Çутçанталăк


Юрлать çут ир. Çĕршыв пуян та тулăх.

Тырпул ӳсет мăнаçлăн хумханса.

Тантăшпала пыратпăр çĕршыв тăрăх,

Тăван тавралăхшăн хавасланса.

 

Юрлать тавралăх. Эпир утнăçемĕн

Çут тĕнчери пур тĕрлĕ кайăксем

Пĕр аслă туй тăваççĕ. Пин-пин çемĕ

Яш кăмăлшăн ытла та лайăх-çке!

 

Шутне пĕлмесĕр авăтать куккукĕ.

Çунаттипе чăлт çеç шыва çапса,

Вĕçет чĕкеçĕ. Вăрманти пит шукăль

Улатакка ташлать ура тапса.

 

Чĕвĕлтетет йăваш вĕлтрен чĕп-чĕпĕ,

Сĕрлет текерлĕк. Карăш тĕлĕнет:

Пĕр пăрчăкан кăларнă тватă чĕпĕ,

Пĕри — куккукăн, виççĕш — хăйĕннех.

 

Мĕнпур тавралăх хускалса вăраннă:

Чи кăсăя та шăпчăк, шăкăлчи...

Мăйăлтатать хăй майăн мăйпăранĕ —

Пахчаçăсен юратнă шăпăрçи.

 

Итле, юлташăм, тантăшăм, тăванăм,

Çак ырă çутçанталăк пĕтĕмпех

Пирĕн ятпа, йăлт пирĕншĕн вăраннă,

Çĕкленнĕ вăл мĕнпур илемĕпе.

 

Юрлать çут ир. Çĕршыв пуян та тулăх.

Тырпул ӳсет мăнаçлăн хумханса.

Тантăшпала пыратпăр çĕршыв тăрăх,

Тăван тавралăхшăн хавасланса.

Çавăн пекех пăхăр

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: