Юнтарнă пĕлĕт


Пысăккисен хăйсен калаçăвĕ.

— Ĕнер ирхине, эпĕ çитиччен, Лида килтен тухса кайнă, — терĕ Янаш. — Пирĕн Ива тата ку йĕкĕрешсем ăна-кăна ăнланма пуçличчен пĕрлешмелле.

— Темле тусан аван, — ассăн сывласа илчĕ Шерпике. — Ывăлăм çурма тăлăх мар, унăн ашшĕ те пур. Ку йĕкĕрешсем пирки мĕнле?

— Тĕлĕнтермĕш ачасем! Вĕсемсĕр эпĕ çутă тĕнчере пурăнаймăп та.

— Эпĕ татах çуратсан? — Шерпике чăрлаттарса пăхрĕ Янаш куçĕнчен.

— Турра тав тăватăп, — тет Янаш. — Эпĕ вунă ача пăхса ӳстерме те хатĕр.

Калаçрĕç, калаçрĕç вĕсем, таçта та çитрĕç. Юлашкинчен пĕр шухăш патне пырса тухрĕç — пĕрлешес.

Ачасем вăрансан йышпа Атăл хĕррине кайса килчĕç. Кун иртрĕ. Янашпа ачасем Шерпике патĕнчех çĕр каçрĕç. Тепĕр кунне, каç кӳлĕм, тин киле таврăнчĕç вĕсем.

Тунти кун Янаш йĕкĕрешсене ача пахчине ăсатрĕ. Çул тăрăх шав калаçрĕç пĕчĕкскерсем хăнара вăхăта мĕнле ирттерни çинчен.

— Атте, паян каллех кайăпăр-и Ива патне? — тет Энти. — Питĕ кăсăклă Ива.

— Эпĕ те юратрăм. Ăна çĕклесе çӳрес килет, — пĕлтерет хăйĕн кăмăлне Ука.

— Чимĕр-ха, юлташсем, — тет Янаш ачасене çурăмран çупăрласа, — тен, Ивăпа амăшне хамăр пата пурăнма илсе килер? Мĕнле шутлатăр?..

Савăннипе тринк-тринк сиккелесе илчĕç ачасем.

— Эпĕ ăна ялан çĕклесе çӳрĕп, — тет Ука.

— Эпĕ Ивăна хамăн тетте тихана парнелĕп. Янашăн чунĕнче ырă-ырă. Ăшĕнче кĕлтурĕ: «Пӳлĕхçĕм, çав самант хăвăртрах çиттĕрччĕ!»

 

10

Хăвăрт хатĕрленчĕ Янаш Паланов çула тухма. Тăхтама юрамасть, вутлă çумăр çуса тăрсан та унăн ашшĕ-амăшĕ патне çитсе килмелле. Унта хăвалакан сăлтавĕ ăнланмалла мар, анчах чуна пăшăрхантарать. Пĕррехинче Шерпике ăна выляса ыталанă чух темле майпа-çке кăкăрта мăкăль пуррине асăрхать. Вăл Янаша ним тăхтаса тăмасăр тухтăр патне кайма хĕтĕртсе ячĕ.

Поликлиникăна лексен пуçланать вара кабинетсем тăрăх çӳресси. Темĕн тĕпчеççĕ, тем шыраççĕ.

— Сирĕн йăхра юн чирĕпе аптраса вилнисем пулман-и? — терĕ пĕр врачĕ.

Турă çырлах, мĕнле хăрушла ыйту!

— Илтмен, — терĕ Янаш. — Мĕншĕн кирлĕ ку сире?

— Онкологие ямалла мар-и тетĕп. Юрĕ. Малтан пĕлĕр-ха. Вара куç курĕ. — Тухтăр тата тепĕр хут хыпашласа пăхрĕ Янаш кăкăрĕнчи мăкăле. — Вăхăта нумая ан ярăр, тепĕр тăват-пилĕк кунран килĕр.

Тĕрĕсех, тăвансенчен кама мĕнле чир çĕр пичĕ çинчен шăлса тăкнипе Янаш кăсăкланман. Ашшĕпе амăшĕ пĕлеççех. Эппин, ним тăхтаса тăмасăр вĕсем патне çитсе килмелле.

Акă мĕнле сăлтав Янаш Паланова çула кăларать. Арăмĕ Шерпике ваттисем валли кучченеç хатĕрленĕ. Чăматана пысăк чăмакка шăрттан тата парне: амăшĕ валли шурă мамăк тутăр, ашшĕ валли ăшă шарф хучĕ.

Амăшĕн ĕçне ачисем куç илмесĕр пăхса тăраççĕ.

— Атте, — пырса ыталарĕ Энти Янаша, — мана илсе кай-ха асаттепе асанне патне.

— Мана та ан хăвар, — тилмĕрет Ука та.

— Эх, юратнă пепкесем, илсе кайăттăм сире, — ыталарĕ Янаш ачисене, — тулта Хĕл Мучи кĕрт тăрăх çӳрет. Аллинче ун туя. Сăлтавсăр çӳрекен ачасен сăмсисене чĕпĕтсе тăм илтерет. Тата сире шкулта вĕрентекенсем кĕтеççĕ. Эсир парта хушшинче ларманнине курсан тытăнĕç пăшăрханма. Çулла вара пурте пĕрле кайăпăр асаттепе асанне патне хăнана.

Шĕвĕрккесем кунĕленчĕç. Вĕсене васкаса тумланма хушрĕç. Халиччен Янашпа Шерпике ачисене шкула çитиех ăсатаканччĕ, паян вара вĕсене хăйсем тĕллĕн кайма ирĕк пачĕç.

Янаш та арăмне хăйне ăсаттармарĕ. Ара, Шерпикен вăхăчĕ çук. Унăн, редакцинче ĕçлекенскерĕн, химкомбината та каймалла, ĕçре малта пыракан рабочи çинчен очерк çырмалла.

Урамра, çул юппинче, уйрăлчĕç вĕсем пĕр-пĕрне чуптуса.

Утрĕ Янаш автобуссем чарăнакан çĕрелле. Аллинчи чăматанĕ самай йывăррине туйрĕ вăл. Мĕн чиксе тултарнă-ши унта Шерпике? Хăйĕн ăна пулăшма вăхăчĕ пулмарĕ çав.

Такси ярăнать кăнă йăр-р та йăр-р тĕл-тĕл юрпа витĕннĕ асфальтлă çулпа. Хăш тĕлелле çитсе иртнине те чухлаймастăн. Малти кантăка шофер хăй тата унпа юнашар ларакан çын хуплаççĕ.

Канлĕхе чăрмантаракан шухăш пуçра пĕрре — пуйăсран юлас марччă. Турра шĕкĕр теççĕ ун пек чух: ĕлкĕрчĕ. Вăл шăп кăтартнă вăхăтра станцăна çитсе чарăнчĕ. Кĕрсе ларчĕ Янаш вакуна. Халĕ ĕнтĕ Ижевск хулине çитмесĕр те, ашшĕпе амăшĕ çаплах çак хулара пурăнаççĕ, вырăн тин тапранмалла мар.

Купе пушах темелле. Чăнах ĕнтĕ, Янашсăр пуçне тепĕр çамрăк вырнаçрĕ. Вăл та Ижевска каять имĕш.

Хĕллехи кун ытла кĕске, тĕттĕмленчĕ те. Маччара электричество лампи чĕлтĕр-р çуталчĕ. Вăл тунсăх пĕрĕхрĕ тем? Унсăрăн кичем чаршавĕ карăнмĕччĕ.

Янаш çамрăк çине ăшă кăмăлпа пăхса илчĕ-ха. Анчах чĕлхе вĕçĕнчен сăмах вĕçерĕнесшĕн мар. Лешĕ те чĕмсĕрскер пулас, шарламасть.

Пĕр евĕр кăлтăртатакан вакун кустăрмисен юрри ытла та çепĕç, чуна ачашласа лăпкать те сăпка çине вырттарать. Тĕрĕсех, ав яш-кĕрĕм сак çине тăсăлса выртма та ĕлкĕрнĕ. Курăс хуппи турттарать мар-и.

