Панулми


Аттен ем-ешĕл аслă сачĕ

Таса хĕвелпе тулнăçем

Йăл-ял кулаççĕ, çуталаççĕ

Кĕрен те хĕрлĕ улмасем.

 

Кив сăвăпа мана пĕрре те

Сĕнксе ларма халь ырă мар.

Эп савăнсах сада кĕретĕп

Вĕр çĕнĕ сăвă шырама.

 

Сипетлĕ сулхăнра утатăп,

Сиретĕп вăйлă курăка.

Сад ыр сунать мана унтан та,

Кунтан та янкăс юрăпа.

 

Юрлаççĕ кайăксем хĕрӳллĕн,

Тавралăх меллĕн чӳхенет.

Пĕр улмине татса эп илтĕм,

Сулмаклине те хĕрлине.

 

Ман ывăçа чĕр çимĕç кĕчĕ,

Чух уçă çимĕç, ĕмĕрхи

Хăватлă çутçанталăк сĕчĕн

Чечен те çирĕп чăмăркки.

 

Çак улмара — хĕвел хĕйхемĕ,

Ирхи янравлă сывлăмсем,

Ăш çумăрсем те чĕрĕ тимĕр —

Йăлтах пĕрлешнĕ киленсе.

 

Ăна эп халь çӳле çĕклетĕп:

— Мухтав сана, анис улма!

Тантăшсене паян чĕнетĕп

Çак тимĕр çимĕç пек пулма.

 

Çамрăклăха ан тутăхтарăр,

Вăл пултăр çирĕп те таса.

Чĕресенчи хĕвел кăварĕ

Хаваслăн тăтăр çуталса!..

Çавăн пекех пăхăр

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: