Çул хуçи
Телефонпа шăнкăравларĕç. «Трактор тăвакан урамра икĕ çынна машина вăрланă вăхăтра чартăмăр,» — пĕлтерчĕ пĕр ушкăн ертӳçи милици лейтенанчĕ Степанов. «Маттурсем,» — савăнăçлă хуравларĕ Абрамов, малалла мĕн тумаллине каласа. Мĕн тăвас тен, калама та кирлĕ мар ĕнтĕ çак лейтенанта, анчах та ним тумасăр капитан пӳлĕмре ларма хăнăхман.
— Охо, мĕнле вăхăт хăвăрт иртет, 11 сехет, — манăн вĕт çĕнĕ водительсен умĕнче калаçмалла, — терĕ те капитан, кирлĕ хутсене илсе хăвăрт хăйĕн пӳлĕмĕнчен тухрĕ.
Управленинче пĕр йăла пур, такам ăна кĕртнĕ, анчах та çĕнĕ водительсем пăравасем илсен, Абрамовăн вĕсен умĕнче темĕн пулсан та калаçмалла. Çавăнпа пулĕ проишествине каяс умĕн командир ăна тепĕр хут аса илтерчĕ. Командир сăмахĕ — саккун. Ниçта та кайса кĕреймĕн. Абрамовăн управленинче юлма тиврĕ.
Милици капитанĕ зала кĕчĕ. Ăна тăрса сывлăх сунчĕç. Абрамов права илнисене саламларĕ те тӳрех ĕç çинчен калама пуçларĕ. Çул-йĕр çинчи проишествисем çинчен, правилăсене пăхăнасси çинчен, Тĕслĕхсем, тĕслĕхсем... Калаçу ăшшăн та кăмăллăн иртрĕ.
— Ыйтусем пур-и? — ыйтрĕ калаçу пĕтес умĕн Микулай.
— Пур. Халĕ çул-йĕр правилисене пăснă çынсенчен мĕнле такса? — тăрса ыйтрĕ пĕр çирĕм пиллĕксенчен иртнĕ çамрăк арçын.
— Ăнланмарăм, сире мĕнле нарушенишĕн мĕн чул штраф тӳлемелли çинчен список паман-и вара? — ыйтрĕ юнашар ларакан ĕçри юлташĕнчен, милици инструкторĕнчен .
— Капитан юлташ, списокĕ пур. Эпĕ ун пирки мар. — малалла тăсрĕ çамрăк çын. — Ăнлантаратăп. Тĕслĕхрен, эпĕ кирлĕ скороçпе пымарăм, мана пост ГИБДД чарчĕ. Манăн штраф тӳлес килмест. Водитель удостоверени ăшне миçе тенкĕ хумалла? — куçран пăхрĕ хăюллăн ыйтакан арçын.
Милици капитанĕ хыттăн пӳлсе каласшăнччĕ. Анчах та пĕр жалобăна аса илчĕ. Ку çур çул каялла пулнăччĕ. Пĕр милици сержанчĕ кашни нарушенишĕн вăтăр тенкĕ илет тесе. Тĕрĕслерĕç те чăннипех милици ушкăнĕнче çакăн пек çын пулнă иккен.Халĕ вăл органра ĕçлемест.
— Мĕн каламалла сире ун пирки, — шăл ыратакан çын каланă пек пуçларĕ милици капитанĕ. — Ун пирки мана пĕр ваттисен сăмахĕ питĕ килĕшет. Мĕнле калаççĕ « Пĕр йӳçĕ çăмах, пĕтĕм яшкана йӳçĕтет». Ун пек çынсене куратăр пулсан, тӳрех пĕлтерĕр. Милицинче ун пек çынсем пулмалла мар. Паянхи кун манăн подразделенинче япăх çынсем çук. Тата ыйтусем пур-и?
— Пур, — аллине çĕклесе тăчĕ пĕр çамрăк хĕр. — Мана атте хăйĕн кивĕ Москвичне парнелерĕ. Паянхи кун машини лайăх, ним калама та пултараймастăп. Тĕслĕхрен манăн бампера вăрласан е çухалсан, çĕннине тумаççĕ, манăн çак машинăпах çӳреме юрать-и?
— Завод ун пек детальсене кăлармасть пулин те тĕрлĕ çĕрте заказпа тăвакан фирмăсем пур. Вĕсен урлă çĕнĕ бампер тумалла. Çав сехетрех тăваймасан, уншăн сана штрафламĕç. Паллах урăх правилăсене пăсмасан. Манăн ответ килĕшрĕ-и?
— Тавтапуç! Килĕшрĕ, — хуравларĕ хĕр темшĕн хĕрелсе.
«Мăнтарăнăн, паянхи кунах бамперĕ çук,» — шухăшларĕ милици капитанĕ.
Кăнтăр апачĕ темле кичем иртрĕ. Николай Сергеевичăн апат вăхăтĕнче те пирус туртнă вăхăтра та пĕр шухăш пуçран тухмарĕ. Мĕншĕн милици капитанĕн ĕмĕрĕпех талăкĕ- талăкĕпех ĕçре пулмалла? Кам ăна айăпланă? Е, унсăр пуçне урăх çын çук çак ĕçре? 13 çул пĕр ĕçре йытă пек ĕçлемелле-и? Урăх вырăн çук-ши капитан валли? Пăх-ха, виçĕ уйăх хушшинче пĕр канмалли кун та çук . Тĕрĕс калать мăшăр, упăшка пур чухне упăшкасăр пурăнатăп тесе. Тен, чăннипех ку ĕçе пăрахмалла?
Юрист дипломĕ пур, юлташсем пĕр-пĕр фирмăна адвокат пулма вырнаçтарĕç. Саккăр валли ĕçе кайăп, пиллĕкре килте пулăп. Ывăлсемпе кашни кун ларма вăхăт пулать, арăма килти ĕçсемпе пулăшăп. Нимĕнле кулянмалли сăлтавсем те çук.. Тен штабра хутсемпе ĕçлемелле? Вĕсемпе вăрçмалли те çук, нервăсем çирĕпленĕç. Çук, ку ĕç мана валли мар, эпĕ хутсемпе ларма юратмастăп.
— Николай Сергеевич, — шухăшсене татрĕ унпа пĕрле ĕçлекен юлташĕ Куприянов, — санăн сăн-питӳ шуралса кайнă, мĕн пулчĕ?
Микулай хăйне тĕкĕр çинче курчĕ те тĕлĕнсе кайрĕ, пурнăç çинчен шухăшланă чухне çын ватăлать иккен: «Пурнăç çинчен шухăшларăм,» — терĕ хăйне алла илсе . Çак самантрах капитан улшăнчĕ, çеккунтри меммелĕхе ăшран кăларса печĕ, халĕ вăл темле ĕç те тума хатĕр!
Кашни çынăн çакăн пек вăхăтсем пулкалаççĕ, милици капитанĕн те.
— Микулай, — тепĕр хут унпа калаçу пуçларĕ Макçăм.-Эпĕ эрне каяллахи преступлени патне тепĕр хут таврăнасшăн.
Милици капитанĕ Куприянов портфельтен васкамасăр преступлени папкине кăларчĕ, кирлĕ вырăнти хут листине Микулай умне хучĕ. — Пăх-ха, «Элара» фирма умĕнчен ют çĕршыв машинине мĕнле хăваласа кайни çинчен никам та пĕлмест, никам та курман. Кăнтăрла. Эрне хушшинче эпир преступленине уçас пирки пĕр листа та малалла кайман. Курнă çын çук, вещ.док çук, тен чăннипех преступниксен профессионаллă ушкăнĕ пур . Эрне хушшинче вăрланă «Ауди» ниçта та хăйне кăтартман.
— Тен Шупашкартах мĕнле те пулин тех. станцинче халĕ тĕсне улăштараççĕ, тен улăштарнă та. Тен пирĕн «Ауди» халĕ Çĕпĕрте ярăнса çӳрет.
— Максим Петрович, мĕн пулчĕ сана? Эсĕ урăх терминсемпе калаçма пуçларăн. Тен. Тен. Пуçна çĕкле. Преступниксене тупатпăр, машини те ниçта та кайса кĕмен. Пар-ха документсене....
Икĕ юлташ, икĕ милици капитанĕ тĕрлĕ версисем хăйсен умне лартрĕç. кашнине тĕрĕслемелле. Микулай хăйĕн пĕтĕм ушкăнне пухрĕ. Пурте пĕрле тепĕр хут преступлени йĕрĕпе тимлĕн тинкерчĕç.
Кăнтăрла иртсен икĕ сехетре, 14 сехетре, «Ауди» машина хуçи приборсем тăвакан завод умне тӳлемелле мар вырăнта машинăна лартать те Элара фирма çуртне кĕрет. Саккăрмĕш хута хăпарать. Тепĕр сехетрен каялла машина патне таврăнать. Машини çук. Вун пилĕк сехет те çирĕм минутра милицине пĕлтерет. Вун пилĕк сехет те вăтăр минутра çул-йĕр хăрушсăрлăх милиционерĕсем çак вăрланă машина ĕçĕпе ĕçлеме пуçлаççĕ. Прибор тăвакан заводра ĕçлекен дежурнăй каланă тăрăх, чăннипех « Ауди» машина пулнă, чăннипех, виççĕ иртсен машина стоянкăран тухса кайнă. Паллах, машинăра кам ларнине курман.
Милици пĕтĕм постсене машина вăрлани çинчен пĕлтерет. «Ауди» маркăллă машинăсене чарма хушать. Эрне иртнĕ, машина Шупашкартан тухман. Е машина хулара, е — мĕнле те пулин постсене пĕлтермелле мар хуларан, тен республикăран та вăрласа кайнă. Чĕмпĕр еннелле кайман пулмалла, мĕншĕн тесен вăл трассăран тухма çăмăлах мар: Çĕрпӳ, Канаш, Комсомольски, Патăрьел, Шăмăршă, Тутарстанри постсем. Пур преступник та çак çулпа кайма вăй çитереймеççĕ. Хăраççĕ курăнать. Юрĕ, ку çулпа машинăна илсе тухман тейĕпĕр. Чул хула трассине илер. Етĕрне енчен машина мар шăна та тухма пултараймасть. Кунти милиционерсенчен пурте хăраççĕ, ку еннелле каякансем штраф илменнисем те сахал теме пулать. Тутарстан çулĕпе, кунта постсем сахал пулин те ... — тен çак çулпа?
Машинăна Шупашкартан илсе тухман пулсан? Машинăна шыракан ушкăн çак версипе килĕшрĕ. Мĕнрен пуçламалла? Хула пысăк. Пинĕ пинĕпе гаражсем. Çĕре яхăн техобслуживани станцийĕсем, тата çавăн чухлĕ уйрăм çынсем никама пĕлтермесĕр çĕмĕрĕлнĕ машинăсене юсаççĕ. Паллах, урăх меслетсем пулмасан, кашни гаража тĕрĕслеме тивет. Çук, ăçта та пулин преступлени çиппи пулмаллах. Анчах ăçта?
Милици капитанĕ Абрамов ку меслетпе сайра-хутра кăна усă куркалать. Ушкăнри кашни милиционерне ĕç парсан, Микулай тепĕр хут шухăша кайрĕ: Усă курмалла-ши « Крестный отецпа -кум ашшĕпе», тен унсăрах тупма май килет?
« Юрĕ, кайса килем-ха Мормон патне», — терĕ те хăй ăшĕнче Микулай, хăвăрттăн пӳлĕмрен тухрĕ.
Мормон, милици капитанне темшĕн хаваспах кĕтсе илчĕ. Те нумаях пулмасть пысăк укçа кăсьене лекнĕрен, те икĕ эрне хушшинче никам та милицине «пысăк» ĕçсемпе лекменрен.
— Ырă кун, начальник, — аллине пачĕ Микулая Мормон. — Темскер пулчĕ ĕнтĕ милици начальникне. Тахçанах ман патра эсĕ пулманччĕ. Каласа пар, мĕнле ыйтупа.
Пӳлĕме шакла пуçлă çын кĕчĕ. «Мăр-мăр, илсе кил-ха мĕн те пулин капитанпа пĕрле ларма, — терĕ Мормон кĕнĕ çынна.
— Итлетĕп, куммаçи, — тесе хăвăрт тухрĕ Мăр-мăр текенни. Чăннипех, тепĕр минут — минут çуртан çухалнă çын подноспа кĕчĕ. « Дисциплина çарти пекех,» — шухăшларĕ Микулай.
— Мĕнле ыйтупаччĕ çак? — тепĕр хут ыйтрĕ Мормон пĕрер черкке коньяк ĕçнĕ хыççăн, алăкран Мăр-мăр çухалсан.
— Ăнланмарăн-и халĕ те? — ыйту çине ыйту пачĕ Микулай.
— Чăннипех пĕлместĕп. Сан службăпа айăпа кĕмен пек туйăнать.
— Юрать. Апла пулсан итле. Юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче « Ауди» машина тăп-тăр кăнтăрлах çухалчĕ. Машини паянхи кун Шупашкартах. Паллах, мĕнле йывăр пулсан та шыраса тупатăп. Анчах та хăвăртрах тупас килет. Эсĕ пулăшасса шанатăп.
— Вара ГИ БДД мансăрăн тупма пултараймасть-и? — тĕксе те тăрăхласа каларĕ Мормон.
— ГИ БДД санран пулăшу ыйтать, — тăрăхланине илтмен пек пулса тепĕр хут каларĕ Абрамов.
Мормон пĕр-икĕ минут «LM» сигарета шарламасăр туртса ларчĕ. Ун хыççăн виçĕ — тăватă минут тăрса пӳлĕмре унталла-кунталла уткаларĕ.
— Тупсан мĕнле статья çакатăн, начальник, — ыйтрĕ куçран пăхса Мормон.
Микулай ку ыйту çине хуравлама хатĕр пулнă пирки, тӳрех:»Машини çĕмĕрĕлмен пулсан, нимĕнле аварине те лекмен пулсан, тĕрме патне çитерместĕп,»-терĕ.
— Тупнăшăн мана мĕнле парне кĕтет?
— Мормон, эсĕ «хула королĕ» пулин те милици капитанĕ санпа суту-илӳ тумасть, ăнлантăн-и?
Мормон вĕçекен шăнана аллипе хăвăрт сулса тытрĕ те: « Тепĕр пĕр-икĕ талăкран хуравлăп,» — терĕ.
— Мана хурав интереслентермест, машина кăна, — хыттăн каларĕ Микулай.
— Юрĕ. Ман çынсем вăрланă пулсан, вăл машина 21 сехетре пĕр-пĕр урамра ларĕ. Пĕр услови. Никама та статья çакмастăн. Маннисем мар пулсан — эпĕ пĕлместĕп.
— Килĕшетĕп.
Милици капитанĕ Абрамов хула королĕпе ăнсăртран тăватă çул каялла паллашрĕ. Çуркунне, каç енне сулăнсан, унăн машинине Мормон хыçран тĕкрĕ. Те вăл вăхăтра кăмăл-туйăм лайăх пулнăран, те ĕç хыççăн хытă ывăннăран Микулай Мормона штрафлама мар, докуменчĕсене те ыйтмарĕ. Мормонĕ Микулая пĕр пин доллар сĕнчĕ, анчах та Микулай нимĕн те илмерĕ. «Милиционерсенчен те таса çынсем пулаççĕ иккен» — тасан шухăшларĕ вăл вăхăтра Мормон. Ун хыççăн хăйне ăнланмалла мар ĕç туса хучĕ. — Начальник, эсĕ мана питĕ кăмăла кайрăн. Çавăнпа сана кирлĕ вăхăтра эпĕ пулăшăп,» — терĕ. Абрамов вăл вăхăтра кампа çыхланнине ăнланмарĕ. Кайран, икĕ-виçĕ хут пулăшсан кăна вăл « хула кролĕ» пулнине пĕлчĕ.
Милици капитанĕ кайсан Мормон хăвăрт хăйĕн ушкăнне пухрĕ. Пурте пухăнсан, Болток ятлă çын çине тинкерчĕ . «Мĕнле машинăна эсĕ эрне каялла хăваланă? Мĕншĕн эпĕ пĕлместĕп?» — ыйтрĕ машинă вăрлас енĕпе ăстаçăран. — Машина вăрлас тĕллевпе мар «Аудине» хăваларăм, Тăрна ыйтнипе, — хăвăрттăн хуравларĕ Болток.
Мормон хăйĕн ĕмĕрĕнче тăхăр хут тĕрмере ларнă, пĕтĕмĕшле 19 çул тĕрме стажĕ. Ватăлас умĕн урăх ларас кăмăлĕ çукран хăй» йĕпе» ĕçсенче хутшăнмасть, преступниксен проценчĕсемпе пурăнать, дисциплинăна çирĕп тытать. Хирĕç калакансене урăх çын аллисемпе леш тĕнчене ăсатать. Мĕн калас тен, преступниксен тĕнчи. Вăл çак хула тĕнчин ертӳçи.
Мормонăн куçĕсем Тăрна çине куçрĕç. Тăрна текенни, куç вăйĕсене чăтаймасăр тăчĕ.
— Болток чăннине калать, — кăштах калаçура Тăрнан сасă чĕтрени туйăнчĕ. — Пĕр бизнесмен эпĕ пурăннă ялтан виçĕ машина КАМАЗ колхозран çĕр улми туяннă. Пĕр килоне сакăр вунă пуспа. Ытти çĕрте тенкĕ те çирĕм пуспа туянаççĕ. Çак бизнесмен Саратов облаçне кайса килоне ултă тенкĕ çурпа сутать. Эпĕ ун патне пытăм та кăштах пайне ыйтрăм. Вăл килĕшесшĕн мар пулчĕ. Вара Болток пулăшрĕ. Бизнесменĕ мана çуррине пачĕ. Виçĕ кун каялла эпĕ сана аллă кусок патăм вĕт-ха. Кашни килошăн хĕрĕх пус йӳнĕрех илнĕшĕн колхоз председательне тепĕр çирĕм тăватă кусок патăм. Уншăн хăть вĕлер, эпĕ айăплă. Председателĕпе пĕр партă хушшинче сакăр çул вĕренсе.
Мормон пӳлĕм чĕтремелле кулса ячĕ. Унăн куллине кура пурте ахăрма пуçларĕç. Тăраниччен кулнă хыççăн Мормон:» Преступниксем чăнлăха юратмаççĕ, теççĕ, тĕрĕс мар. Тăрна чăннипех паттăр. Сана орден памалла. Революционер. Пăх-ха, халăхшăн тăрăшать. Ай, маттур!- çурри шӳтлесе, çурри ытти укçи хăйне лекменшĕн тарăхса .
-Эсĕ машинипе халĕ мĕн тăвасшăн? — тепĕр хут Мормонăн куçĕсем çутатрĕç Болток çине.
— Чĕмпĕр еннелле хăваласшăнччĕ, ĕлкĕреймерĕм, — хуравларĕ пуçне хыçса Болток. — халĕ пĕр ик-виçĕ уйăх гаражра тытма тивет. Унччен тĕсне улăштарма шухăшлатăп, двигательне.
— Эсĕ миçе çул тĕрмере пулса, — ыйтрĕ Мормон сăмах калакантан.
— Çиччĕ, — хуравларĕ Болток.
— Санăн татах унта каяс килет-и? — хыттăн кăшкăрчĕ Мормон. — Манăн каяс килмест. Çитет. Апла пулсан эпĕ сана тĕрмерен хăтарасшăн. Ыран машинăна 21 сехет тĕлне никам курмалла мар Алькеш поселокĕнчи урамра лартан. Ăнлантăн-и? Сана тĕрмерен хăтарнăшăн мана пилĕк кусок памалла.
— Тавах Мормон, — савăнăçлăн хуравларĕ Болток. — Эсĕ каланă пек пулĕ.
Чăннипех, 21 сехет те 10 минутра милици капитанне «Ауди» машинăна Алькеш поселокĕнче тупни çинчен пĕлтерчĕç.
Абрамов Мормон патĕнчен тухсан вăхăт çине пăхрĕ. «Тăваттă иртни çирĕм минут»-ăшра каларĕ Микулай.
Çирĕм минутсăр пиллĕкре вăл хăйĕн пӳлĕмĕнче.
— Микулай, эсĕ ăçта çухалтăн, сана пĕр сехете яхăн командир шырарĕ, — пĕлтерчĕ Макçăм, юлташне курсан. — Вара сан вырăна ман каймалла пулчĕ.
— Мĕн çĕннине каларĕ командир? — пĕрремĕш ыйту çине хуравламасăр ыйтрĕ Абрамов.
— Пĕлместĕп, мĕнле тĕллевпе, анчах та санăн çирĕм сехетре мăшăрпа «Россия» ятлă ресторанта пулмалла. Милици тумĕпе мар. Эпĕ пĕлтернĕ.
Сана командир çав вăхăтра чăрмантармалла мар терĕ. Пур ыйтусене манăн татмалла, терĕ. — йăл кулса каларĕ Макçăм.
— Мĕн шăл йĕретĕн,ресторанта эрех ĕçме сана чĕнменшĕн-и? Е урăх сăлтав? — Макçăм каласа пĕтерменнине туйрĕ Микулай.
— Мана калама хушман, — тата шăл йĕрме пăрахмасăр тăсрĕ Макçăм.
— Юрать, кирлĕ мар, — кӳреннĕ пек турĕ Микулай. — Манăн киле васкамалла, Валентинăна пĕлтермелле. Эпĕ кайрăм. Мăшăрна Лидăна салам кала. Ыранччен. Ăнăçу сунатăп. Йывăр преступлени пулсан, пĕлтерме меслетсем тупма шанатăп.
Микулай хăйне мĕншĕн командир мăшăрĕпе ресторана чĕннине ăнланмарĕ. « Темскерле сюрприз хатĕрлеççĕ» — шухăшларĕ ăшра милици капитанĕ. — Япăххиех мар пулĕ-ха ресторана чĕнеççĕ пулсан».
Микулай киле ултă сехет çитичченех çитрĕ. Ку вăхăтра юлашки виçĕ уйăхра пĕрре те пулманччĕ-ха. Валентина мăшăрне курсан тĕлĕнсе кайрĕ.
— Хăçантанпа милици капитанĕсем ĕç пĕтиччен киле таврăнма пуçларĕç, — шӳтлесе кĕтсе илчĕ Валентина.
— Малтан Макçăмран салам, — пуçларĕ Микулай. — Валя, эпĕ паян кунĕпе сан çинчен шухăшларăм та пĕр сюрприз хатĕрлес терĕм. Чи илемлĕ кĕпӳсене тăхăн та санпа ресторана каятпăр.
— Мĕн таçтан ӳкрĕн им, — тĕлĕнсе ыйтрĕ Валя. — Е çĕртме уйăхĕшĕн ĕç укçи илтĕн? Илтĕн пулсан холодильник малтан тултармалла. Юпа уйăхĕнче çак уйăхшăн ĕç укçи илме тивĕç тесе шутлатăп.
Микулай ресторана укçапа каймалли çинчен мансах кайнă. Вăл вара кулакан тутисене улăштарса:» Валя, юрĕ, «нз» укçипе кайса килĕпĕр, — терĕ.
Абрамов çемйинче пĕр-пĕрне хирĕç калама хăнăхман. Валя çавна шута илсе-и, е ресторана каяс килнипе пĕр сăмах каламасăр килĕшрĕ.
Урама тухсан тин Микулай мăшăрне командир ресторана чĕннине каласа пачĕ.
Вĕсем çитнĕ çĕре уйрăм сĕтел хушшинче командирпа мăшăрĕ ларнине курчĕç тата вĕсемпе юнашар темле палламан полковник ларать. Милици капитанĕ вĕсенчен каярах çитнĕшĕн каçару ыйтрĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...