 

* * *

Янаш Паланов купере. Вăл Ижевск хулине ашшĕпе амăшĕ патне каять кирлĕ хыпар пĕлме. Ыйхă çук. Пуç шавлать хĕссех. Акă ăна шухăшсем иртнĕ кунсене илсе çитереççĕ. Пурнăçри хăш саманта шĕкĕлчемелле-ши? Куç умне ав Шерпике ишсе тухрĕ. Вăрăм çӳçне ĕнсе хыçне ярт тăсса янă. Юлашки вăхăтра вăл çивĕтне ĕнсе хыçне чăмакка туса майлать. Пĕрлешнĕ самант. Йĕкрешсем сăпкари Ива умĕнче тĕркĕшеççĕ. Юратаççĕ вĕсем пепкене. Тен, Янаш хăй ачишĕн хыпса çунни çавсене куçрĕ? Шерпике патĕнчен тухасшăн мар хăшкăлаççĕ. Ива та вĕсемпе чунтан йăпанать. Янашăн кăмăлĕ те тулса çитнĕ, вăл тек уйрăм, хăйĕн тăван ывăлĕсĕр, пурăнасшăн мар.

— Юратăвăм, пĕр хăма тăрăх утма вăхăт çитрĕ, — тет Янаш. — Элле йĕкĕрешсенчен хăран? Мĕн, эсĕ те вĕсене Лида пек приюта каялла партарасшăн?

— Çын ачи-пăчи — ютах пулĕ. Чуна хăратать. Ман сана вĕсенчен хăтарас шухăш çук. Хам пирки иккĕленетĕп. Пултарăп-и вĕсен амăшĕ пулма?

— Пултаран! — терĕ Янаш çирĕппĕн. — Пĕлетĕп-çке, кăмăлу сан ырă. Эпĕ куллен пулăшса тăрăп.

— Укапа Энти сана юратни, сансăр пурăнма пултарайманни таçтан паллă. Сана вĕсенчен сивĕтни — çылăх.

— Чăнах, шăпăрлансене эпĕ чунтан юрататăп. Анчах çумăмра хамăн тăван чĕппĕме — Ива ывăлăма та усрас килет. Ан турткалан.

Пĕр-пĕрне ĕненсе те шанса Ива çур çул тултарнă тĕле Янашпа Шерпике пĕрлешрĕç. Малтан, пĕр виçĕ уйăха яхăн, çемье Ива амăшĕ патĕнче кĕшĕлтетрĕ, унтан, туслăх вăя кĕрсен, ашшĕ пурне те хăй патне куçарса кайрĕ.

Кунсем чупрĕç те чупрĕç. Пурте килте чух ачасем чупса çӳреймеççĕ. Çумра ырă çынсем пур чух савăнăç килетех. Паланова, пысăк çемье пуçлăхне, ГЭС инженерне, унăн пултарулăхне хакласа пилĕк пӳлĕмлĕ пысăк хваттер пачĕç. Çитрĕ вара хĕпĕртемелли самант. Укан хăйĕн уйрăм пӳлĕм. Вăл хĕр пĕрчи-çке-ха. Ăна хисеплемелле. Йĕкĕтсем те пайсăр юлмарĕç. Аслисем килте чух хăйсен вăхăтне яланах пысăк залра иртереççĕ. Кунта радиоприемник, телевизор. Юлашки хыпарсем итлеççĕ, сериалсем пăхаççĕ.

Янаш телейлĕ. Çемйипе кăмăллă вăл. Ачисем савăнтараççĕ кăна. Арăмĕ кунĕ. Вĕсен хушшинче юрату кунтан-кун чечекленет.

Лида куç умне килсе тăчĕ. Тухса кайнăранпа та тĕл пулман ăна. Унăн тусĕ Васнар каланă тăрăх, вăл юрату таврăнасса кĕтет имĕш. «Айван, — пăшăлтатрĕ Янаш. — Çукки нихăçан та таврăнмасть». Ара, Паланов нихăçан та юратман ăна. Туниссашăн юншăхланă вăхăтра Лида йăпшăнса кĕчĕ унăн пурнăçне. Яланах çапла: суя çĕнтерӳшĕн кайран чуна тĕлкĕшекен кăвар çине пăрахма тивет. Ăçта пурăнать-тĕр? Химпромран тахçанах тухса кайнă. Юлашки хут Васнар патне Ĕпхӳ хулинчен çыру янă имĕш.

Пуйăс вăхăтран вăхăта чарăнать, унтан каллех малалла танкăртаттарать. Купене никам та кĕмест. Çынсен нуша çук чух çĕрле ниçта та каяс килмест пулĕ çав.

Янаш тепĕр енне çаврăнса выртрĕ. Ыйхă килмест. Аса-илӳсен тĕрки сӳтĕлсе пĕтмен. Акă ишсе тухрĕ Тунисса. Ял-л! пăхрĕ. Пысăк куçĕ — юнтарнă пĕлĕт. Паланов, ӳссе çитĕнсе те никампа та тĕл пулманскер, пырса тăчĕ хĕрпе çӳма-çумăн пасарта Айвазовский художникăн «Хум» картинин фотокопине, хашакана вырнаçтарнăскере, туяннă чух. Сарă вăрăм çӳçĕ çурăм тăрăх сапаланнă. Пăшăрхануллă сасăпа сăмах вĕçертнĕччĕ вăл:

— Ай-уй! Ку «Бермудский треугольник»-çке! Паллашсан самай вăхăт вăл Янаш патне çӳрерĕ, çĕр каçма та юлчĕ. Анчах тасалăхне çухатмарĕ. Темшĕн шухăшлăн пăхса тăратчĕ стена çумне çакнă «Хум» картина çине. Янашăн тавçăрма ăсĕнче çук. Хĕр флотри каччишĕн тунсăхланă-мĕн. Çарти моряксен чи çывăх çынна та пĕлтерме май çук çĕрте пулма тивет. Ара тинĕссен тăрăхĕсем вĕçĕ-хĕррисĕр-çке.

Тунисса качча тухатчех-ши Янаша мичманĕ вăхăтра килсе çитмен пулсан? Кун пирки Турă çеç пĕлет ĕнтĕ.

— Эпĕ ăна ун чухне юратнă пек те туяттăм, — хаш-ш сывласа илчĕ мăкăртатнă май Паланов, купе сакки çинче выртаканскер. — Атăл хĕрринчи карлăк çумĕнче тăракан Шерпике патне Тунисса пулĕ тесе çумне пырса тăтăм-çке. Енчен те вĕсене иккĕшне юнашар тăратса суйлама хушсан эпĕ, паллах, Шерпикене туртса кăлараттăм. Юрату мĕн иккенне мана вăл туйтарчĕ. Пулнă-иртнĕ теççĕ кун пек чух халăхра, анчах çырăнса юлнă пурнăç кĕнекин пĕр страницинче. Çав çеç. Сайра хутра, пурнăç кукри-макрине кĕрсен çеç, куç умне ишсе тухать иртни. Халь хăй, Тунисса, кĕрсе тăрас-мĕн пулсан, чĕрене ухă йĕппи пырса тăрăнатех.

Анчах Янаш унăн мăкăнь тутине чуптума шырамĕччĕ. Туйăмсем ĕнтĕ сӳрĕлсе саланнă. Унтанпа хĕвел тӳпене миçе хут хăпарса анман-ши?! Вăхăт сурана юсать тесе ахаль каламан-тăр. Тепĕр тесен, вăл мар-и вара Шерпикене парнелекенĕ? Кăшкăрсах çирĕплетĕ Янаш: вăл!

Янашăн кӳлепи çеç кунта, Ижевск хулине çитерекен пуйăсра, анчах чунĕпе таçта, такампа...

Шухăшсем канăç памаççĕ çынна. Мĕн-ши вăл шухăш тени? Темшĕн вăл чĕрĕскер теес килет. Анчах тытса пăхма алла лекмест, витĕр куçпа курасчĕ — тĕсĕ çук. Шухăшсем тем йышши те пур. Хăшĕсем ырă, пылак. Чуна çу сĕрсе савăнтараççĕ. Тепĕр йышши шухăшсем — шĕл кăвар, ашкăракан çулăмлă. Вĕсем çынна çатма çине хурсах ăшалантараççĕ, вилмеллех типĕтеççĕ.

Янашăн чун хапхи умĕнче тăрать-ха пар лаша. Тăрантасĕ çинче — тӳсмелле мар усал хыпар. Уçса кĕртмест. Тен, пăрăнса кайĕ айккинелле. Çапла пултăрччĕ. Анчах мĕнле хыпар парнелĕç ашшĕпе амăшĕ?

Ассăн сывласа илчĕ Янаш. Сасартăк ун хăлхине йĕс шăнкăравлă ача-пăча сасси пырса кĕчĕ. Тинĕс хĕрринче илтни, курни те — йăлт урăхла.

...Çак çу Янаш çемйине Хура тинĕс хĕррине илсе çитерчĕ. Ива ывăлĕ шкул çулне çитнине çапла паллă тăвас терĕç вĕсем.

Суйласа илнĕ вырăна, Анапăна çитсен — кунта тавралăх ача-пăча сывлăхĕшĕн çав тери сиплĕ — хваттер тупрĕç. Майлашсан васкасах утрĕç тинĕс хĕррине. Тăчĕç çитсе. Ачасен куçĕсем чарăлчĕç, ара, умра нихăçан курманни — вĕçĕ-хĕррисĕр выртать шыв сарăлса. Янаш Па-лановшăн ку çĕнĕ япала мар, унăн çар хĕсмечĕ тинĕс хĕрринче иртнĕ, апла пулин те вăл илĕртме пăрахмасть. Ачасем те ăна телевизор экранĕ çинче курнă. Умри тинĕс пачах урăх, вăл — чĕрĕ, чăнни! Пурне те самант тыткăнларĕ вăл. Кӳлĕ теес, анчах ăçта унăн тепĕр вĕçĕнчи çыранĕ? Унти çыранĕ пĕлĕт-ши-мĕн вара? Кунта, ура вĕçĕнчи çыранра, тинĕс шывĕ чӳхенет, шĕпĕлтетет. Калаçать ахăр. Этем ун чĕлхине пĕлмест çав. Ав çап-çаврака вак чулсем выртаççĕ шывра. Хумсем выляççĕ вĕсемпе тĕккелесе. Тетте чулсен ачасене илĕртекен илем пур. Ăçтан пĕшкĕнсе алла илмĕн? Янаш ачисем хутаççипех пухрĕç, киле илсе таврăнчĕç.

Шерпике ачисене малтанхи кун тинĕсре шыва кĕме чарчĕ. Çул çинче ывăннă. Ку — пĕрре. Тата ку таврари çанталăка малтан хăнăхмалла. Ашшĕ куçĕнчен тилмĕрсе пăхни те пулăшмарĕ. Мĕн тăвăн, атте-аннерен иртме юрамасть.

Ырлăх, чăнах та, тепĕр кунне пуçланчĕ. Тинĕс хĕррине ансан пиллĕкĕшĕ те аллисене йĕпетрĕç. Шывĕ — лĕп. Кам çапла ăшăтнă-ши ăна? Тĕлĕнеççĕ пĕчĕк этемсем. Унтан ик-виç утăм турĕç. Тинĕс тĕпĕ хăйăрлă мар, шăкăрттин — чул. Пĕр катрамĕ Укан ура пӳрнине перĕнсе кăшт ыраттарчĕ те-ха. Тӳсмелле. Нăйкăшмарĕ.

Энти те, Ука та ишме пĕлеççĕ-ха. Атăл ачисем — чăн-чăн пулă. Иккĕшĕ те малалла ишсе кайрĕç. Шыв çĕкленĕн туйрĕç вĕсем. Ашшĕ те ишет вĕсем хыçĕнче.

— Буйран иртме юрамасть, — асăрхаттарать вăл ывăлĕпе хĕр пĕрчине.

— Ай! — кăшкăрса ячĕ Ука.

— Мĕн пулчĕ? — хăраса ӳкрĕ ашшĕ.

— Кăкăра лăймакаллă шлепке пекскер перĕнчĕ.

— Э-э, ан хăра, вăл — медуза, çынна тивмест. Шерпикепе Ива çыран хĕрринчен хăпаймаççĕ.

— Асту, ывăлăм, шалалла ан кĕр, путан, — асăрхаттарать ăна амăшĕ.

— Манăн та ишес килет, — нăйкăшать ача.

Çынра тăрăшни пур пулсан ĕмĕт пурнăçланать. Тинĕсĕн çынна тĕлĕнтермелли лăках. Пĕррехинче хĕртĕнетчĕç çыран хĕрринче. Сасартăк Ива кăшкăрса ячĕ:

— Шывра темĕскер ишет. Çутă ункăсем йăлт-ялт сикеççĕ.

Пурте пăхрĕç тинкерсе.

— Э-э-э, пулă кĕтĕвĕ вăл, — терĕ ашшĕ. — Пулăсем шывран çапла сике-сике тухаççĕ.

— Мĕншĕн? — кăсăкланчĕç ыттисем те.

— Сывлама. Вĕсене сывлăш кирлĕ.

Тинĕс хĕрринче каннă кунсенче Энти сăвă çырчĕ. Янаш Паланов халĕ те астăвать-ха унăн йĕркисене. Пăшăлтатрĕ вара:

 

Хура тинĕс тесе ят панă,

Çийĕ те кĕмĕл тĕслĕ сараппан.

Шыву сыпмалла мар тăварлă,

Пуллусем çав-çавах ĕçсе тăранман.

 

Сăвă пуласси, паллах, аякра. Чи кирли — ачă чунĕнче илемлĕх тĕнчи çуралма пикенни паха.

Тинĕс хĕрринче хĕртĕнсе вĕсен ӳт те кĕреленчĕ, киле кайма вăхăт çитет. Юлашки каç, çĕрле, шав çĕкленчĕ. Янаш пĕлет — ку тинĕс тулашни. Ирхине çемйипех тинĕспе сывпуллашма кайрĕç. Ачасем шыва та кĕресшĕнччĕ юлашки хут. Анчах тинĕс — урнă. Таçтан-таçтан çӳллĕ хумсем çĕкленсе килеççĕ те çырана пырса кĕрслеттереççĕ. Вак чулсемшĕн — вăйă. Вĕсем хумпа çӳлелле вăркăнаççĕ, чуччу ярăнаççĕ мар-и çапла. Хум каялла чакать çĕнĕрен килекеннине хирĕç: вак чулсем те юлмаççĕ, юхаççĕ хӳм хыççăн юрласа: чăштăр-р, чăштăр-р...

Сасартăк Янаша, купе сакки çинче выртаканскере, çав вак чулсемпе пĕрле тинĕс варринчен мăкăлтатса килекен хума хирĕç юхнăнах туйăнчĕ. Вăл тăрса ларчĕ. Пуçĕ çаврăнать. Вăй пĕтсе килчĕ. Кунашкал халсăрланнине пĕр хутчен тӳссе курнă-ха. Кĕр пуçламăшĕнче пулчĕ çав инкек, ĕçрен тухса киле кайнă чух. Лапка-лапка юр çăватчĕ. Тавралăх пир сарнăн шап-шурă. Çул хĕрринче ӳсекен йывăçсем те тураттисене шурă укапа капăрлатнă. Янаша самант журналта вулани асне килчĕ: йывăçсем çынна вăй пама пултараççĕ. Вара вăл юр ашса пĕр йывăç патне çывхарчĕ те унăн тĕксĕм хупăллă вуллине икĕ аллипе ыталарĕ. «Хурама тусăм, ӳкес марччĕ ман, пулăшсам, пăртак вăйна парсам», — тесе ӳкĕтлерĕ. Мĕн тейĕн? Тĕрĕсех! Кăшт вăхăт иртсенех хăйне аван туйрĕ. Кунта, пуйăсра, йывăç ӳсмест. Ним тума аптранă енне вăл куперен тухса вакун чӳречи патне пырса тăчĕ. Мĕн мурĕ? Унчченхи пекех ним те ыратмасть, анчах хăвна тăвăр арчана хупнăн туятăн. Вакун ураписем нăйкăшаççĕ, вĕсене тахши йĕкевпе хăйранăнах туйăнать.

Вакун коридорĕнче никам та çук. Çĕрле çывăраççĕ мар-и. Эмел ĕçмелле-тĕр. Анчах мĕнлине? Халиччен çумра эмел чиксе çӳремен. Пĕркун тухтăр патĕнче пулчĕ-ха вăл. Эмел ĕçмелли пирки ним те шарламарĕ лешĕ. Иртессе шанчĕ. Тĕрĕсех. Лăпланчĕ вăл. Мĕнле чир-чĕр, нумая тăсăлманскер?

Çитес çĕре çитрĕ Янаш Паланов. Ашшĕпе амăшĕн савăнăçĕн вĕçĕ-хĕрри çук. Чунне кăларса пама хатĕр юратнă ывăлне. Пĕри те тепри ыйту хыççăн ыйту параççĕ. Вĕсен ачасем пирки йăлт пĕлмелле. Хуравĕ пĕрре: сывă, шкулта вĕренеççĕ, чупаççĕ, выляççĕ-кулаççĕ.

■ Страницăсем: 1... 4 5 6 7 8 9 10

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: