Илем
«Ăша пусарнă, ăшăтнă сăмах
Тин ăшаланă аш-пăшран та тутлă», —
Тени килет пĕр вĕçĕм асăма,
Эп усала унпа сирес хĕм шутлă:
Çут тĕнчере чи çивĕчскер, чĕлхем,
Вĕçтертĕр шурă картаран Илем.
Çак ăслă-ăсла сăмахсем — расна,
Чуна тивсе, асра тытма хистеççĕ:
Пуçна çухат та — ан çухат чысна,
Пуçран хакли — Тăван çĕршыв вăл теççĕ.
Вăл парĕ пĕтĕм пурнăçа Илем.
Анне парни — ик пĕчĕк ĕнчĕ, кур,
Вырнаçаять-çке пысăк çут тĕнчемĕр.
Кашта тулли шал-шур чăхсем те пур —
Çапах мĕнпе мухтанмалла-ши ĕмĕр?
Хивре шăпи шăнтнисене чĕрем
Хĕври хĕвел пек ăшăтни — Илем.
Çак тĕнчере мĕскер çемçе тесен,
Тӳрех хитре хурав илтетĕн: «Алă».
Суха пуçпа та вăл хытмастъ иккен,
Хĕç-пăшалпа — чул пек, чун сӳ тумалăх
Ăна ыр ĕç, этемлĕх, пиллесем,
Çапла çураттăр ĕмĕрех Илем.
Алса ăшне чикетĕп ал шăнсан,
Чĕре кӳтсен тăван патне каятăп.
Тăшман йăпăлтатсах усал сунсан,
Тăванăм, тавлашсах эс ыр тăватăн.
Çак Çĕр çавра та, ун тавра çынсем
Пĕр вартисем пекех пулни — Илем.
«Телей килет те вăрттăн, тилĕ евĕр,
Иртсе каять-мĕн тутлă тĕлĕк пек», —
Тесе калаччăр, пурпĕр ан ĕнен:
Чипер асаилӳ — Чунри çĕклем —
Кӳрет-çке иртнĕ вăхăта Илем.
Тути-çăварĕ пĕрĕнчĕклĕ енчĕк
Чухах чухне те, чун, ан чухăнлан.
Сĕтел, тăватă хĕрĕн пĕр пĕркенчĕк,
Пухинччĕ ырă çынсене ялан.
Пĕрле пурнас та уйрăммăн вилем, —
Туссемĕр, çакă маншăн тĕп Илем.
Тăванăмсем, сире мĕскер сунам?
Тумтирĕр çĕтелтер те пуçăр юлтăр.
Хĕвел пуриншĕн те пĕр пек çунать,
Ун çутипе çеç кăмăлăр ан тултăр:
Кăвак кавирĕн ылтăн саплăк — тем
Курса нихçан тăранайми Илем...
...Хитре каларăш халăхăн нумай,
Йăлт чăнлăхпа якатнă лайăх питĕ.
Çав сăмахсем чуна иленнĕ май
Яр уçăлса каять телей тӳпи те:
Мулпа та илĕнмеççĕ çăлтăрсем —
Вĕсен сӳнми тăванĕ пуль Илем.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...