Хĕвел ансан Хĕветĕр


Пĕр пайлă мыскара

Вылякансем:

Хветĕр Улталайкин — суту-илӳ базинче ĕçлет.

Тося — унăн арăмĕ.

Зина — студентка.

Микулай Меликов — ялтан килнĕ каччă.

Мария Манилова — ниçта ĕçлеменскер, спекулянтка.

 

Ĕç Манилова Мария килĕнче пулса иртет.

Таса пӳлĕм, сетел, кравать, пукансем, Манилова карçинкка йăтса керет те ăна сетел çине лартать, унтан эрех. Ĕçме-çиме кăларать. Кĕсйинчен укçа кăларса шутлать. Пĕр черкке эрех тултарса ĕçет, кăлпасси хуçса хыпать. Алăка шаккани илтĕнсе каять.

Манилова укçине пытарать.

 

Манилова. Кам-ши ку?

Микулай. Эпĕ килте çук тесе, хуçи пур-çке. (Микулай пуçне алăкран никсе) Каçарăр...

Манилова. Сире кам кирлĕ?

Микулай. Зина çакăнта пурăнать-и?

Манилова. Кунта пурăнать, вара мĕн?

Микулай (хăрах урине алăк сулли урлă пусса). Аран тупрăм.

Манилова. Тупрăн пулĕ те, анчах килте çук-ха вăл. (Каллех çиме пуçлать.)

Микулай. Ăçта кайнă?

Манилова. Эпĕ ăçтан пĕлем?

Микулай. Часах килеймест апла?

Манилова. Ăна та калама пултараймастăп. (Каллех çиет.)

Микулай. Çав тери курмаллаччĕ.

Манилова. Ыран килĕр.

Микулай. Халех курмалла, питĕ курмалла.

Манилова. Эсир алăк урлă калаçса ан тăрăр... е кĕрĕр, е тухăр. Ыран килĕр терĕм вĕт.

Микулай (кĕрсе). Ыран эпĕ каятăп çав. Ăçта кайма пултарнă-ши вăл? Института кайрăм — хваттерĕнче пулĕ терĕç, кунта килтĕм — кунта çук.

Манилова. Канмалли кун кам килте лартăр? Кинора пулĕ, Атăл хĕрринче... е филармонире концерт итлет пулĕ.

Микулай. Хăшкăлтăм паян шыраса.

Манилова. Пĕр-пĕр паркра пулĕ... Часах килес çук ĕнтĕ вăл, халĕ тăхăр сехет те çитмен.

Микулай. Каяп, каяп, ан хăрăр. Зина килсен çакна парăр. Килтен парса янă тейĕр. (Пĕр çыхă тыттарать.)

Манилова. Эсир кам пулатăр вара? Пиччĕшĕ-и?

Микулай. Пиччĕшĕ мар, паллаканĕ. Тата çакна парăр! (Пĕр тĕрке тыттарать.)

Манилова. Э-э, паллаканĕ, эппин.

Микулай. Унăн çывăх юлташĕ, тусĕ...

Манилова. Пулĕ, пулĕ...

 

Пĕчĕк пауза.

 

Микулай. Кала-ха, инке.

Манилова. Мĕн сире, ачам?

Микулай. Мĕнле пурăнать вăл?

Манилова. Камĕ мĕнле пурăнать?

Микулай. Зина мĕнле пурăнать тетĕп.

Манилова. Аванах пурăнать.

Микулай. Каччăсемпе çӳремест-и?

Манилова. Ак тата! Эпĕ ăçтан пĕлем?

Микулай. Ун патне никам та килсе çӳремест-и вара?

Манилова. Эпĕ сыхласа ларман.

Микулай. Шанса лар-ха хальхи вăхăтра?

 

Тулта хапха сасси илтĕнет.

 

Микулай. Ку Зина мар-ши? Пытанам-ха. (Кăмака хыçнелле пăрăнса тăрать.)

Манилова. Мĕн хăтланатăр эсир?

 

Тося шавласа кĕрет.

 

Тося. Мана вăл çакăнта терĕç. Манилова. Эсир кам пулатăр?

Тося. Халех пĕлетĕр акă.

Манилова. Сире тата мĕн кирлĕ? Шăнкăртаттармасăр кĕретĕр!

Тося. Шăнкăртаттармасăр-тумасăр сасартăк кĕрсе тытас терĕм, ку хил хуçи эсир-и-ха? Пĕлетĕп, пĕлетĕп, халь ак куçа-куçăн тĕл пултăмăр! Ха!

Манилова. Каçарăр, мĕн çинчен калаçатăр эсир? Эпĕ кил хуçи. Мĕн кирлĕ сире?

Тося. Мĕн тупнă-ши вăл сан çумра, ăçта пытартăр эсир ăна? (Унта-кунта пăхкалать.)

Манилова. Тăхтăр, тăхтăр, эсир мĕн ют хваттере ух-таратăр, кам ирĕк панă сире?

Тося. Хам, хам ирĕк патăм.

Манилова. Эпĕ милицие чĕнетĕп.

Тося. Чĕн милицие, ют упăшкапа пурăнатăп те.

Манилова. Эпĕ сире усал сăмах каласа кӳрентернĕшĕн суда паратăп.

Тося. Пар, пар! Эпĕ те сана суда паратăп, спекуляци тунăшăн...

Манилова. Ха! Эсĕ куртăн-и?

Тося. Виçĕ çурт лартрăр, ăçтан тупрăр укçине?

Манилова (йĕкĕлтесе). Санне вăрларăм.

Тося. Манне вăрларăн çав, тепринне, кашнинне пĕрер чĕптĕм! Сана, вăрланă пиркиех, магазинран сирпĕтрĕç вĕт.

Манилова. Упăшкуна пĕл.

Тося. Ăна та пĕлетĕп, пĕр шайккă.

Манилова. Тухса кай кунтан.

Тося. Денатурат сутма пăрахрăн-и-ха е базăри паллакан начальниксене кăларса сирпĕтсе пĕтерчĕç-и? Халĕ ман упăшка çумне çыпçăнтăн-и?

Манилова. Тухса кай кунтан, тасал. Мĕн тума кирлĕ мана сан упăшку! (Манилова Тосьăна алăк патнелле çавăтать).

Тося. Ну-ка, тытса пăх. Мăнтăркка! Тӳшек! Яр! Пĕлетпĕр эпир мĕн тума кирлине!

Манилова (кухньăна чупса кĕрет те унтан çатма аври илсе тухать). Тутуна тĕксе шăтарам, у-у, тăсмак тута. Çынна çисех тăсăлса кайнă.

Тося. Мăнтăр тута, магазин çăвĕсене вăрласах мăнтăрланса кайрăн.

Манилова. Тухса кай теççĕ сана!

Тося. Упăшкана тупмасăр каймастăп, Хĕветĕр кунта, эпĕ пĕлетĕп ăна, вăл çав тери чеескер.

Манилова. Курмаи эпĕ сан упăшкуна.

Тося (кăмака хыçне пăхса). Э-э! намăссăр, пытанса тăратăн-и!.. (Кăмака хыçне кĕрет.)

Микулай. Эсир мĕн?..

Тося. Э, намăссăр, тĕттĕм çĕре пытантăн-и? (Микулая туртса кăларать)

Микулай. Тăхтăр-ха эсир, мĕн хăтланатăр?

Тося. Упăшка тесе... каçарăр.

Микулай. Упăшкун вара мĕншĕн пытанса çӳремелле сиртен?

Тося. Пĕлместĕр эсир ман упăшкана. Пĕлтĕр вăл, командировкăна тухса кайнă пек туса, хулара пĕр уйăх çакăн пек хусах арăм патĕнче пурăннă. Халĕ кунта иленнĕ. Йăлăхтарчĕ кун пек пурнăç.

Микулай. Апла мĕншĕн пурăнан эсĕ унпа?

Тося. Ачаçем пур-çке-ха. Çăмăл тетĕн-им уйрăлма!

Микулай. Ача-пăчаллă пулса курман та пĕлместĕп çав. Тĕлĕнетĕп: мĕншĕн-ха хăш-пĕр авланнă çынсем ют арăмсем патне чупаççĕ? Юратсах авланнă пулĕ-çке?

Тося. Намăса çухатнисем — чупаççĕ. (Маниловăна.) Асту, сана асăрхаттаратăп, çын çемйине пăснăшăн çӳçне-пуçне хăвармăп. (Тухса каять.)

Манилова. Атя, атя уттар, унта курăпăр.

Микулай. Тĕлĕнмелле!..

Манилова. Мĕн тĕлĕнмелли пур?

Микулай. Юратмасан мĕншĕн авланмалла, мĕншĕн çамрăк хĕрĕн ĕмĕрне пăсмалла пулнă?

Манилова. Малтанлăха пурте юратаççĕ, кайран...

Микулай. Арăма ăна юратса, хисеплесе пурăнмалла.

Манилова. Сăмахпа эсир калатăр...

Микулай. Унсăрăн мĕнле çемье пултăр вăл?.. Акă эпĕ Зинăна юрататăп, вăл та мана юратать, эпĕ ăна качча илес тетĕп. Анчах вăл институт пĕтермесĕр ан та шутла тет. Тата тăватă çул кĕтес пулать. Кунта хулара сахал-и каччă? Çавăнпа килсе тĕрĕслес терĕм, тупса яман-и вăл кунта?

Манилова. Вот çавна пĕлместĕп вара.

Микулай. Эпĕ ăна улталасан... (Каять.)

 

Пауза.

 

Манилова. Ăнман япала. Ăçтан пĕлнĕ-ха вăл?.. Денатурат çинчен. Пытарас... (Тухса каять.)

 

3ина кĕрет, аллинче кĕнеке.

 

Зина. Килте никам та çук тем. (Тепĕр пӳлĕмне пăхать, унтан кукăль татки çиме пуçлать.) Маня аппа ăçта кайнă-ши вара питĕрмесĕрех?

 

Манилова кĕрет.

 

Манилова. Эсĕ килнĕ-çке!..

Зина. Килтĕм-ха, Маня аппа.

Манилова. Ăçта кайнă пулнă вара эсĕ?

Зина. Библиотекăра кĕнеке вуларăм. Ма?

Манилова. Ахалех, паян сана пĕр каччă кунĕпех шырать те.

Зина. Мана-и?

Манилова. Сана çав. (Парнесене кăтартса.) Авă парнесем парса хăварчĕ.

Зина. Мĕнле парне тата? Каларăм-çке сана, Маня аппа, никамран та нимле парне те илсе ан юл терĕм.

Манилова. Вăл пăрахрĕ те хăварчĕ.

Зина. Мĕн тума çӳрет вăл, мĕн кирлĕ ăна кунта? Ман курас килмест ăна.

Манилова. Тăхта-ха, кам çинчен калаçатăн вара эсĕ?

Зина. Кам çинчен пултăр, Хветĕр çинчен.

Манилова. Ку Хветĕр мар.

Зина. Пичче-и?

Манилова. Пиччӳ мар...

Зина. Кам-ши вара?

Манилова. Хăвăр ялтан терĕ, паллакан терĕ, ку тĕркине килтен парса ячĕç терĕ. (Зинăна тĕрке тыттарать.)

Зина (тĕркене салатса). Çу, кукăль чиксе панă. Ах, ку аннене... Кĕрпе те пур-çке кунта. Магазинра кĕрпе пĕтнĕ тенĕ-ши?

Манилова. Ку парнине хамран терĕ.

Зина (картун курупкаран туфли кăларса). Туфли.

Манилова. О-о, начарах мар курăнать, пуян каччă пулмалла.

Зина. Ăçта кайрĕ хăй?

Манилова. Тин çеç тухса кайрĕ. Хирĕç пулмарăн-и вара?

Зина. Эпĕ пахча витĕр кĕтĕм. (Урамалла тухса каять, часах каялла кĕрет те алăка питĕрсе хурать.)

Манилова. Мĕн пулчĕ?

Зина. Леш Хветĕр каллех çитрĕ.

Манилова. Кам?

Зина. Кĕтмен хăна. Ан кӳрт ăна. (Алăка шаккаççĕ.) Ан уç!

Манилова. Аван мар, çын, тен, ĕçпе килнĕ?

Зина. Мĕн ĕç пултăр ун кунта? (Вирлĕ.) Кам унта?

Хветĕр. Эпĕ.

Зина. Кам?

Хветĕр. Паллаймарăн-им?

Зина. Мĕн кирлĕ?

Хветĕр. Уç-халĕ.

Зина. Килте никам та çук.

Хветĕр. Питĕ аван.

Зина. Сире аван пулĕ те, мана аван мар.

Хветĕр. Уç тетĕп, Зина, шăнса кайрăм.

Зина. Ăшăнма килне кай.

Хветĕр. Пĕр сăмах каламалли пур.

Зина. Вăхăт çук, вĕренмелле.

Хветĕр. Пĕр сăмах çеç.

■ Страницăсем: 1 2 3

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: