Арçури аташтарни...
«Эх, çула ирхинех тухмаллаччĕ ĕнтĕ, ытлашши ыйхă çапман пулмасан капла йывăрлăха лекместĕмччех», — Исмет пуçĕнче сехет ытла ĕнтĕ çапларах шухăшсем явăнаççĕ. Хăйне епле кăна вăрçа пĕтермерĕ ĕнтĕ, çапах та усси пулмарĕ — çул çинчен самантлăха тенĕ пек пăрăнчĕ те каçхи вăрманта кĕтмен çĕртен аташса кайрĕ. Каçĕ те паян тата ытла тĕттĕм — йĕппе чиксен те куç курмасть. Туратсем те шеллемеççĕ: пит-куçа чăрмаласа пĕтерчĕç, йĕме те пĕр вырăнта саплăк лартмаллăх çурса ячĕç.
— Те арçури аташтарать, — хăй усал-тĕселтен хăрамасть пулин те пĕр-пĕр пăтăрмаха лекесрен самай шикленет. Ара, пĕрре мар халап илтнĕ-çке — унран та вăй питтирех арçынсем çухалнă, унран та ăстарах арсем пуçĕпех пĕтнĕ. Шиклентерет çав, самай çӳçентерет.
Юрать-ха вăрманĕнче йывăç-тĕм сайра ӳсет, пĕр-пĕр чăтлăх пулсан пуçĕпех пĕтĕччĕ ĕнтĕ. Анчах ку питех йăпатмасть (сахал савăнтарать) Исмете — çул çук, тавра тĕттĕмлĕхпе витĕннĕ. Вăрман хĕрринчи пĕр-пĕр ялта çуралса ӳснĕ пулсанах халь апла асапланмастчĕ ĕнтĕ, анчах мĕн тăван: ачалăхĕ унăн тинĕс хĕрринче иртнĕ, çамрăклăхĕ — хулара. Вăрман таврашне вара хутран-ситрен çеç леккеленĕ. Ют çав вăл кунта, сунарçăсен евĕр сисĕмлĕх унăн çук.
Утăм турĕ Исмет, тепре — йывăç тымарринчен такăнчĕ те ӳкрĕ.
— Ых! Кашкăр ами! — шăла çыртса вăрçса илчĕ аташса кайнă çын. Кама вăрçни те паллă пулмарĕ — те хăйне, те кĕтмен çĕртрен ура айне лекнĕ тачка тымара, те арçурие.
«Ытлах васкас мар-ха. Шухăшлас. Кунашкал мар пысăк пăтăрмахран хăтăлнă, кун пек мар йывăрлăхран çăлăнса тухнă — ку темех мар-ха», — Исмет майĕпен лăпланма шутларĕ. Çавах арçури пекки пуçран тухма пĕлмерĕ. Мĕн калатчĕç-ха ун пирки? Халапĕсене чылай илтнĕ пулин те кирлине хăвăртах аса илеймерĕ-ха вăл. Арçури чăнах та ун çумне ерчĕ пулсан мĕнле хăтăлмалла-ха унран? Тимĕр пулăшаймасть пулас — ара, хĕçĕ çумрах-çке. «Кĕмĕл? Çук, арçури — вăрман усалĕ, ăна кĕмĕлпе хăратаймăн. Мĕнпеччĕ-ши?» — ал айне лекнĕ йывăç вулли çине таянса шухăша путрĕ Исмет. Чăх каяшĕпе, вут пуççипе хăратасси тата ытти вĕлтлетрĕ ун пуçĕнче. Çук, нихăшĕ те арçуринчен хăтармасть. «Çук, арçурирен урăххи пулăшаканччĕ... Ара! Мансах кайнă — атта ылмаштарса тăхăнмалла-çке!» — тинех аса илчĕ аташса çӳресе самай ĕшеннĕ арçын.
Чĕрĕ юлас тесе çын мĕн кăна тумасть пулĕ? Исмет аттине хуса улăшу тăхăнчĕ. Мĕнех, хĕсет ĕнтĕ, анчах ку ывăнăва пĕтĕмпех сирсе ячĕ тейĕн — чунра çамăллăх çуралчĕ, çул çывăхра пулнăнах туйăнса кайрĕ.
...Çук, пулмарĕ çул тупасси. Вăрман тăрăх тата çур сехет пек çĕтсе çӳренĕ хыççăн Исмет тепре чарăнчĕ. Каллех шухăша путрĕ. Чăн та, мĕн ма-ха вăл çак тĕттĕм каç аташса çӳрет. Çитмелли хула та, Арахуп, çак вăрмантан тухсан ларать. Çуран утсан пурĕ те ултă сехет çеç. Утпа пулсан — каламалли те çук. Васкамаллах мар ун — юлташĕ ăна тата виçĕ кун кĕтме пултарать. Кутамкка та çумрах-çке — вут чĕртес те тул çуталсан çула тухас. Хĕвел çутипе çавах вăрманта çул тупма çăмăлрах. Çĕрле тискер чĕрчунсенчен хăрамалла ĕнтĕ — анчах кашкăр ӳлени, пĕр шухăшласан, хăлхана хальлĕхе пач та кĕмерĕ. Темĕн чухлĕ аташса çӳрерĕ — ун-кун сас пулмарĕ. Йывăçсем çеç шăппăн шавлаççĕ.
Исмет кутамккине майĕпен çурăмĕ çинчен антарчĕ. Çĕр çине хучĕ те ун çине ларчĕ.
— Хăрăк турат пуçтарас та çĕр каçас кунта... — терĕ вăл саспа, хăйне хăй лаплантарнă май. — Аха, çапла.
Çирĕп шухăш тытнăскер, турат пуçтарма икĕ утăм турĕ кăна — кутамкки пирки шухăш пырса çапрĕ. Епле аташнине аса илчĕ те каялла çурăм хыçне çаксах хăрăк турат пуçтарма уттарчĕ. Ара, нимсĕр тăрса юлсан чăн та пуçĕпех çĕтме пулать ку вăрманта. Вутчульпе çулăвĕ те ун çавăнта-çке, кутамккинче. Авалхи çынсем пек типĕ турат сăтăрса вут кăларма вара пĕлмест вăл.
Нумай пуçтармарĕ. Малтанлăха виçĕ ывăç пуçтарсан та çитĕ тесе шухăшларĕ. Чăн та, тĕп-тĕттĕм-çке тавралăх. Пĕр пĕчĕк кăвайт çутсанах шырама аванрах пулĕ.
Çулăм чĕртме кукленсе ларма çеç ĕлкĕрчĕ Исмет, шăп çав вăхăтра çулçăсем витĕр ăна инçетри çутă курăнса кайрĕ. Сăнасарах пăхрĕ. Ултав мар — аякри кăвайт çути пулас.
Тем тесен те ырра мар ку... Тĕ-лĕн-тер-мĕш. Çул çинчен вăхăтлăха пăрăнса аташса кайни аса килчĕ. Ылмаш тăхăннă атă та урарах. Халĕ, ав, кăвайт чĕртес шухăш тухнă хыççăн ăна инçетри çутăпа илĕртеççĕ.
Ним тума пĕлмесĕр Исмет чылай тăчĕ. Хăрăк туратсем — умра, çулупа вутчуль — алăра. Инçетри çутта сăнарĕ те сăнарĕ. Çук, чăтаймарĕ, катари кăвайт патнех çитес терĕ. Кутамккине çурăм хыçне çакрĕ те пĕшкĕне-пĕшкĕне, çутта çухатас мар тесе, вăрман витĕр уттарчĕ.
Çитсе пынă май çын сассисем те илтĕне пуçларĕç.
— Термеккейсен таврашĕ нихçан та маххă паман! — пăшăлтатрĕ вăл хăйĕн йăхĕнчи паттăрсене аса илнĕ май. — Арçури мана аташтарас терĕ апла — акă тыт! илеймĕн ман чуна!
Çапах та çывхарнă май хăйне асăрхануллăрах тытма шутларĕ. Вăхăчĕ халь лайăх мар — çул çинче темле çын та лекме пултарать. Усал йăвине лекесси пирки шутламарĕ-ха — çын сассипе пĕрле лаша хартлатни те илтĕнет. Пĕрре кăна мар. Темиçен пулас. Утлă çынсем, çуран çӳренсем мар. Апла усал таврашĕ мар вĕсем — усалсем, лашасенчен хăранине пĕрре мар илтнĕ вăл. Выльăхĕ хăй те усалран хăрать. Çук, çынсем патнех тухать Исмет, çынсем патнех.
Ак тамаша! Йăпшăнса çывхарнă май Исмет çул çине те тухрĕ. Инçех те пулман иккен апăрша çулĕ! Çывăхрах! Çула тухнă çынсем вара кăвайтне кăшт шаларах чĕртнĕ темшĕн, хĕрринчех мар.
Арçуриех ăна арпаштарса тăнă, çав усалах. Исмет хăйĕн атти çине пăхса илчĕ — чăн та пулăшрĕ иккен! Вăт эс, ĕненмесĕр пурăн халапа! Кун хыççăн ху кăна мар, ыттисене те ĕнентерме пуçлăн!
Çынна култарас мар тесе Исмет аттисене хывса тĕрĕс тăхăнма шут турĕ. Тен, асăрхамĕç те пулĕ, анчах курсан... Çынсем умне капла пырса тухсан тем шухăшлĕç тата. Уйрăмах палламан çынсем умĕнче намăс курас килмерĕ ун.
Кăвайт çумнерех çитсен вăл тĕттĕм тавралăхран тӳрех тухас темерĕ. Сыхланни пăсмасть. Кăвайт патне те çил енчен мар, тепĕр кĕтесрен çаврăнса тухрĕ. Çын сассисем лайăхрах илтĕне пуçласан, пичĕсене уйăрса илмелĕх çывхарсан самантлăха чарăнчĕ, сăнама пуçларĕ. Мĕн тăвăн — пурнăç пурнăçах, ĕмĕр тăршшĕпе мĕн курни çавах хăйĕнне илет. Хальхи вăхăтра асăрханарах çӳремелле çав.
Виççĕн. Лашисене çывăхри йывăçсем çумне кăкарнă.
— Çывăрар пуль? Эс малтан хуралта тăрăн, — илтĕнчĕ пĕрин сасси. Çурăмпа ларнăран Исмет ун питне курмарĕ.
— Тискер кайăксăр пуçне кам кунта килсе кĕрĕ ĕнтĕ? — терĕ пĕрремĕшне хирĕç ларакан пĕр çирĕм виçĕ-çирĕм пилĕк çула çитнĕ арçын. Çи-пуçĕпе хаклас пулсан — вăл ытла та чухăн пулни курăнчĕ.
— Пиктеней, сисчевлĕ пулни нихçан та чăрмантарман, — хытарса каларĕ малтанхи.
— Ара эп хирĕç мар. Каçĕ ытла тĕттĕм-çке. Чим, куккук авăтать...
Чăн та, авăтать. Малтан темĕн хăлхана кĕменччĕ, халĕ вара, ку çын асăрханă хыççăн Исмет та ун сассине илтрĕ. Аякра, пĕччен авăтать.
— Кала мана, чăпăр куккук, миçе çул юлнă ман пурăнмалли? — кăшкăрчĕ Пиктеней ятли.
Вăрман кайăкĕ темшĕн шăпланчĕ. Исмет та хăлхине чанк тăратса итлерĕ, анчах куккук авăтни илтĕнмерĕ. Кăвайт умĕнчисем те пĕр самантлăха шăпланчĕç.
— А-ха-ха-ха! — ахăлтатса кулса ячĕ тепĕр çамрăк, ушкăнри виççĕмĕш çын. — Пĕтен, кăçалах пĕтен!
— Шăплан-ха!
— Мĕн, тĕшмĕш-им? Куккук сассине итлесен эп, тен, çуралман та пулăттăм! Манран аслă пулин те çавна ĕненен...
— Çитĕ ахăрса...
— Кам ахăрать, эпĕ-и?
— Эсĕ çав. Хăв ак пуян мулĕшĕнех пуçна çийĕн.
— Эс мана ан вĕрент, ху та манашкаллиех. Мул тенĕрен... Ямпай, тепĕр хут калатăп — çав сĕмсĕрккене пустуях çаратмарăмăр. Кĕсйи тем тесен те хулăмччĕ.
— Çитĕ пулĕ вăл сăмаха тапратса.
— Мĕн, тĕрĕссине каламастăп-им? Енчĕкне курмарăм тесе кала-ха тата!
— Чăн та, питех те кирлĕ пулсан — хуса çит те çарат!
— Ак çитĕпĕр те Арахупа, каланине тăватăп! Çаврăнса çаратса килетĕпех. Ун шыçса кайнă телейлĕ пичĕ халь те куçа курăнать. Хăсас килет. Пиктеней, пыратăн пуль пĕрле?
Лешĕ, кăвайтри вутта пăтратма пикеннĕскер, чĕнмерĕ. Те куккука кӳренчĕ, те ушкăнри çамрăк валли сăмах тупаймарĕ.
Исмет хăй ăçта пырса тухнине тинех ăнланчĕ. Ямпай вăрă шайкки. Ĕнер, хупаха çитсен, хăна çурчĕн хуçи çаксем пĕр купса ывăлĕн айăрне вăрласа тарни пирки калаçсаччĕ. Ытти чухне пулсан вăрăсем хыççăн вĕçтерĕччĕ ĕнтĕ Исмет, анчах хальхинче унăн вăхăчĕ пулмарĕ — тусĕ чĕнсе илнипе Арахупа хăвăрт çитмелле. Уншăн, вăрă-хурах пуçĕсене ылтăнла шыраса çӳрекен çыншăн, Ямпай ячĕ çĕнĕ пулмарĕ. Исмет астунă тăрăх паллă вăрра темиçе хулара шыраççĕ, пурте çĕр ытла ылтăн укçа параççĕ — ку вара сахал мар. Ун чухлĕ мул çур çул пурăнма çитет. Перекетлĕ тăкакласан — çулталăк таранах. Ак халĕ вăл çывăхрах ларать иккен. Умра тенĕ пекех.
Ĕç-пуç капла çаврăнса тухни Исмете шухăша ячĕ. Капла аташса çӳрени вара ырра пулса тухрĕ-ши? Ямпайран та ăстарах вăрра вăл пĕрре мар тытнă, унтан те чеереххисене йĕрлесе тупнă. Çăмăл ĕç... Тепĕр иккĕшĕ унăн вĕренекенĕсем пулас, пулăшаканĕсем. Вĕсенчен хăвăрт кăна хăтăлма пулать.
— Пиктеней, Арахуп хыççăн атя лешне хăваласа çитер! — тепĕр хут чĕнчĕ çамрăкки.
— Çамрăк-ха эсĕ, Çапук. Ямпай тете мĕншĕн унпа çыхланманнине те тавçăрса илеймерĕн пулас.
— Ăнланмарăм...
— Чăн та, Пиктеней, мĕншĕн эпир ун лашипе кăна çырлахрăмăр? Ман сан шухăшна пĕлес килет, — иккĕшĕн тавлашăвне хутшăнса ыйтрĕ Ямпай ятли. Исмет ун сăнне хут тăрăх пĕлет-ха, хăйĕнпе вара куçа-куçăн чăнласа пĕрре те курнăçман. Халь те вăл ун патнелле çурăмпа ларать. Çамрăкпа аслăраххи тавлашнипе ун çывăрас шухăшĕ те вĕçсе кайрĕ пулас. Пĕр хатĕрлене пуçланăскер каллех кăвайт патне пырса ларчĕ.
— Ман шутпа, Ямпай тете çав пуян услаппа пĕр сăлтавпа çыхăнмарĕ. Юнашар хăна çурчĕ пурччĕ-çке, вăт çавăнта укçалла шыраканни, çынйĕрлевçĕ, чарăннă текен хыпара эп илтрĕм — хупахрисен пăшăлтатăвĕ хăлхана кĕчĕ. Ямпай тете те, ман шутпа, илтмесĕр юлмарĕ. Эсĕ çеç, тăмана, сăра валеçекен хĕре сăнарăн... Куçа илмесĕр пăхрăн...
Çамрăкки тем чĕнесшĕнччĕ, анчах ушкăн пуçĕ ăна ал çĕклесе чарчĕ.
— Тĕрĕс. Унта паллă йĕрлевçĕ Исмет пурччĕ. Юрать-ха пире курмарĕ.
— Ав епле иккен-ха... Каçар, мана та каламаллаччĕ ĕнтĕ. Ун енчĕкĕ кунĕпе ман куç умĕнчен кайма пĕлмест...
— Хăвăнах чухламалла ĕнтĕ! Ырантан эсир — ирĕклĕ. Мĕн вĕрентме пултарнине вĕрентрĕм ĕнтĕ, ыттине хусамăрăн ăса хывмалла пулĕ. Пиктенейшĕн хăрамастăп, вăл çухалмĕ тетĕп. Сана вара... Пĕлместĕп. Малтанлăха Пиктенейпех çӳреме тивет пуль сан.
Калаçуран вăрă ушкăнĕ Арахуп хулинелле çул тытни палăра пуçларĕ. Малалла çулĕсем пайланмалла иккен. Мĕн ĕçпе çӳрине, паллă вăрă мĕн шухăш тытнине Исмет пĕлес темерĕ — сас-хура пухса çӳрекен мар вăл, ку ун ĕçĕ мар.
— Çапука та хурламалла мар, — калаçăва малалла тăсса хӳтте кĕме тăчĕ аслăраххи, — манран йăпăр-япăртарах вăл. Иртен-каянсен кĕсйине пушатас тесен ун ăсталăхĕ санне те çитет пулĕ, ман пирки вара каласси те çук...
— Ăсти ăста-ха та, анчах çамрăк вăл. Ытла çăмăлттай. Çавăнпа та хăвăнпа пĕрлех илсе çӳре. Малтанлăха. Сан ăсу, ун вăр-варлăхĕ шăп та шай пулмалла. Килĕшетĕн пуль?
Хурав кĕтсе Ямпай пуçне ун енне çавăрчĕ.
Виçĕ вăрă калаçса ларнă хушăра Исмет те ахаль тăмарĕ. Чи малтанах çурăм хыçĕнче çакăнса тăракан тапкăча1 алла илсе авăрларĕ. Çывăх çапăçура ухă меллĕ мар, çавăнпа Исмет ытларах ăна кăмăллать, яланах пĕрле йăтса çӳрет. Çынна йĕрленĕ чухне те тапкăч меллĕрех — ухă пек çакланмасть, утнă-чупнă вăхăтра чăрмантармасть.
Тапкăч шулапне сăнă вырнаçтарнă хыççăн Исмет хĕçне салтса тĕрĕслерĕ. Хула таврашĕнче ăна çыхса çӳреме тивет — унсăрăх хуралçăсем кĕртмеççĕ. Тахçантанпах усă курманран, ав, вăл унăн çав халлĕнех тăрать. Хăйранă хыççăн та уйăх ытла иртрĕ пуль, анчах кун пирки пуç ватмарĕ. Халь çапăçу умĕн аппаланаймăн вĕт. Хăйрамалли пирки хăйне тепĕр хут аса илтерчĕ те хĕçе йĕнĕрен кăларса пăхрĕ — лешĕ çăмăллăн тухни ăна лăплантарчĕ.
Ямпай çăмăллăн парăнасса Исмет пĕрре те ĕненмерĕ. Пĕлет вăл унашкал çынсене. Саккунĕ те ку тавралăхра йăвашши мар. Айăпĕ пысăк-и пĕчĕк-и — пуçа ним мар касаççĕ. Чĕрришĕн кăшт кăна ытларах тӳлессе пĕлсе Исмет паллă вăрра шеллесе тăрас темерĕ. Кайран тата, чĕррĕн тытсан, сĕтĕрсе çӳре-ха ăна! Çук, Исмет хăйне валли тӳрех палăртрĕ — пуçĕ те çитет. Миххе персе чикнĕ те ĕçĕ пĕтнĕ. Самай çăмăлрах.
Анчах виçĕ вăрăпа харăс çапăçма йывăртарах, вĕсен йышне кăшт та пулин чакармаллах. Пĕрине тапкăчпа персе катмаллах. Малтанах Исмет Пиктеней ятлине вĕлерсе Ямпая парăнма ыйтасшăнччĕ, анчах тĕплĕнрех шухăшланă хыççăн вăрă ушкăнĕн пуçлăхнех малтан тивĕртес терĕ. Вăл тарсан пĕтĕм ĕç харама кайĕ — теприсем унăн вĕренекенĕсем çеç. Çитменнине Исмет кунта ăнсăртран лекрĕ, Ямпая ятарласа йĕрлемен. Ахаль пулсан выляма та пулĕччĕ паллă вăрăпа, анчах халь ун пек хăтланма кăмăл тупăнмарĕ. Кăвайт вырăнне çиле хирĕç килекенехурахсем асăрхаманнипе туллин усă курмалла. Исмет тапкăча Ямпай пуçне тĕллерĕ.
Шăп çак самантра вăрă пуçне пăрчĕ те ĕнтĕ! Турă упранă евĕр кĕтмен вилĕмрен çалăнса юлчĕ Ямпай. Тапкăч сăнни вăрă хăлхи патĕнчен шăхăрса иртсе Пиктеней ятлине кăкăртан пырса тăрăнчĕ. Нихăçан йăнăшманскер, ак халĕ тĕл лектереймерĕ. Юрать-ха тепĕр вăрра амантрĕ! Çапла та пулин усси пулчĕ.
— Хахайт! — ларнă çĕртен сиксе тăчĕ Ямпай.
Исмет та ахаль тăмарĕ. Йăнăшне кура çĕре сурчĕ те тапкăча айăккинелле персе алла хĕç ярса илчĕ. Тепĕр аллине çав самантрах вăрăм çĕçĕ — кăрал — вырнаçрĕ.
Ямпай та çăмăл çӳреме юратни палăрчĕ — вăл та тӳрех çумра выртакан кăрала ярса илчĕ. Тĕттĕмрен вĕçсе килнĕ сăнă уншăн ытла кĕтмен çĕртен пулчĕ. Вăл тӳрех ăнланчĕ — Пиктенее мар, ăна тĕлленĕ. Телее пула çеç вăл чĕрĕ-сывă юлчĕ. Анчах нумайлăха-ши?
Çапук, вăрă ушкăнĕнчи чи çамрăкки, чи малтанах çухалса кайрĕ. Чипер калаçса ларнă çĕртрех Ямпай çуй çĕклерĕ! Пиктеней те аллипе кăкăртан ярса илчĕ, месерле тӳнсе кайрĕ — тăшман ăна вилмеллех амантрĕ пулас. Кăвайт çути çех таврари тĕттĕм каçа кăшт çутатать. Пĕр хушă ним тума пĕлместĕр тăнă хыççăн аттинчи çĕççе туртса кăларчĕ те çĕр каçма хатĕрленĕ ӳпле енне, хĕçĕ патне вирхĕнчĕ.
Çук, чупса çитеймерĕ. Хыçалтан хĕç шăхăрнине çеç илтме пултарчĕ вăл. Исмет чи малтан Ямпайпа тытăçасшăнччĕ, анчах та лешĕ тарма шутламаннине курса çамрăк вăрра куçларĕ. Çапук хĕç патне тĕмсĕлсен вăл ăна хыçалтан ыткăнса мăйĕнчен хĕçпе касрĕ.
Икĕ вилĕ тавра вара хĕç ташши пуçланчĕ. Кам тапăнни пирки Ямпай пуçĕнче чылай шухăш явăнчĕ — ытларах, паллах, леш Исмет ятлă çынйĕрлевçĕ тавра çăмхаларĕ. Тĕттĕм тавралăхран вăл сиксе тухсан пур иккеленӳ те çухалчĕ — çавах иккен! Нумай шухăшласа тăма вăхăт çук —тăшман çулне пӳлме ыткăнчĕ Ямпай. Хырăмĕнчен çĕçĕпе чикме тăрăшрĕ пулин те ĕç тухмарĕ — Исмет Çапукăн пуçне те касма ĕлкĕрчĕ, унн тапăнăвне те сирсе яма пултарчĕ. Тимĕрпе тимĕр пĕрлешнĕ сас янраса кайрĕ.
Ямпай хăйĕн пурнăçĕшĕн кĕрешме хатĕрленчĕ. Паллах, тытăçусенче вăл сахал мар пулнă — хĕçпе те, çĕçĕпе те, ытти кăралпа та лайăх çапăçма пĕлет. Анчах халь ун умĕнче — вăл пĕлекен чи ăста çынйĕрлевçĕ!
— Салам, Ямпай! — саламларĕ тин кăна сĕм тĕттĕмрен сиксе тухнă Исмет. Тепри шăл шурри кăтартмарĕ, анчах хӳтĕленме хатĕр пулни курăнчĕ.
Пĕр-пĕрне сăнаса, хирĕç тăраканăн кашни хусканăвне тĕпчесе кăвайт тавра вĕсем пĕрре мар çаврăм турĕç, анчах тытăçăва ирĕке ярасшăн пулмарĕç. Кăвайт тавра хĕвеле хирĕç виççĕмĕш çаврăм тунă хыççăн çеç пĕр-пĕрин çине сиксе ӳкрĕç. Вара йăваланчĕç — хĕçпе те çĕçĕпе, кăралпа та чышкăпа пĕр пĕрне касрĕç те çапрĕç, суранларĕç те амантрĕç. Ямпай пĕтĕм вăйне пухса кĕрешрĕ пулин те кашни хусканăва пĕлсе те виçсе çапăçакан Исмете çĕнеймерĕ. Анчах ăна самай суранлама пултарчĕ. Пĕрре кăвайт ăшĕнче çипуçĕпе ӳтне вăйлă ĕнтрĕ. Тепре ал туни çинче тарăн суран хăварчĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...