша тĕтĕмĕ шăршлама тухакан çĕленсемпе скорпионсем яма хушнă. Кам чăтайĕ, агайăм, çак хăрушă мăшкăла? Ман анне те чăтайман. Вăл пĕтĕм сăрт-ту хушшине янратса ямалли сасăпа:
— Хамет, чунăм, илт ман сассăма! — тесе кăшкăрса янă та, хăйне хăй кинжалпа чиксе вĕлернĕ...
Хамет вăрăммăн сывласа илчĕ те чылай вăхăт пĕр сăмах чĕнмесĕр ларчĕ. Хăй юлташĕн чĕри çав тери тăвăлса çитнине Григорий те пит лайăх туйса илчĕ пулас, вăл та шарламасăрах ларчĕ.
— Çапла вара, рафикан2 Григорий, — терĕ Хамет малалла. — Эпĕ хамăн кĕтӳçĕ кукка патĕнче, çӳллĕ тусем хушшинче путекĕсене кашкăрсем çисе янă сурăхсен сĕчĕпе ӳссе çитĕнтĕм. Сана «шуйттан кĕперĕ» айĕнчен кăларакан ватă çын, çӳхе савăл пек шур сухаллăскер, агайăм, ман кукка пулать ĕнтĕ вăл, — терĕ юлашкинчен. Урăх пĕр сăмах та чĕнмерĕ. Хăйĕн юлашки вăхăтри паттăрла ĕçĕсем çинчен, байсемпе басмачсене пĕтĕм чун хавалĕпе курайманни çинчен каласа пама пĕрре те юратман вăл. Вĕсен ятне асăнсан та, ун вутлă чĕри хăватлăн тапма тытăннă. Пĕтĕм чĕрери хаяр çилĕпе тăван ашшĕпе амашĕн вăхăтсăр вилĕмĕшĕн пĕтĕм тĕнчери тăшмана хирĕç пĕр-пĕччен тухса çапăçса çĕнтерме хатĕр пулнă вăл. Çавăнпа та ĕнтĕ ăна, байсемпе басмачсен хаяр тăшманне, вĕсем ăçта вырнаçнине хăть те хăçан та пĕлме пултаракан маттур йĕкĕте, канма килнĕ рабфак студентне, Хамет Тураева 1918 çулхине персе пăрахнă Мурда-бай таврашĕсем çав асран кайми тискер каçхине басмачсен аллине тытса пынă пулнă.
VI
Ир пулать те каç пулать. Вăхăт иртнĕçемĕн иртет. Стена çумĕнче шаккаса ларакан сехет йĕппи пĕр енне сулăнни те пирĕн ĕмĕр çав вăхăт чухлĕ каялла чакнине пĕлтерет. Кунсем хыççăн — кунсем, эрнесемпе уйăхсем те, çаплах çулсем те çиçĕм çиçнĕ пек хăвăрттăн иртсе каяççĕ. Эй, сухал хыракан! Мĕн тума эс хыран-ши сухална? Каллех тапса тухакан мăк сухал сехет йĕппи шунă евĕрлех кĕвĕçтерет чунăма. Çав тапса тухакан мăк сухал çак ытарма çук илемлĕ çут тĕнчерен яланлăхах уйрăлса каяс вăхăт çывхарнине пĕлтерет. Çук. Нимĕнле çиле те ан парăнăр ылтăн çеçкесем! Ĕмĕрне ан сарăхăр кĕмĕл çулçăсем! Хăвăн ĕмĕр иксĕлми илемӳпе ĕмĕр ырă кăтарт пире, çут тĕнче! Ялкăш, çутат, çут хĕвел! Ешерччĕр улăхсем? Чечекленччĕр садсем! Мухтав юрри юрлăр, пĕтĕм тĕнчери вĕçен кайăксем!..
Больницăран лайăх сывалса тухнă хыççăн Хаметпа Григорий иккĕшĕ те аслă шкулсене вĕренме кайрĕç. Тăватшар çул хушши кăшларĕç вĕсем ăслăлăх гранитне. Хамет чугун çул хывакан инженер ĕçне вĕренсе тухрĕ. Мĕн ачаранах çав ĕçе юратнă вăл. Тусем хушшинчи шăши йĕрĕ пек сукмаксене аслăлатма, вĕсен тăррисем урлă кĕперсем хывма тата вĕсем витĕр шĕкĕ пек шăтара-шăтара тухма ĕмĕтленнĕ. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕт çитетех теççĕ, чăнах та ун ĕмĕчĕ çитнĕ, халь вăл сăрт-ту инженерĕ.
Григорий те хăй ĕмĕтленнĕ ĕмĕтнех тупрĕ. Анчах та ту-чакăла шĕкĕ пек шăтарса çурекен пулмарĕ вăл, пĕлĕт тӳпине те Каккинаки пек улăхаймарĕ, тинĕс тĕпне те халиччен анса курман. Мĕн ачаранах чаплă купăсçă пулма ĕмĕтленнĕ вăл: эпĕ музыкант пулатăп, тенĕ яланах. Çавăнпа та ĕнтĕ кӳршĕри Суккăр Илька патĕнчен туха пĕлмен. Яланах унăн сĕрме купăсне итленĕ. Çак сăлтавпах ĕнтĕ вăл Илькасен улăм сарнă урайĕнче те пĕрре çеç каç выртман. Çулла пулсан вара шавах Суккăр Илька музыкант хăйне анкарти хыçне, çырма хĕрне çавăтса кайма хушнă. Григорий ăна итленĕ. Ытарма çук тӳлек каçсенче, çав çырма хĕрринчи ем-ешĕл курăка ылтăн-кĕмĕл тĕслĕ ялтăракан ирхи сывлăм пĕрчисем йĕпетичченех купăс каланă вĕсем. Мĕн ачаран куçсăр юлса 18 çула çитнĕ çамрăк музыкантăн пĕтĕм савăнăçĕ те çав кăна пулнă. Инçете кайнă унăн каçхи çемçе сасăллă юррин сумлă кĕввисем.
Анне, мана эсĕ ма çуратрăн
Çак тĕнчере асап чăтмашкăн.
Эп курмастăп чечек илемне,
Çут тĕнче илемне курмастăп! —
тесе юрланă вăл. Вара сĕрме купăсне тата хытăрах пусса йĕртсе илнĕ:
Анкарти хыçĕнче çӳл ту çинче
Шăнкăртатса юхать юр шывĕ.
Хам телейсĕр кунăма аса илсен,
Суккăр куçран юхать куççулĕ!
Çапла янăранă ун телейсĕр сасcи. Çак сăмахсене юрласан, чăнах та ун суккăр куçĕнчен чĕркĕмĕл тумламĕсем шăранса тулли пичĕ тăрăх юхса аннă...
...Анчах мĕскер тăвас тен тĕнче инкекне? 1921 çулхи хаяр выçлăх пĕтĕм аслă Атăл тăршшĕне шăмă аллипе пăвса илсен, хăйĕн хурлăхлă юррисемпе такама та йĕртме пултаракан суккăр Илька та хăтăлса юлайман. Вăл сивĕ пӳртре шăнса вилни çинчен часах пĕтĕм ялĕпе сăмах сарăлса çитнĕ. Çын нушине çын курмасть, теççĕ. Тен, выçах вилнĕ пулĕ мĕскĕн? Сахал пулнă-шим çавăн пек тĕслĕхсем тискер выçлăх çул? Ватă асламăшпе пурăнакан Григорий Илька патне шавах юман икелĕпе маянран пĕçернĕ пашалу татăкĕсем леçсе панă. Анчах çав татăксемпе чирлĕ çынна сыватма ниепле те май пулман.
Пĕрре Григорий Илька патне лаша какай татăкĕ леçме пынă. Вăл Илька пиччĕшĕ çав тери йывăр выртнине асăрханă. Çавăн чухне чирлĕ Илька хăйне панă кучченеçе те илеймен, Григорие хăй патнерех пырса тăма чĕннĕ те:
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...