Пурнăçа юратни


Виçĕ йăмăкăм ялта.

Кашниннех кил-çурт, пахча.

Карта выльăхĕ... «тата

Пĕр кĕтӳ ача-пăча».

Çапларах хăйсем шӳтлеççĕ,

Пухăнсан хăна-вĕрле.

Хуть хăçан —

Ирпе, çĕрле —

Пепкисем йĕрме-йĕреççĕ,

Çаруран чупса çӳреççĕ.

Кăвапа таран кĕпе.

Кăкăр умĕ йĕп-йĕпе...

 

Ним те мар-çке.

Астусамăр,

Еплерех ӳсмен-ши хамăр?

Хырăм пулнă параппан —

Ирĕн-каçăн çĕрулми.

Вăл пулсассăн пурăнан,

Сăн-пит çеç пулать кулми.

 

Пурпĕрех, хурах эшкерĕ

Вăрçăпа килсен,

Кĕреш пек туссем ĕшкерĕç

Фашиста тĕпрен.

Урăхла лару-тăру

Çĕнĕ вăхăт,

Çĕн ăру.

 

Сăмахлать ача, итленĕ,

Кăшт чĕлхи уçăлсанах,

Малтан —

Амăш. Ашшĕ. Ленин.

Унтан —

Спутник. Космонавт.

 

Сирĕншĕн малашлăх кунĕн

Хатĕрех çул парнисем.

Çилпеле хĕвел чуптунă

Хăмăр ӳтлĕ ачасем.

 

Çавăнпа кунта эс ĕлкĕр,

Шухăшăм, калас пурри:

Вăрçă асапне ан пĕлтĕр,

Тек ан пултăр ун хурри

Виçĕ йăмăкăн кил-çурчĕ

Пĕтĕм халăхăн кил-çурчĕ!

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: