Сӳнми хĕлхем
— Ну, Гришук, пысăк пул ĕнтĕ эс. Такех сана кĕвĕсем каласа парас çук эпĕ... Ман кулăсăма ил те ху калама вĕрен, — тенĕ. Вăл Григорие çурăмĕнчен лăпкама пăхнă, анчах ун вăйсăр тата шыçăнса кайнă аллисем çĕкленеймен. Григорий урăх нимле сăмах та илтмен Илькаран. Илтме те пултарайман. Вара ун çумĕнчи купăсне илнĕ те Илька вĕрентнĕ юррине:
Анкарти хыçĕнче çӳл ту çинче
Шăнкăртатса юхать юр шывĕ, —
тесе нăйлаттарса илнĕ.
— Эп пысăк пулăп, чаплă купăсçă пулăп, вĕренĕп! — тенĕ вăл, вилнĕ Илька пиччĕшĕ умĕнче тупа туса. Чаплă купăсçă пулас шухăшĕ унăн тата темиçе хут вăйлăланса кайнă.
Çакăнтан вара пĕчĕк Григорий çырма хĕрне пĕччен çӳреме тытăннă. Ирпе хĕвел çĕкленсе тухнă вăхăтра е хĕвел анса ларас умĕн çырма хĕрринче шавах Илька юррин кĕввине илтме пулнă. Уçă сывлăш сĕрме купăс сассине таçта инçете илсе кайнă.
VII
Надеждăпа Григорий пĕрне-пĕри çухатнăранпа шăпах вунă çул иртнĕ. Нумай шыв юхнă çав вунă çул хушшинче, Надежда куçсулĕпе минтер пичĕсем те сахал йĕпенмен. Григорий те шавах асра тытнă ун ятне. Ют хулана-мĕне кайнă чухне пăрахут çинче пулсан — парахут çинче, вагонра пулсан — вагонра шавах палламан çынсем хушшинче такама шыранă. Кам пĕлет: тен, çакăнтах хирĕç пулĕ, тесе шухăшланă вăл. Ун чĕринче вунă çул ĕлĕкрех çуннă хĕрӳллĕ юрату кăварĕн сӳнмесĕр юлнă хĕлхемĕ яланах канăç памасăр çуннă. Мĕн калаçма пĕлнĕ пулĕччĕç-ши вĕсем пĕр-пĕринпе тĕл пулсан?
Ак, халĕ те Григорий çул çинче. Вагон чӳречи витĕр вĕçсĕр Туркестан уй-хирĕсене сăнаса пырать. Таçтан аякран кăркăссен юртисем курăнса юлаççĕ. Инçетрен пĕрре лӳпперрĕн сĕвенсе пыракан тĕвесем тĕл пулаççĕ... Вĕçĕ-хĕррисĕр хăйăр та хăйăр. Унта ӳсен курăкран катăркас анчах курăнса юлать.
— Кунта, апла, кĕркунне çитме инçе-ха, — тесе Григорий пуçри картузне хывса шур çӳçне якатса илет. Вăл вагон площадки çине тухрĕ. Ăна плащпа кăна пулсан та сивĕ мар. Çийĕнчи ешĕл гимнастеркипе галифине тата çутă хром аттине пăхсан, ăна нимле паллăсемсĕрех командир теме май килет. Тулли питлĕ-пуçлă, сарлака хулпуççиллĕ йĕкĕт. Çамки урлă каçакан йĕрне кăвакал хӳри пек авкаланса ӳкнĕ шур кăтри те пĕтĕмĕшпех витеймен пулсан та, ун сăнĕ питех улшăнман. Кулса тăракан кăвак куçĕсем ача чухнехи пекех хаваслă. Халĕ вăл Киргизи çĕршывне, хăйĕн ĕлĕкхи тусĕ Хамет Тураев патне, отпуск вăхăтĕнче ятарласах хăнана кайма тухнă. Хамет та пĕтĕмĕшпех çын пулса çитнĕ ĕнтĕ, хăйĕн ашшĕ патша йĕркипе çапăçса вилнĕ Иссык-Куль хĕррине хывакан чугун çул çинче аслă инженер пулса ĕçлет. Çав çул аллă километр ытла çӳллĕ тусем айĕнчен тухмалла.
...Эх, мăнтарăн Иссык-Кулĕ! Епле илемлĕ кӳлĕ вăл! Ун тарăнăшĕ 702 метр, сарлакăшĕ 58 километр, тăршшĕ 182 километр. Вăл тинĕс шайĕнчен пин те ултçĕр тăхăр метр çӳллешĕнче вырнаçнă, вăл пăрпа нихçан та витĕнмест. Кайăк кăвакалсем, хуркайаксемпе шуракăшсем ушкăнĕ-ушкăнĕпе никамран хăрамасăр юмахри пек чăмса çӳреççĕ. Ик айккипе те шур тăрăллă тусем! Çак кӳлĕ хĕрринче хĕвел çĕкленсе тухнă чухне е вăл анса ларнă вăхăтра пулсан, епле илем курмасть-ши этем?.. Эх, вĕçсĕр ăçлă çĕршывăм! Ытла нумай-çке сан çавăнти пек ытарма çук илемлĕ кĕтессем!..
Пĕр каçхине çапла, Хаметран хăнана пыма чĕнсе çыру илес умĕн, Григорий тĕлĕнмелле тĕлĕк курчĕ. Вăл Вăтам Азири сăрт-тусен хушшинчи пĕр чи çӳллĕ ту çинче пĕр-пĕчченех купăс каласа ларать пек. Ун этем ытарма çук ырă сасăллă кĕввине итлеме тусем хушшинчи ăмăрткайăксем тата пĕтĕм тискер кайăкеем пухăннă пек. Унта хаяр тигрсемпе тискер арăслансем те мăнкăмăллăн утса çӳреççĕ пек. Григорий хăйĕн сĕрме купăсне пĕтĕм чун хавалĕпе сĕрсе ярсан, пĕтĕм ăмăрткайăкĕ, тигăрĕ-арăсланĕ тата пĕтĕм тискер кайăксем те пĕр çĕре пухăнса тăчĕç пек; вĕсем чĕрене тивекен сумлă купăс сассине йăвашшăн итлесе лараççĕ пек; акă пĕр кĕтмен çĕртен вĕсем умне шап-шурă тумтирпе, пуçне пин тĕслĕ çеçкерен кăшăл туса тăхăннă Надежда тухса тăчĕ пек. Вăл купăс сасси хыççăн пĕтĕм сăрт-тусем хушшине янратса юрласа ячĕ пек; çав юрă сассине илтсен, çӳллĕ тусем ирĕле пуçларĕç пек; тусем тĕпĕнче кĕрлесе юхакан шывсем чарăнса ларчĕç пек. Ирĕлсе кайнă тусем вырăнне ытарма çук илемлĕ, ем-ешĕл улăх пулса тăчĕ пек. Вара çав улăхри çеçкесем хушшинче тăракан Надежда кăвакарчăн пулса Григорий çинех вĕçсе пычĕ пек, чун хавалĕпе ыталаса илме ыткăнчĕ пек... анчах шăп çав самантра вăл вăранса кайрĕ.
Çапла ĕнтĕ вăл юрату. Уншăн ĕмĕрсем хушши пĕлĕте кармашса ларакан чуллă тусем те çатма çинчи сар су пек ирĕлсе каяççĕ, вĕсем пин-пин тĕслĕ çеçкепе ялтăраса ларакан ем-ешĕл улăх пулса тăраççĕ; пĕтĕм çĕр çинчи тискер кайăксем алла вĕреннĕ ачаш путек лек йăвашланса каяççĕ. Эх, юрату!..
— Ав, мĕнле, — тенĕ ун чухне Григорий. Вара кирлĕ япалисене хăпăл-хапăл майлаштарса вăрăм çула тухма хатĕрленнĕ.
Халь те ак вăл çав тĕлĕкех аса илчĕ.
— Нивушлĕ хăçан та пулсан тĕл пулма тӳрĕ килĕ-ши? — тесе шухăшласа пычĕ вăл. — Анчах халь тин тĕл пулсан та, ним ĕç тухас çук. Ытарма çук ывăлăм ытарма çук амăшĕ... Шуткă мар вĕт улт-çич çул пĕрле пурăнма? Çав улт-çич çул хушшинче ырри те, усалли те пулнă пулĕ, вăрçнă та, килĕшнĕ те пулĕ, пурнăç пĕр пек килмест. Камăн мĕн ĕç пур ют çемье хушшинче?.. Пуринчен ытла ывăл епле маттур ӳсет. Иксĕлми хаваслăх, иксĕлми телей вăл пирĕн. Кам пĕлет, тен, вăл чаплă конструктор пулса халиччен пулман самолет шухăшласа кăларĕ. Çав самолет çине хăех ларса пĕр канмасăр çĕр чăмăрĕ тавра темиçе хут çаврăнĕ. Унтан ытти планетăсем çине ыткăнĕ. Кам пĕлет, тен, вăл халиччен тĕнчере пулман изобретатель пулĕ. Вара темле машинăсем шухăшласа кăларĕ. Пĕлме çук, тен, вăлах пăрлă Арктикăна кайса мăкăнь акса çитĕнтерĕ, çав мăкăнь çеçкисем çинче шур хуратул ани çинчи пек пыл хурчĕсем сĕрлеме тытăнĕç... Эй, шухăш! Тутлă-çке ĕмĕтсем, тенĕ ĕлĕк чух. Анчах пирĕн ĕмĕрте ĕмĕтленнĕ ĕмĕтсем çитеççех. Тăван ывăл! Уншăн вĕт-ха çак çут тĕнчере тăван ашшĕ-амăшĕнчен никам та хакли çук...
Поезд Туркестан çеçенхирĕ тăрăх ыткăнать. Анчах миçе миллион хут маларах ыткăнаççĕ-ши пуçри шухăшсем? Ăна виçме те, калама та çук!
VIII
Ирхи апата Григорий те кăшт «Вагон-ресторана» кайса «çырткалама» шутларĕ. Паллах, çул çинчи — çул çинчех ĕнтĕ, хулари кĕрлесе ларакан ресторан мар кунта, кашни вырăнах йышăннă. Генерал та, писатель те, инженер та, агроном та, такам та пур. Кашниех хăй çулĕпе каять. Хăшин инçете каймалла, хашин çитес станцăрах юлмалла, кашнин хăйĕн ĕçĕ. О, кампа çеç тĕл пулса паллашмастăн-ши çул çинче! Хăшин чикĕ хĕррине каймалла, хăшин сăрт-тусем хушшине çитсе темскер шырамалла! Хăшин тата аслă шкул пĕтерсе тухнă хыççăн, мамăк уйне çитмелле; тепĕрин çĕршыври паллă çынсемпе калаçса вĕсем çинчен мĕн те пулсан çырса илмелле. Çапла ĕнтĕ, пурте çĕршывра кирлĕ ĕç тума каяççĕ. Пурте çывăх тăван пек туйăнаççĕ вĕсем. Пирĕн аслă çĕршывра йăли çапла ĕнтĕ. Никам та никама тиркемест, пурте пĕр тăван...
Григорий хăюсăртараххăн маларах иртрĕ те пĕр сĕтел умĕнче иккĕн çех ларакан çĕре пырса тăчĕ.
— Йышăнма юрĕ-ши кунта? — йăвашшăн ыйтрĕ вăл.
— Занимайте молодой человек, пожалуйста, — терĕ кăшт ватăрах çын çумĕнче ларакан çамрăк хĕрарăм. Григорий ун çине кăшт çеç пăхса илме ĕлкĕрчĕ пулсан та, чĕрене темле туйăм пырса ачашларĕ. Ирĕксĕрех вăрттăн пăхас та килет. Григорий çак çамрăк хĕрарăм сăнĕ ăша-чуна хускатнăран, официанта куç хĕссе виçĕ пӳрнине кăтартрĕ. Сĕтел çине çав самантрах виçĕ бутылка сăра çитсе те ларчĕ.
— Каçарăр, инçете каятăр-и? — ыйтрĕ Григорий.
— Фрунзене. — Сăмах хушрĕ арçынĕ. — Куйбышевра лартăмăр.
— Аван. Пĕрле каятпăр апла.
Çак сăмах хыççăн çамрăк хĕрарăм та кăшт пуçне сĕлтсе килĕшӳ палли турĕ. Вара, пĕр кĕтмен çĕртен, Григорипе çамрăк хĕрарăмăн куçĕсем тепĕр хут тĕл пулчеç. Анчах Григорий куçне илеймесĕр чăтаймарĕ. Ун чĕрине темле вăрттăн туйăм пăвса илчĕ. Хăйне вăтаннă пек тытас мар тесе, Григорий сĕтел çинчи пушă стакансем çине сара яма ыйтрĕ. Кăшт ватăрах пек туйăнакан арçынĕ çак сĕнĕве кăмăллăнах йышăнчĕ пулас, вăл пушă стакансене Григорий енне шутарса куçарчĕ.
— Хĕрĕ-ши ку, арăмĕ-ши? — çиçсе илчĕç Григорий пуçĕнчи шухăшсем, — ма-ха вăл ман Надежда евĕрлех? Вăлах пулсан, калама çук пысăк улшăну. Питех те пĕтсе кайнă-çке вăл...
Григорий виç стакан çине те сăра тултарчĕ.
— Туслă пулар эппин. Каясса та пĕрле каймалла акă. Паллашар: Григорий, — терĕ стаканне çĕклесе
— Михаил Петрович, — хуравларĕ арçынни.
— Наталья, — терĕ çамрăк хĕрарăм.
Çапла алă панă вăхăтра çамрăк хĕрарăм пĕр шуралса, пĕр хĕрелсе кайнине Григорий аван асăрхаса юлчĕ. Вĕсем виççĕш те пĕрер стакан ĕçрĕç.
— Эппин, Куйбышевран тетĕр? — хускатрĕ Григорий, — пĕлетĕп, пит аван пĕлетĕп. Тăватă çул хушши вĕреннĕ унта...
— Мĕнле институтра? — именчĕклĕн ыйтрĕ Наталья.
— Консерваторире.
— Апла пулсан: музыкант, комтозитор эсир?
— Питех мар та...
«Çук, тесе шутлама йывăр çав. Тата... ячĕ те веçех урăхла. Вăл — Надежда, ку — Наталья», — каллех çиçрĕç ун пуçĕнчи шухăшсем...
— Эпĕ те Куйбышевра вĕреннĕ çав, — Григорие билет кăларса пачĕ вăл. Билет çинче химико-технологаческий институт тенине курсанах, Григорий билет ăшне уçрĕ. Унта Наталья Леонидовна Пегасова тесе çырнă. (Ячĕ те, хушамачĕ те яхăна пымаççĕ.) Çавăнтах сăнӳкерчĕкĕ. Çав пĕчĕк фто çине пăхсан, Григорий хăйне вут хыпса илнĕ пек туйрĕ: куç умне шăпах вунă çул ĕлĕкрех уççăн кулса тăракан ĕмĕрлĕхе пĕрлешнĕ Надежда тухса тăчĕ.
— Эх, Гриша, чунăм! — тенĕ пек илтĕнчĕ те, шартах сикрĕ Григорий.
— Мĕн пулчĕ, — терĕ Наталья.
— Çук, ним те мар, — хушса хучĕ Григорий билета ун еннелле тăсса. Çав вăхăтра вĕсен куçĕсем каллех хире-хирĕç пулса пĕр-пĕринчен темскер тĕпчерĕç. Григорипе Надежда иккĕш те пĕрре шуралса, тепре хĕрелсе илчĕç... Вара Надежда сасартăках ура çине тăчĕ те тухса кайрĕ.
— Сирĕн ятăр ăна тем асăнтарчĕ пулас... Ун темле Григорий пулнă, — терĕ упăшки.
Çак сăмахсене илтсен, Григорий пĕтĕм поезда тытса чарма хатĕр пулчĕ... Чун-чĕрере сӳнмесĕр юлнă пĕчĕк хĕлхемрен хыпса илнĕ пушар нихçан никам сӳнтерейми хăватла тепĕр хут ялкăшса çĕкленчĕ.
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...