Хĕл аки


Кĕрхи çил шухă: шăхăрса

Пĕлĕтсене тек сухаларĕ.

Çĕре сар çулçăсем сапса

Иррех хĕл акине пуçларĕ.

Çĕрле пĕтерчĕ шăварса,

Кăшт ларчĕ – кайрĕ çывăрса.

Вăран та савăн, çил-ĕçчен,

Кур, тăрăшни сая каймарĕ:

ĕнер эс акнă çĕр çинче

Сехетсерен ӳсет юр-мамăк!

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Nfnmzyf (2010-01-31 16:57:09):

Питĕ илемлĕ сăвă. Деепричастисене вĕреннĕ чухне усă куртăм. Тавиапуç.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: