Телей
Больница палатинче эпир тăваттăн. Тăватă шăпа, тăватă кун-çул. Кăнтăрлахи апат хыççăн канма выртиччен сăмах çăмхи сӳтĕлет. Калаçу пурнăç çинчен пынă май, кашниех хăй чунне уçать. Пĕр эпĕ çеç ăш-чикри капланăва уçма васкамастăп. Пырта темле кӳренӳ чăмакки тăрать. Хам çине хам кӳренни. Палатăри хĕрарăмсене пурнăçри пăтăрмахсене уçма намăсланнипе стена енне çаврăнса выртатăп та куçран куççуль юхать. Пĕр кĕтмен çĕртен хампа хам тулашса илетĕп. Иртнĕ кунсене аса илсенех пит, çан-çурăм пĕçерсе каять.
– Пăрахăр-ха пĕрмай пурнăç çинчен пакăлтатма! Эсир сăмахланипех тĕнче улшăнас çук, парăр мана канлĕх,– кӳренӳллĕн тархаслатăп палатăрисене.
– Çук, Елюк, эсĕ тĕрĕс мар. Эпир тĕнчене улăштарма хăват çитерес çук. Хамăр пурнăç нушине, хуйхă-суйхăсене каласа парса чуна лăплантаратпăр. Эсĕ çамрăк-ха, çирĕм иккĕпе çеç пыратăн. Тен, сан пурнăçăнта çак хăрушă чирсĕр пуçне урăх нимĕнле хуйхă та, нуша та пулман. Вĕсем пулнă-тăк, пĕр вăтанми уç чунна, каласа пар вăрттăнлăхусене. Вара сан чуну сиплĕ мунча хыççăнхи ӳт-тир пек çăмăлланĕ, чирĕ те хăвăртрах тамалĕ…
– Намăс мана хам çинчен каласа пама, намăс. Анчах карланкăра тем чăмакки тăрать, ниепле те çăтса яраймастăп. Тен, чăнах та, сире чуна уçсан çăмăлрах пулĕ. Капла ялан хама айăплă пек туятăп.
…Эпĕ чухăн çемьерен мар. Атте усламçă, ĕçĕсем унăн ăнса пыраççĕ. Часах олигарх пулатăп тесе мухтанма та пăхать. Анне ниçта та ĕçлемест, апат пĕçерет, кил хушшинче кăштăртатать. Хваттерĕ пирĕн пысăк, сакăр пӳлĕмлĕ. Вĕсене тирпейлеме аванах вăй-хăват кирлĕ.
Аттепе аннен вăрах вăхăт ача пулман. Кичем пурнăç. Уйрăмах аннене. Атте виç-тăват уйăх командировкăсенче çӳрени чылай пулнă. Анне ӳкĕтленипе Хусанти ача çуртĕнчен пиллĕкри арçын ачана усрава илеççĕ. Атте ăна хăй хушаматне парать, иккĕшĕ те Палюка хăйсен тăван ывăлĕ пек юратаççĕ. Вăл, çемье ăшшине пиллĕке çитиччен туйса курманскер, хăйĕн çине çапла пысăк тимлĕх уйăрнипе иртĕхмест, сăпайлăхпа тĕрĕслĕхре ӳсет. Ача çуртĕнчи пурнăçа астивнĕскер, ăнсăртран йăтăнса аннă ырлăха çухатасран шикленнĕ-ши е аварие лексе вилнĕ ашшĕпе амăшĕ те сапăр кăмăллисем пулнă-ши? Тен, вăл аттепе аннен хăйсен ачи çуралсан хăй мĕн тĕшне тăрса юласси пирки те шухăшланă?
Чăнах та, Палюка усрава илнĕ хыççăн, вăл шкула çӳреме тытăнсан аттепе анне мана çуратнă. Эпĕ çуралсан ун çине урăхларах пăхĕç тесе Палюк кăлăхах пăшăрханнă. Ун пурнăçĕнче нимĕн те улшăнман, ăна мĕнле юратнă, çаплах юрату малалла тăсăлнă.
Палюк та мана тем пекех юрататчĕ: уçăлма илсе тухатчĕ, тĕрлĕ вăйăсене хăнăхтаратчĕ, велосипедпа та ярăнма вăлах вĕрентрĕ. Вулама, çырма та шкула кайичченех хăнăхтарчĕ. Пĕр сăмахпа, эпир унпа çывăхран та çывăх туссемччĕ. Çав туслăх нихăçан та татăлмĕ тесе шутлаттăм. Виççĕмĕш класа çӳренĕ çул пĕррехинче шкултан таврăннă чух икĕ хурăн хушшинчи сак çинчен пĕр шăлсăр карчăк тăчĕ те манпа сăмах хускатрĕ.
– Хĕрĕм, эсĕ Моторкинсен ачи-и?
– Ăхă.
– Палюка эсĕ тăван пиччӳ пек юрататăн пуль-ха?
– Кам пек юратмалла-ха ăна ман?
– Пĕл, ачамккă, вăл усрава илнĕ ача çеç. Ăçтан пĕлен, тен, вăл çапкаланчăкран çуралнă. Халь кăна сăпай, ӳссе çитсен еплерех кăмăллă пуласси паллă мар…
Мĕншĕн карчăк çак вăрттăнлăха мана уçнине ăнкараймарăм, анчах вăл Палюка, аттепе аннене темшĕн курайманнине ăнлантăм. Карчăка хам пĕлнĕ пек тавăрас килчĕ.
– Улталатăр эсир! Ачасене суеçтерме мĕнле намăс мар?
– Эх, тăмсай, ун çине пăх та ху çине. Сăнăрта пĕрпеклĕхсем тупайăн-и?
Калаçăва пирĕн пата пырса тăнă кинеми татрĕ.
– Эх, Вĕçелис, Вĕçелис, санри усаллăх пин-пин çынна та çитĕ. Мĕн турĕ-ха сана çав мĕскĕн Палюк? Мĕншĕн кĕвĕçетĕн эсĕ ăна?
– Эпĕ мĕн, эпĕ тĕрĕссине çеç калатăп…
– Хăш-пĕр тĕрĕслĕх ултавран та ытларах çын пурнăçне пăсать, çавна сан пĕлмеллех.
Эпĕ вĕсен тавлашăвне итлемерĕм, килелле утрăм. Анчах çак самантран ман чуна кĕвĕçӳ, шанманлăх вăрлăхĕсем акăннине малашнехи пурнăç тĕпĕ-йĕрĕпех кăтартрĕ.
Палюкпа иксĕмĕр хушăри туслăх, пĕрне пĕри тăванла хисеплес туйăм ерипен сӳнсе пычĕ. Пĕтĕм сăлтавĕ те манра çеç. Çиме ларсан анне Палюка пысăкрах татăк аш е тутлăраххине уйăрса панăн туйăнчĕ. Татăкĕсем пĕрпекех пулсан та манра кĕвĕçӳ вĕре пуçларĕ. Аннепе те темиçе хутчен харкашнă. «Эсир Палюка çеç юрататăр, тăван хĕрĕр сирĕншĕн амаçури хĕр вырăнĕнче. Апла мĕншĕн çут тĕнчене çуратса ятăр?» – чĕрре кĕреттĕм пĕр сăлтавсăр.
Анне чун-чĕринчен тухакан сăмахсемпе Палюк шăпине темиçе хутчен те мана ăнлантарнă. Темшĕн витместчĕç ун сăмахĕсем ман чуна, ăса. Пыра-киле Палюкран веçех писрĕм. Пирĕн хушăран хура кушак иртнине вăл та ăнланчĕ пулас: манран пăрăна пуçларĕ.
Çапла шурĕç çулсем. Туслăх шăнса хăрчĕ. Палюк тăхăр класс хыççăн професси училищине вĕренме кĕчĕ, пурăнма общежитие куçрĕ. Килте харкашу.
– Мĕн туса хутăн хăвăн кĕвĕçĕвĕпе? – тулхăрать анне.
– Таси паха, – тавăратăп хыттăн. – Тупăннă мăнкăмăлли! Çапкаланчăк вĕт вăл.
– Мĕн, мĕн? – тĕлĕнчĕç аттепе анне.
– Çапкаланчăк, пĕр вырăнта тĕпленмен çын! Эсир усрава илмен пулсан çӳрĕтчĕ вăл çапкаланса.
– Чар чĕлхӳне, Елюк! –пĕрремĕш хут хытă кăшкăрчĕ ман çине атте.– Пĕр сăлтавсăр кĕвĕçӳ сан чĕрӳне шăнтса лартнă, чунсăрлăх тарăн тымар янă ăш-чикне. Пирĕн йăхра ун пек киревсĕрлĕх пулман. Ăçтан сăвăратăн эс çав курайманлăха?!
– Ăçтан пултăр, саманаран, урамран, пирĕн ертӳçĕсенчен, – хутшăнчĕ анне те. – Ырри патне çитерес çук çак кăмăл сана, Елюк. Сапăртарах, ыр кăмăллăрах пулма тăрăшмалла…
Атте хăтăрни, анне сăмахĕсем чуна мăка çĕçĕ тирнĕн ыраттарчĕç, ăш-чикре кӳренӳ капланчĕ. Апата çимесĕрех хам пӳлĕме кĕрсе çухалтăм. Палюка, пĕтĕм тĕнчене ылханса макăртăм.
Сĕтел хушшине ларсан эпĕ ӳлĕмрен Палюк пирки пĕр сăмах та хускатмарăм. Хам туятăп-ха, аттепе анне Палюк патне общежитие час-часах кайса килеççĕ. Эп килте çук чух хăй те пирĕн пата кĕркелесе тухать пулас. Часах эпĕ хам пекех ытлă-çитлĕ пурнăçра ӳсекен Викторпа паллашрăм, Палюк хăй тĕллĕнех ман асран тухса ӳкрĕ. Вăтам пĕлӳ илсен иксĕмĕр те культура институтне вĕренме кĕтĕмĕр. Пушă вăхăтсенче дискотекăсенче кăмăл туличчен киленнĕ. Пĕрре те ывăннине туймастăм. Çирĕм икке кайсан ĕшене пуçларăм. Хăш-пĕр чухне пуçа та çĕклейми пултăм. Манра темле чир хунав янă. Аттепе анне те сехĕрленсе ӳкрĕç. Поликлиникăра тĕрлĕ анализсем тунă хыççăн ман юн пăсăлнине (белокрови) пĕлтерчĕç. Чир хăвăрт аталанса пырать, пурнăçран çакланса юлма пĕр шанăç çеç – операци. Мана çав кунах больницăна вырттарчĕç те юрăхлă донор шырама пуçларĕç. Ик эрнене яхăн шырарĕç ăна. Ман хал кунсерен чакса пычĕ.
– Ну хĕрĕм, савăн! Юрăхлă çын тупăнчĕ, анализсем те пачĕ. Эрне вĕçĕнче сана операци тăваççĕ, – пĕлтерчĕ анне савăнăçлă хыпара.
– Кам вăл, кама ман тав тумалла? – тĕмсĕлсе пăхатăп аннен куçĕнчен.
– Вăхăт çитсен хăвах пĕлĕн…
…Операци ăнăçлă иртрĕ. Эпĕ халь кунран-кун вăй хушăнса пынине туятăп. Мана пĕр шухăш çеç канăç памасть: «Кам çав донор, кама тивĕçлĕ эпĕ хамăн телейпе?» Паллах, Виктор мар. Вăл эп чирлине пĕлсенех манран ютшăнчĕ. Пирĕн хушăра юрату та пулман-тăр. Юратакан йывăр вăхăтра савнине пăрахмасть. Апла-тăк, таси паха. Çак сăмахсенех эпĕ Палюк пирки те каланăччĕ. Халь ӳкĕнетĕп. Кăшт вăхăт иртнĕ хыççăн аттепе анне çав ырă çынна больницăна илсе килчĕç: алăк уçăлчĕ те палатăна чечек çыххи йăтса Палюк кĕрсе тăчĕ.
– Акă çав ырă çын,– терĕç аттепе анне пĕр харăс.– Саншăн вăл пурнăçне пама та хатĕр.
Эпĕ нимĕн калама та пĕлмерĕм. «Епле пысăк телей иккен вăл çут тĕнчере пичче пурри»,– мĕлтлетрĕ пуçра шухăш, куçăмран куççуль юхса анчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...