Ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлнă


Халăха çутта кăларас тĕлĕшпе ĕçленĕ шкулсем хушшинче эпĕ вăй хуракан Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанашри шкул та паллă вырăн йышăнать. Хăй вăхăтĕнче ӳсентăрансем çутта туртăннă пекех, çак ял таврашĕнчи ялсенчен кăна мар, кӳршĕри Етĕрне, Элĕк тата Çĕмĕрле районĕнчи ялсен ывăл-хĕрĕсем те Штанаш салинчи вăтам шкула васканă, вулама-çырма хăнăхнă.

Шкул историйĕ пуян та нумай енлĕ. Революциччен Штанаш сали Атай вулăс центрĕ шутланнă, ку вулăсра пурĕ 63 ял пулнă.

Салара удел училище вырнаçнă. Документсене ĕненес пулсан Штанашри удел училищине 1842-мĕш çулта уçнă. Кун пирки Илья Николаевич Ульянов шкула 1871-мĕш çулхи декабрĕн 17-мĕшĕнче кунта вĕрентӳ ĕçне мĕнле йĕркеленине тĕрĕслеме килсен çырса хунă. Чăннипе вара шкула унчченех уçнă, вырăнти чиркӳ çумĕнчи хурал пӳртĕнче 1841-мĕш çулта Иван Александров Лебедева ачасене вĕрентме ирĕк панă, вăл ачасене çак çуртра çулталăк хушши вĕрентнĕ. Хĕрлĕ Чутайри тата Штанашри шкул çурчĕсене (вăл вăхăтра таврара пурĕ те икĕ шкул кăна пулнă: Хĕрлĕ Чутай тата Штанаш салисенче) вара 1842-мĕш çулхи августăн 5-мĕшĕнче туса пĕтернĕ, Ульянов шăпах çак шкулсене тĕрĕслеме килнĕ те.

И.Н. Ульянов шкула килни пирки шкулăн кивĕ çурчĕ çине 1968 çулхи февралĕн 10-мĕшĕнче асăну хăми çакнă. (Асăну хăми халĕ те хăй вырăнĕнчех).

Шкула 1841-мĕш çултах уçнине ĕнентерекен архиври документа мана пирĕн тăрăхра çуралса ӳснĕ, халĕ Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Герман Волгин таврапĕлӳçĕ ярса пачĕ:

«Выписка из рапорта Атаевского приказа во время управления Алатырской удельной конторой:

1. Рапорт от 1841 года: «Временно, до постройки специального здания для училища, обучать закону божию, русской грамоте, первым четырем правилам арифметики в свободном помещении при церковной сторожихе (с. Штанаши) в 1841 году изъявил согласие священник однозначного села Иван Александров Лебедев, нравия хорошего, способность обучать имеет».

1841-мĕш çулхи июлĕн 27-мĕшĕнчи рапортри списокра ку шкулта вĕренме кăмăл тунă 50 вĕренекенĕн ятне асăннă.

Чĕмпĕрти учительсен шкулĕнчен вĕренсе тухнă учительсем Чăвашри чылай шкулсенче ĕçленĕ. Архивсене ĕненес пулсан, Штанашри удел училищинче 1901–1915-мĕш çулсенче Константин Яковлевич Яковлев тăрăшнă. Чăмпĕрти чăваш шкулĕнче музыкăна аталантарассине малти вырăна лартнă, хĕрсен, арçын ачасен хорĕсене тата хутăш хорсем йĕркеленĕ, вĕсен ăсталăхăхне куллен ӳстерсе пынă. Константин Яковлев та Штанашри училищĕре вĕренекенсенчен хор йĕркелесе янă, вĕренекенсем халăха юрăсемпе савăнтарнă.

Зотов Федор Яковлевич та (1894–1940) Чĕмпĕр шкулĕнче икĕ çул вĕреннĕ хыççăн Штанашри шкулта вунă çул хушши пуçламăш класс вĕрентекенĕ пулса тăрăшнă. Ватăсем асăннă тăрăх уроксенче çирĕп дисциплина пулнă, вăл ачасене тăрăшса вĕрентнĕ.

Штанашри вăтам шкулта 1936–1974-мĕш çулсенче Яковлев шкулĕн воспитанникĕ, Константин Ивановпа, Марфа Трубинапа тата Тайăр Тимккипе пĕрле вĕреннĕ Георгий Ильич Ильин та ĕçленĕ.

Г. Ильин 1890 çулхи ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Етĕрне уесĕн Элĕк ялĕнче чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Ашшĕ шкул хуралçинче ĕçленĕ. Георгий те хăш-пĕр чухне унпа пĕрле çĕр каçнă, ачасем çырма-вулама вĕреннине кура хăйне те шкула яма ыйтнă.

Арçын ача Элĕкре пуçламăш пĕлӳ илнĕ. И.Я. Яковлевпа И.Н. Ульянов та ку шкулта пулнă, вĕренекенсене чăваш шкулĕ пирки каласа панă.

Пĕр çул килте пурăннă хыççăн Георгий Чĕмпĕр шкулĕн хатĕрленӳ класне вĕренме кĕнĕ. Ăна та 1907-мĕш çулта революциллĕ пăлхава хутшăннăшăн ыттисемпе пĕрле, вăл шутра Константин Иванова та,Чĕмпĕр шкулĕнчен кăларса янă.

Каччă пуçне усмасть, Хусанта учитель ятне илме экзамен тытать. Ĕмĕр тăршшипех тĕрлĕ шкулсенче ĕçленĕ, унтан — 38 çул хушши Штанашри вăтам шкулта.

Георгий Ильич Штанашри шкулта ачасене тĕрлĕ предметсене вĕрентнĕ: рисовани, нимĕç чĕлхи, вырăс чĕлхи, чăваш чĕлхи, черчени, физика, математика, астрономи, юрă урокĕ, биологи. Учитель, художник, композитор, музыкант, куçаруçă, пахчаçă, хаçатсен корреспонденчĕ — йăлтах пĕр çын, Чĕмпĕр шкулĕн вĕренекенĕ — Георгий Ильич Ильин! Мĕнле майпа тĕрлĕ предмет вĕрентме ирĕк илнĕ-ши вăл тесе тĕлĕнетĕр пулĕ-ха? Ватă учитель пединститута заочно мелпе вĕренме кĕрет, 1970-мĕш çулта 80 çулхи старик Шупашкарти пединститута заочно пĕтерсе математик дипломне алла илет. Сакăрвунă çулхи ватă учитель çамрăксемпе тан вĕренме вăй-хăват тупать!

Ватă педагог пенси çине тухсан та шкултан уйрăлмасть, пенси укçи илмесĕр кунĕн-çĕрĕн шкулта кун кунлать, хаçат-журнал нумай çырăнса илет, вĕсемпе шкул ачисене, кӳршĕсене паллаштарать.

Вĕренекенĕсем юратнă вĕрентекенĕ патне час-часах килсе çӳренĕ.

— Ӳкерӳ кружокĕ ертсе пыратчĕ, ачасем унта çӳреме юрататчĕç. Балалайкăпа ăста калатчĕ, уроксем хыççăн ачасене юрăсем вĕрентетчĕ, хăй те илемлĕ кĕвĕ çыратчĕ, час-часах пухăннисене Константин Ивановпа пĕрле вĕреннĕ çулсем çинчен каласа кăтартатчĕ, — аса илеççĕ унăн вĕренекенĕсем.

Кӳршĕри Элĕк районĕнчи Тури Выл каччине, Александр Артемьев писателе те вăл икĕ çул хушши чăваш чĕлхи вĕрентнĕ. Чăваш халăх писателĕ Штанашри вăтам шкултан 1941-мĕш çулта вĕренсе тухнă. Çыравçă ватă педагог патĕнче хăнара пулать, унпа чылайччен калаçса ларать, 1970 çулта «Хунавлах хăрнисем» ятлă кĕнеке пичетлесе кăларать. Литературăпа интересленекенсем чăваш халăх писателĕн, Александр Артемьевăн «Хунавлах хăрнисем» кĕнекине вуланах ĕнтĕ: кĕнекери Илюхин сăнарĕ шăпах Георгий Ильичран илнĕскер.

Чăваш халăх сайт тусĕсене Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанашри вăтам шкулта 38 çул хушши ĕçленĕ Георгий Ильич Ильин асаилĕвĕсемпе паллаштаратăп.

Ман умра 1975 çулхи майăн 31-мĕшĕнче çырнă алçырăвĕ. Ăна темиçе кун хушши çырнă пулас, пĕр шухăшах темиçе хут асăннă, пĕр çĕрте чиперех вулама пулать, çав вăхăтрах тепĕр çĕрте пачах ăнланаймастăн. Вăхăт иртнипе чернил сарăхса кайнă, сăмах е предложени пачах палăрмасть.

«1904 çулхи август уйăхĕн юлашки кунĕсенче эпĕ Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн хатĕрленӳ класне вĕренме кĕтĕм. Манпа пĕрле тата 5 ача экзамен парса 2-мĕш вĕренӳ çулне кĕчĕç. Класри 40 ытла ачаран çурри ытларахăшĕ хĕрачасем пулнă. Арçын ачасен ретĕнче малти партăран виççĕмĕшĕнче Т.С.Тайăр, К.В.Иванов, К.М.Михайлов, Г.Н.Николаев, хĕрачасен 3-мĕш ретри малти партăра М.Д.Трубина, А.А.Матвеева, А.Ф.Данилова, А.Н.Букарова ларатчĕç.

К.В.Ивановпа Т.С.Тайăр уйрăлми пĕрле вĕренетчĕç, канатчĕç. Вĕсем пĕрле уроксене хатĕрленетчĕç, пĕр вăхăтра канатчĕç, столяр мастерскойĕ хыçĕнчи улăм куписем патне те уроксем хыççăн пĕрле ача-пăчапа выляма хĕл ларичченех çӳретчĕç. Хулара пулса иртни çинчен, революционерсем çинчен те эпир хулана çӳрекен Т.С. Тайăртан ытларах пĕлеттĕмĕр.

Эрнере 2 хут пирĕн класа уроксем ирттерме 3-мĕш класрисем (Афанасьев учитель ертсе пынипе) пыратчĕç. Вĕсем уроксем хыççăн та пирĕн класа калаçма, кĕнекесем вуласа пама пыратчĕç. Час-часах К.В. Иванов çумне пырса ларса... Тайăра сăвăсем çырма вĕрентетчĕ. К.В. Иванов юратнă хĕрĕ вилни пирки пĕлет, вăл пит хурлăхлă çырать.

Пирĕн класс вырнаçнă 2 хутлă чул çурта хирĕçле...хыçĕнче тепĕр 2 хутлă чул çурт пулса. Вăл çуртăн аялти хутĕнче - столяр мастерскойĕ. Çӳлти хутĕнче 1-мĕш класри ачасемпе пирĕн класрисем вырнаçса пурăннă.

Çак икĕ хутлă çуртсенчен анаталла пĕр хутлă йывăç çуртра, пĕр хваттерĕнче Н.Никифоров пуп, тепĕр хваттерĕнче Д.И. Кочуров учитель, виççĕмĕш хваттерĕнче шкул экономĕ Матвеев пурăннă. В.Н. Никифоров пупăн кĕçĕн ачи пĕр 4 çулхискер, Сережа, сарă çӳçлĕскер, селĕп калаçаканскер, 6-мĕш класри Николай пиччĕшĕнчен революционерсем çинчен калаçнине илтнĕскер, çавă час-часах хăйне «эпĕ революционер» тес вырăнне селĕппĕн «люцунер» тетчĕ.

...Пĕрре пирĕн класри арçын ачасем пысăк переменăра тула тухнăччĕ. Пирĕн умри чул тротуарпа Сережа, туя çине утланса, «эпĕ люцунер» тесе, сиккипе вĕçтерсех, пирĕн умран иртсе кайрĕ. Кĕçех такăнса чĕркуççипе чул çине ӳкрĕ те ĕсĕклесе йĕрсе ячĕ. К.В. Иванов, ун патне чупса тухса, ăна ура çине тăратрĕ, йăпаткаласан тин Сережа лăпланчĕ. Перемена пĕтсен эпир пурте класа кĕрсе кайрăмăр».

Шел, анчах пĕр листа çине çырнă асаилӳсене вуласа ăнланма пачах та хĕн, хăшпĕр сăмахсене çеç ăнланма пулать. Георгий Ильичăн пӳрнисем шăнса пăсăлнă пулнă, вăл ручкăна хăйне евĕрлĕ тытса çырнă. Çавăнпа унăн почеркне ăнланма та çăмăлах мар.

Г.И. Ильинăн пӳртре кĕнекесем, алçырăвĕсем чылай пулнине ас тăваççĕ кӳршисем. Шел пулин те, вĕсем çухалнă.

Георгий Ильин икĕ паллă поэтпа тата Марфа Трубинапа пĕрле вĕренни çинчен темиçе хутчен те асăннă. Тайăр Тимкки пĕрле вĕреннĕ ачасене пĕрер кĕнеке, Георгий Ильича Толстой çырнă кĕнеке парнеленине асăннă. Алçырура Георгий Ильин хăй 1931-мĕш çулта Мускаври съездра пулнине, унта Надежда Крупскаяна тĕл пулни пирки те палăртнă.

Унтан вăл хăй В.Н. Орлов пулăшнипе поведенипе «Пит аван» удостоверени илни çинчен,1910 çулта Хусанта экзамен тытни çинчен пĕлтерет. Асаилӳ вĕçĕнче почерк каллех лайăхланнă, ăнлансах вулама пулать.

«Хатĕрлев класри ачасем «Донская речь» издательствинче пичетлесе кăларнă М. Горький, Серафимович, Короленко çырнă калавсем тăрăх рабочисен, хресченсен, хулари чухăнсен хĕсĕк пурнăçĕпе паллашнă.

Майн Рид кĕнекисем тата ытти авторсен кĕнекисем тăрăх эксплуататорсен аллинчи индеецсен, негрсен чăтма çук йывăр пурнăçĕпе интересленнĕ. Хулари, Раççейри событисем çинчен кĕскен гимназист Николай Никифоров каласа паратчĕ (пупăн ывăлĕ пулас). Унăн шăллĕ Сережа...

Пĕрремĕш класри ачасемпе пирĕн класрисен спальня пĕр çуртра юнашар пулчĕ. 1-мĕш класранах пире ĕлĕк-авал Чĕмпĕр шкулĕ вырăнĕнче Степан Разинăн ирĕклĕх çарĕ патша çарĕпе çапăçни çинчен тата ытти урăх историллĕ халапсем çинчен калатчĕç. 1-мĕш класрах прогрессивлă хаçата «Симбирские вести» вула пуçларăмăр. Войнич çырнă «Овод» кĕнекине вуласан эпир тĕнчере ирĕклĕхшĕн пыракан кĕрешĕве пĕлсе çитрĕмĕр. Хăшĕ-пĕри «История... революционера» кĕнекене тупса вуланă. Забастовка хыççăн эпĕ Шишко çырнă «Русская история», Достоевский çырнă «Записки из мертвого дома», «Свечи русского самодержавия», «Хыпар» хаçата тупса вуласа».

Тайăр Тимкки биографийĕ çинчен çырнă кĕнекере çапла вулатпăр: вĕсемпе пĕрле вĕреннĕ Г.И. Ильин çапла аса илет:

■ Страницăсем: 1 2

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Григорьева И. В. (2015-01-20 20:28:42):

Питĕ вăйлă очерк. Пĕр сывламасăр тенĕ пек вуласа тухрăм. Тавтапуç, Галина Зотова!Вулакансем патне çавăн пек çынсем çинчен çырса çитернишĕн! Татах та нумай хайлавсем çырса пире савăнтарăр Çирĕп сывлăх Сире!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Светлана Яруткина (2015-01-20 20:47:30):

Галина Вячеславовна пултарулăхĕнчен питĕ тĕлĕнетĕп. Хисеплĕ тавра пĕлӳĕçĕ истори докуменчĕсене тĕпчеме те вăхăт тупать. Хайлав килĕшрĕ. Вăл Георгий Ильич пекех талатлă Çын! Ăнăçу пултăр Сире, Галина Вячеславовна!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Иванова И.В. (2015-05-16 11:28:15):

Галина Вячеславовна хайлавĕсене вуласа тăратăп. Тĕлĕнмелле пултаруллă çын вăл. Хайлав килĕшрĕ. Тавтапуç, Галина Вячеславовна.

 

Ираида (2018-01-21 15:45:39):

Тав сăмахне тивĕç автор, пысăк ĕç туса ирттернĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: