Шăлавар


Çитрĕ çу. Туянмаллаччĕ

Манăн çăмăл шăлавар.

Тем теçен те, эпĕ каччă.

Çĕнĕ йĕмсĕр аван мар.

 

Çитрĕм темиçе çĕре те,

Çук ниçта мана кирли.

Хыпăнса кăна çӳретĕп.

Пур сарри çеç е хĕрли.

 

Пĕр çĕрте пурпĕр туянтăм

Пĕлĕт тĕслĕ шăлавар.

Уçăлма парка уттартăм

Тăхăнса ăна вăр-вар.

 

Аллейпа ун-кун утатăп.

Чĕрере вут-хĕм çунать.

«Кĕçĕр пурпĕр хĕр тупатăп», —

Ĕмĕт ӳстерет çунат.

 

— Паллашар, мадам, — ал пачĕ

Пĕр яш çын хыçран пырса.

Çавăнтах вăл лăчăр! ларчĕ

Умĕнче арçын курсан.

 

— Эс хĕрарăм шăлаварĕ

Тăхăннă иккен, юлташ.

Катемпи», — тесе юнарĕ,

Пăрăнчĕ манран вăш-ваш.

 

Хĕрĕ, арăмĕ те халĕ

Тăхăнаççĕ шăлавар.

Лекрĕ йăнăшши ахаль-и?

Йĕм тупма халь çăмăл мар!

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: