Шăпа
Юрла, юрла сăра сĕрет Ульха. Вăхăт-вăхăт пĕчĕк куркана тултарать те астивсе пăхать. Техĕмлĕ, кăпăклă сăри. Ара, пĕтĕм чун хăватне, пĕтĕм çепĕçлĕхне, юратăвне хушса хатĕрленĕ-çке ăна. Пĕртен-пĕр ывăлне авлантарать Ульха. Пĕчченех пăхса çитĕнтернĕ ăна хĕрарăм.
Радиопа юрă сасси илтĕнет:
Красивая и смелая
Дорогу перешла.
Черешней скороспелою
Любовь её была…
Пĕтĕм чуна çурса юрлать Анна Герман юрăç. Çак юрра итленĕ майăн шăпăр-шăпăр юхать хĕрарăм куççулĕ. Акă вăл, Ульха питĕнчи шăпа парнеленĕ пĕркеленчĕксене тулчĕ пулинех, аллисем çине тумла пуçларĕ, сăра али çине ӳкрĕ…
— Савнăç валли хатĕрленĕ сăра çине хурлăх куççулĕ ӳкет-çке, — сасăпах хăйне хăй ятласа илчĕ те хĕрарăм, умĕнчи саппунĕпе пит-куçне шăлса типĕтрĕ.
Çак юрăри пекех пулса тухрĕ-çке унăн шăпи те. Унăн телейлĕ пурнăçне те аркатрĕç. Аркатаканнине юрăри пек çамрăк тесе калаймăн паллах. Ульхаран та, упăшкинчен Василирен те пĕр пилĕк-ултă çул аслăччĕ вăл. Анчах та илемĕпе, хăюлăхĕпе пĕр-пĕр çамрăк пикерен те ирттеретчĕ. Ăçтан килсе тухрĕ-ши çав хĕрарăм вĕсен пурнăç çулĕ çине? Коммунистсен партийĕ çĕршывра пуç пулса тăнă вăхăтра вĕсен салине ĕçлеме янăччĕ ăна. Хуçалăхра парторг пулса тăрăшатчĕ вăл. Васили тĕп инженер тивĕçне пурнăçлатчĕ.
Инкеке çав вăхăтра коммунистсен партине салатса ячĕç. Хуçалăхсем юхăнма пуçларĕç. Васили ăнланасса, чун-чĕрипе, юратăвĕпе çемйине таврăнасса ĕненсе пурăнакан хĕрарăм шанăçĕ ĕмĕрлĕхе татăлчĕ. Упăшкипе майра саларан тухса кайрĕç. Çур çул вĕсем çинчен нимĕн те пĕлмерĕ Ульха. Çур çултан, шыраттарма заявлени çырас тенĕ вăхăтра, Василирен укçа килме пуçларĕ. «Алимента ан пар. Мĕтрие ӳстермелĕх хам ирĕкпе укçа ярса тăрăп», — çырнă укçа куçаракан хут çине. Ку енчен йĕркеллĕ пулчĕ упăшки. Шеллерĕ пуль ывăлне. Тен, тунсăхлать те-и? Питĕ юрататчĕ ашшĕ пĕчĕк Мĕтрие.
— Ман атте ăçта? Ма киле таврăнмасть вăл? — ыйтрĕ пĕррехинче пĕчĕк Мĕтри амăш куçĕнчен шăтарасла пăхса.
Ульха ачин тунсăхлă, тĕмсĕлсе пăхакан куçне курсан шарт! сиксе каялла-каялла чакрĕ. Мĕн чухлĕ асап çав куçра! Ачан тесе те калаймăн. Хĕрарăм ывăлне хăй ытамне илчĕ те темĕнччен ним калаймасăр тăчĕ. Хăй юратăвне те, упăшкин юратăвне те пĕр пепкине парасшăн пек чăмăртарĕ вăл ăна хăй çумне.
Çупăрларĕ, çупăрларĕ…
Хăçанччен улталаса, шантарса пурăнмалла ачана?
— Яланлăхах кайрĕ аçу пирĕнтен уйрăлса.
— Яланлăхах командировка пулать-и вара? Алюш ашшĕ шапашка каять те, нумай-нумай укçа ĕçлесе илет те килне таврăнать. Алюш валли тĕрлĕ тетте, кучченеç илсе килет. Алюш хыт кукар мар. Мана та хăналать. Теттисемпе те выляма чармасть.
— Яланлăхах янă çав аçуна. Вăл сана валли укçа ярса тăрать вĕт, — куççульне шăлчĕ Ульха.
— Ман аттене курас килет, Алюш пек ун чĕрçи çинче ларас килет.
«Атте-аннепе ӳсрĕм пулин те вĕсен ачашлăхне, çепĕçлĕхне туйман эп», — явăнать аса илӳ.
Йышлă ачаллă çемьере ӳсрĕ теме те çук Ульхана. Шăллĕпе иккĕшĕ çехчĕ вĕсем. Ашшĕ чĕмсĕрччĕ. Пит нумай сăмах вакламастчĕ. Çапах та вăхăт-вăхăт ывăлĕпе хĕрне чĕрçи çине лартса, пуçĕсенчен шăлса юмах ярса паратчĕ. Амăшĕ çирĕп, пĕр сăмахпа каласа пăхăнтаракан хĕрарăмччĕ. Ачисене ачашласа та курман пуль вăл. Яшка антарса сĕтел çине лартатчĕ те, пĕр сăмахпа: «Çийĕр!» — тесе хуратчĕ. Тем пек ачашланас килетчĕ пĕчĕк Ульухăн.
«Чăрмантарса ан çӳре-ха ура айĕнче. Ав урай шăл», — тĕксе яратчĕ вăл пепкине. Ульхапа шăллĕ такки ашшĕ тавра кускалатчĕç.
— Анне пилне те ăша хывса пулмарĕ. Çавăнпах шăпам та пилсĕр пулчĕ пуль, — сасăпах хурланать Ульха.
***
Сакăр класс пĕтерсен Ульха малалла вĕренме каймарĕ. Хулана кайма — унта пĕлĕш-тăванĕ çук. Укçа тенкĕсĕр ăçта тухса кайăн? Шкулта пĕлĕвне тăсас тесен кӳршĕ яла çич-сакăр çухрăм çуран танккамалла. Хĕлле çын патне хваттере кĕрсе пурăнмалла.
— Мана анне тăватă класс пĕтерсенех çăм арламалла тесе шкула ямарĕ. Вулама, çырма, укçа шутлама вĕренсен çитет, — тесе хучĕ амăшĕ типпĕн. Ашшĕ хутăшмарĕ. Вăл унтан-кунтан укçа ĕçлесе илсен çитĕнсе пыракан хĕрне амăшĕнчен вăрттăн укçа паркалатчĕ-ха.
«Ăпăр-тапăр илме», — куçне хĕссе кулатчĕ хăй.
Амăшĕ укçине шутлама аван вĕреннĕччĕ вара. Колхоз ферминче тăрăшакан Ульхан ĕç укçине те каплаттарса ярса илетчĕ. Чееленме пуçларĕ Ульха. Ĕç укçи илсен тантăшĕсемпе пĕрле кӳршĕри тутар ялне утатчĕ. Тутарсем яланах пусма-тавар, çӳхе çитсă, тутăрсем сутатчĕç. Пĕрре хĕрлĕ тĕслĕ «хранцус» тутăра амăшĕпе иккĕшĕ валли те илнĕччĕ. Ун чухне лавккасенче пит пусма-тавар сутмастчĕç. Эх, мĕнле савăннăччĕ пĕринче хĕр хăй валли кĕпелĕх «штапель» текен тавара туянсан. Пайтах пусма-тавар хатĕрленĕччĕ Ульха. Хĕрупраçăн качча каймалла-çке. Пусма-тавара асламăшĕ парнеленĕ симĕс арчана хурса пыратчĕ.
«Ку сана манран парне. Качча кайнă чухне кирлĕ пулать», — тенĕччĕ ырă кăмăллă асламăшĕ. Асламăшĕн ăшшине пайтах туйрĕ Ульха. Уйрăм çуртра пурăнаканскер, Ульхапа шăллĕне тутлă кучченеçпе сăйлатчĕ. «Сирĕн хыт кукарăр питех тыттармасть пуль-ха», — пăшăлтататчĕ вăл куштăрканă тутипе. Унăн типшĕм, йывăр ĕçпе хытнă алли Ульхашăн сиплĕ эмел пекехчĕ.
Кӳршĕ ял каччипе Василипе пĕрлешсен вĕсем кӳршĕ облаçа тухса кайрĕç. Василие, ял хуçалăх техникумне пĕтернĕскере, пĕр хуçалăха хаваспах ĕçе илчĕç. Хваттерпе те тивĕçтерчĕç. «Эп чăвашсене питĕ хисеплетĕп. Ĕçчен вĕсем», — терĕ хуçалăх ертӳçи.
Ульха фермăнах вырнаçрĕ. Ăна, ял хуçалăх техникумĕнче куçăмсăр майпа вĕренекенскере, ферма пуçлăхĕ туса хучĕç. Йĕркеллех пыратчĕ пурнăçĕ.
Декрет отпускне кайсан Ульха яла çул тытрĕ. Ара, ача çуралсан пусма-тавар питĕ кирлĕ-çке. Лавккасенче нимех те тупса илеймĕн. Кипкесем, кĕпе-тумтир кирлĕ ачана. Ульхан алли ылтăн, хăех хатĕрлĕ вĕсене.
— Ак, — терĕ амăшĕ тавар татăкĕсен тĕркине сĕтел çине хурса. – Санран утмăл тенкĕ (ĕлĕкхи укçа). Ульхан куçĕ-пуçĕ хуралса килчĕ. Чутах стена çумне пырса çапăнмарĕ вăл.
— Анне, ку пусма-тавара эп хам ĕçленĕ укçапа илнĕ вĕт, — пăшăлтатрĕ Ульха куççульне çăтса.— Анне вĕт эс манăн.
— Укçан тăванлăхĕ çук, — татса хучĕ амăшĕ.
Хĕрĕ утмăл тенкĕ укçа кăларса хучĕ те пусма-тавара хутаçне тултарса алăка уçрĕ.
— Сĕт тултарса илсе каймаллаччĕ, — илтĕнчĕ хыçра.
… Асаилӳ ытамĕнчен тухрĕ те Ульха пукан çинчен çĕкленчĕ. «Ун пек пулас марччĕ манăн. Пулас кинĕме те ывăла юратнă пекех юратасчĕ. Ачасемшĕн, мăнуксемшĕн пурăнасчĕ», — пăшăлтатрĕ хĕрарăм.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...