Кукамай «лаши»


Ырă кăмăллă кукамая кĕтеттĕм

Эпĕ пуринчен ытла ача чухне.

Туяпа хуллен кăштăртатса килетчĕ,

Кучченеç парса тухатчĕ кашнине.

 

Ачапча валли пьшак «шакки» — астармăш —

Ывçипех кăларчĕ пĕринче хĕврен.

Пысăк сахăр катăкне мана тыттарчĕ:

Пĕчĕкки час çитĕнтĕр çакна çисен.

 

Сак тулли ача шавлать, сăйлать пурне те —

Хăнапа уяв пĕрле çӳреççĕ çав.

Пĕр хĕве хумалăх пĕчĕкçĕ парне те

Хуйхă астивмен чух — чи хавас уяв.

 

Аслисем кăна çурма саспа пуплетчĕç:

«Колхозра кăçал тырри валеçĕнмен...»

«Куспромри «чăпта хуçи» пыма чĕнет тет...»

«Заемне саплар ача укçи илсен...»

 

Кукамай кайма пуçтарăнчĕ: «Вĕт-шакăр.

Çавăтса килсемĕр манăн лашана».

Тĕлĕнсе кăн-кан пăхатпăр. Маннă, ахăр.

Астăватпăр-çке — килсеччĕ çуранах.

 

Вăл татах: «Ав кĕтесре тăрать хăраххăн

Çул çинчи çынна çур вăй хушаканни.

Хуçине кура «лаши» те ырханран ман.

Ерипен кăштăртатса çиткелĕп-и?»

 

Пуринчен те пысăкрах аппа ăнкарнă

Кукамай пире кăштах шахвăртнине.

Туйине пырса тыттарчĕ васкаваррăн,

Ăсатмашкăн кайрĕ ялăн леш вĕçне.

 

Çавăн чух пичче мана каларĕ: «Кайăп

Çирĕп, çĕн туя касмашкăн вăрмана».

«Çул лапш» хавассăн юрттăр кукамайăн,

Çăмăллăн çӳретĕр çăмăлпа кăна.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: