Çăлкуç
Çĕр тĕпĕнчен тапса тухса
Пĕчĕк çăлкуç шăнкăртатать.
Вăй пуçтарса мăнаçланать,
Пĕтĕмĕшне пурнăç парать.
Кунран-кунах ӳссе пырса
Çăлкуçĕнчен юханшыва,
Юханшывран тинĕселле,
Унтан вара пĕлĕтелле.
Вăл талпăнать, вăл çул хывать,
Çумăрпала çĕре анать.
Йывăр çулне пăхмасăрах
Чупать вăл малалла часрах.
Елена (2011-03-10 18:02:37):
Сергей, МАТТУР!!! Çăлкуçăн йĕрне питĕ аван çырнă. Сăвва тĕрĕс рифмăланă. Мана килĕшрĕ
Таня (2011-03-10 19:39:06):
Сергей, эсĕ çут çанталăк тусĕ пулмалла. Ку сăвă та тепĕр сăвви те çавнах çирĕплетет. Маттур!!! Мана питĕ килĕшрĕ.
Ольга (2011-03-23 13:43:23):
Питĕ аван! Мана çак сăвă килĕшрĕ.