Çуралнă кун


Тулта тăрать шартлама сивĕ,

Чунра паян ман питĕ ырă,

Мĕншĕн тесен Çуралнă кун,

Эп кĕтнĕ, тем пек кĕтнĕ кун.

 

Çулталăкра пĕрре пулать,

Сĕтел тавра хăна пухать,

Телейлĕ вăхăт парнелет,

Чуна вăл техĕмлĕх кӳрет.

 

Çуралнă кун, хаваслă кун,

Асран кайми чи паллă кун!

Ун чух мана атте-анне

Сунаç чи çепĕç сăмахне.

 

Ĕçре ялан хастар пулма,

Килтисене чунтан савма,

Аслисене хисеп тума,

Вĕренӳре малта пыма.

 

Çуралнă кун, телейлĕ кун

Нихçан манми хаваслă кун!

Ялан вăл пултăр çĕр çинче,

Унпа илемлĕ çут тĕнче!

Çавăн пекех пăхăр

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Аня (2011-03-07 13:04:16):

Мана ку сăвă питĕ килĕшрĕ. Маттур, Валя!!!Ăнăçӳ сунатăп...

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Настя Иванова (2011-03-07 13:07:12):

«Сăвă питĕ илемлĕ. Мана саламланă пекех туйăнчĕ, мĕншĕн тесен ĕнер ман çуралнă кун пулчĕ. Маттур,Валя!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Аркадий (2011-03-07 14:49:41):

Питĕ илемлĕ сăвă. Маттур, Валя! татах та çакăн пек илемлĕ сăвăсемпе савăнтар.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Валентина Васильевна (2011-03-09 12:10:55):

Сăвă питĕ кăмăла кайрĕ, ачалăха аса илтерчĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Олеся (2011-03-09 12:20:54):

Ку сăвă ман чуна пырса тиврĕ, кăмăла çĕклерĕ. Чĕлхи уйрăмах илемлĕ, сăвă йĕркисем рифмăланаççĕ.Питĕ çăмăллăн вуланать. Маттур, Валя!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Наташа (2011-03-09 13:46:09):

Сăвва аван çырнă, мана питĕ килĕшрĕ.ĂнĂçу сунатăп, тантăшăм.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

оксана (2011-03-09 16:51:02):

Питĕ лайăх,чуна кантаратьку сăвă

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Надежда Валентиновна (2011-03-09 19:05:08):

Питĕ лайăх,чуна кантаратьку сăвă

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Елена (2011-03-10 18:06:18):

Сăвă чуна пырса тивет. Сăвă çырас вăрттăнлăхне те мĕнле аван пĕлет вăл!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: