Лаох


Çиллĕ сивĕ каç. Эпир çула тухрăмăр. Малта — Харитонов, хыçалта — эпĕ. Маншăн каçхи сĕм вăрманпа пырасси нимех те мар. Вăрçăччен, чикĕре тăнă чухне, сахал çӳремен эп каçхи вăрманта. Тĕрĕссипе, каçхи вăрмана тухсан, чун-чĕре çĕкленсе каять манăн. Хастарлăх пырса кĕрет. Кунта эп хама ялти пек, килти пек туятăп. Тĕрĕссипе, хамăр çĕршыв-çке ку, мĕншĕн килти пек туяс мар! Пирĕн мар, нимĕçсен чĕтресе çӳремелле кунта. Апла пулин те, сыхланмалла-ха пирĕн, сыхланмалла.

Вăрман тăрах çапла вун-вуникĕ çухрăм утрăмăр пуль эпир. Сасартăк тем кĕрлени илтĕнчĕ. Танксем çывхараççĕ иккен. Тĕнче шатăртатма тытăнчĕ.

Калаçса ларнă май эпир, Лорх Иванĕпе иксĕмĕр хамăр ăçтине те мансах кайнă. Тăнлатпăр хайхи. Çаврăнса пăхрăмăр та, пирĕн хыçа трактор çитсе тăнă. Пысăк урапа кăкарнăскер.

— Тиесе яратăр-и юлашки çĕрулмине? — кăшкăрчĕ тракторист.

— Тиес, тиес, — сиксе тăтăмăр эпир.

Каллех хĕрӳ ĕç пуçланчĕ. Лорх Иванĕ михĕсене, паçăрхи пекех, чупа-чупа йăтрĕ. Аллăсене çывхарнă çын пек мар, çирĕмрен иртнĕ каччă пек туйăнчĕ вăл мана. Тин çеç хитре хĕрпе паллашнă каччă пек.

Çĕрулми тиесе пĕтерсен, эпир хуллен ялалла утрăмăр.

— Пирĕн сăмах вăраха кайрĕ-ха ку, — терĕ Лорх Иванĕ.

— Тивмĕ-ха. Çапах та хушамату пирки нимех те пĕлтермерĕн-ха эс..

— Ман хушамат çак разведкăра çуралнă-ха вăл. Вăрманта пынă чухне танксем кĕрленине илтрĕмĕр терĕм-çке. Шалт тĕлĕнтĕмĕр. Кунта аслă çул çук, яла çитме те инçе, епле-ха танксем тетпĕр. Иксĕмĕр те тăпах чарăнтăмăр. Итлетпĕр. Танксем çаплах кĕмсĕртетеççĕ. Унтан шăв-шав йăвашланчĕ. Нимĕçле калаçни хăлхана пырса кĕчĕ. Тем çухрашаççĕ. Сахаллăн та пулас çук. Каçĕ паçăр тĕттĕмччĕ-ха. Халь кăштах çуталчĕ. Эпир хуллен малалла утрăмăр. Ерипен йăпшăнса пырса, пĕр лапсăркка чăрăш çумне тĕршĕн-тĕмĕр. Пирĕн умри вăрман сайра. Яштака хырсем хушшинче унта та кунта çуртсем курăнаççĕ. Сарай пек пĕр пысăк çуртра тимĕр чанклатни, тем кĕрлени илтĕнет. Ахăртнех станоксем ĕçлеççĕ пулас. Пирĕнтен инçех те мар улт-çичĕ танк ларать. Сарай çумĕнче те вĕсен мĕлкисем курăнаççĕ.

«Кунта, тем кала та, танксем юсаççĕ», — пăшăлтатрĕ Харитонов.

Эпир йывăçсем хушшипе татах йăпшăнса çӳреме, сăнама шутланăччĕ. Инçех те мар такам юра кăчăрт-кăчăрт тутарса утни сисĕнчĕ. Кĕçех йытă хăм-хам! туса илчĕ. Эпир каллех сывламасăр хытса тăтăмăр. Йытăллă нимĕç часовойĕ çывăхранах иртсе кайрĕ. Çил пирĕн еннелле вĕретчĕ çав. Йытă еннелле мар. Çавăнпа чиперех çăлăнса юлтăмăр. Вара кăштах сăнаса çӳрерĕмĕр те чăтлăхалла кĕрсе кайрăмăр. Рябиновкалла васкарăмăр.

Рябиновка.... Чăвашла ăна Пилешкасси теме пулать. Вăл хыр вăрманĕ хĕрринчи айлăмра ларать. Эпир çав ял тĕлне тул çутăлнă тĕле çитсе тухрăмăр. Вăрман сăмсахĕнчен ывçă тупанĕ çинчи пек курăнать Ялта вут хутса янă. Мăрьесенчен тĕтĕм мăкăрланать. Пуринчен ытла вăтам шкул, ял Совет, клуб çурчĕсен мăрйисенчен хăватлă тĕтĕм тухать. Нимĕçсем ăçта тăнине нимрен те мар, çак тĕтĕмренех пĕлме пулать. Ăçта вăйлă тĕтĕм, унта нимĕç. Харитоновпа иксĕмĕр вăрман хĕрринчи лапсăркка чăрăш çине хăпарса лартăмăр. Пĕр-ик туратне сирсе, пăхмалли уçлăх турăмăр. Кунĕпех сăнарăмăр унтан. Ял Совет çуртне, чăнахах та, штаб вырнаçнă пулмалла. Клубпа вăтам шкулта — фашист салтакĕсем. Кăнтăрла вĕсене вăрман ăшĕнче вĕрентеççĕ. Пĕр-ик батальонтан сахал пулас çук.

Чăрăш тăрринче ларасси кăмăллă та, йывăр та. Акă, юнашар хыр çинчен пирĕн пата пакша сикрĕ. Турат вĕçĕнче хавассăн ярăнса ларать. Пирĕн çине куç илмесĕр тинкерет. Йăлт-ялт сиккелет. Вăл савăнать. Çĕршывра хаяр вăрçă кĕрленине пĕлмест те. Унăн таçта, тарăн хăвăлта, мăйăр та, кăмпа та, çырла та çителĕклех пулĕ. Халĕ вара уçăлма, хĕллехи çанталăкпа киленме тухнă. Вăл эпир кунта мĕншĕн чĕтресе ĕнтĕркесе ларнине пĕлес те çук. Таçта, ял тепĕр енче, нимĕçсем юрлани илтĕнет. Вĕсене те хаваслă. Анчах нумайлăха-ши?

Тĕттĕмленсе çитсен, эпир чăрăш тăрринчен антăмăр та сылтăмри пĕве еннелле утрăмăр. Йывăçсем хушшипе автомашина йĕрĕсене сăнаса пытăмăр. Юрать-ха, кунта тăвайккиллĕрех вырăн, юр тарăн лартман. Кайсан-кайсан, сулахаялла пăрăнтăмăр. Унтан каллех сылтăмалла. Унтан татах сулахаялла. Çурçĕр çитичченех утрăмăр. Автомашинăсем ăçтан килнине çаплах пĕлеймерĕмĕр-ха.

«Татах кайма кирлĕ-ши?» — терĕм эпĕ. «Каймалла», — терĕ Харитонов. Темле чăрсăр, парăнми сержантчĕ вăл. Пĕр тума тытăннă ĕçе вĕçне çитермесĕр пăрахмастчĕ. Ун чатăмлăхĕнчен тĕлĕнеттĕм эпĕ. Çапла татах, татах утрăмăр. Хыр-чăрăшсем кашлаççĕ. Кичеммĕн, хурлăхлăн кашлаççĕ. Вĕсен сассинче, лайăхрах тăнласан, тем те илтме пулать. Амăш ывăлне кулянса кĕтнине те... Ашшĕ инçетри ачишĕн йывăррăн тунсăхланине те... Чăваш ялĕнче хĕрсем ху çинчен пăшăлтатса калаçнине те... Такам татăлсах йĕнине те...

Утатпăр, утатпăр. Салтакăн утмалла. Разведчикăн салтакран та нумай утмалла.

— Мĕн терĕн эс? — сăмахне пӳлсех ыйтрăм Лорх Иванĕнчен.

— Разведчикăн тетĕп-çке. Салтакран та нумай утмалла, тетĕп.

— Разведчик кам вара? Салтак мар-и?

— О-о! Разведчик — разведчик вăл! — мăнкамăллăн каларĕ Лорх Иванĕ. Вăл, хăй разведчик пулнăскер, вĕсене уйрăмах пысăка хурать. Разведчик уншăн чи кирли, чи мухтавли. Эпир ял патнелле çывхаратпăр. Уй хапхи çывăхĕнче хурсем какалаççĕ.

— Автомашинăсем ăçтан япала турттарнине пĕлейрĕр-и хăть?

— Такки пĕлтĕмĕр. Тул çутăласпа пырса тухрăмăр унта. Вăрман варринче складсем. Йĕрлесе каймасан, шуйттан шыраса тупать-и вĕсене! Вăт ăçтан тăратнă вĕсем фронта апат-çимĕç, тумтир. Вăт ăçтан турттарнă патрон, снаряд-мина. Хамăр куçпа хамăр куртăмăр вĕсен склачĕсене. Ну, лекессе те чут çеç лекмерĕмĕр. Пур çĕре те часовой тăратса тухнă, эсрелсем.

Тул çутăлсан, карттă çине пурне те паллă турăмăр. Танксем юсакан мастерскойне те, салтаксем вырнаçнă яла та, складсене те... Хамăр ĕç йĕркеллех пулса пынишĕн савăнтăмăр. Ывăнни те сисĕнмест. Ура та, ни мĕн те ыратмасть. Тĕнче те илемлĕн курăнать. Тĕрессипе, тĕнче нихçан та илемсĕр курăнман-ха салтакра чух пире. Çав тери йывăр чухне те. Этем кăмăлне, чунĕ-чĕрине никам уçаймасан та, тĕнче уçса ярать.

Пирĕн çав кунах, кăнтăрла тĕлĕнче, Упа варне çитсе ӳкмеллеччĕ. Унта эпир Светăпа тĕл пулма калаçса татăлнăччĕ. Палăртнă вăхăта, чăнахах та, Упа варне çитрĕмĕр. Эпĕ çак тĕксĕм, кичем вырăна аван пĕлетĕп. Вăрçăччен, погранкомендатурăра пурăннă чухне, кунта хăйăр тиеме килеттĕмĕр эпир. Хамăр тахçан хăйăр илнĕ вырăна юриех пырса пăхрăм. Унта юр хӳсе тултарнă. Хăйăр шăтăкĕ умĕнчи авăнчăк хурăн халĕ те чиперех ларать-ха. Тиесе ывăнсан, эпир ун айне выртса канаттăмăр.

Таврара хурăнсем, хырсем, çирĕксем, ăвăссем. Вăрçăччен çакăнта эп утса çӳренĕ, вылянă, кулнă ĕнтĕ. Халĕ, ав, йăлтах урăхла вăхăт. Эпир Светăна кĕтетпĕр. Вăл çаплипех çук-ха. Ĕнтĕ кăнтăрла та иртрĕ, каç енне сулăнчĕ. Хурăн çине чакак вĕçсе килчĕ. Чак-чак-чак! тăвать. Пĕр турат çинчен теприн çине сикет. Чак-чак!..

«Çук, текех каялла чакмастпăр», — хăваласа ятăм эп ăна.

Çак вăхăтра çывăхрах хам-хам! туни илтĕнчĕ. Пĕтрĕмĕр. Нимĕçсем йытăпа йĕрлесе çитрĕç пулас. Харитоновпа иксĕмĕр те хăйăр шăтăкне чăмрăмăр, автоматсене хатĕр тытрăмăр. Парăнма юрамасть. Вăт пурнăç. Мĕн тери ултавлă та сисĕнчăксер вăл. Нивушлĕ тупнă сведенисене штаба çитереймĕпĕр? Нивушлĕ ахалех пулчĕ эпир çӳрени?

«Çиреп пул. Пĕтеретпĕр вĕсене», — пăшăлтатрĕ Харитонов, çĕлĕкне пусарах лартрĕ. Кăвак куçĕсем хаяррăн çуталчĕç.

Тăшман вĕтлĕхрен халь-халь тухмалла. Пӳрнесем курок çинче. Акă, йытти курăнчĕ. Чим-ха, мĕн амакĕ ку? Хӳрине тăратнă, усăнчăк хăлхаллă ула-чăла йытă! Ял йытти вĕт ку! Ача-пăча хыççăн чупса çӳрекенни. Кĕçех вĕтлĕхрен ачи те тухрĕ. Сарлака йĕлтĕрпе. Шалпар кĕрĕк пиншакпа.

«Ачам, кил-ха», — чĕнтĕмĕр ăна.

Вăл шартах сикрĕ, чарăнса тăчĕ, пире сăнаса пăхрĕ.

«Камсем эсир?» — шикленерех çывхарчĕ ача.

«Хăш ялтан эс?»

«Заовражнăйран».

«Ăçта кайма тухрăн?»

«Кукамай патне».

«Ан хăра. Эпир — совет салтакĕсем».

Хайхи маскхалата сиртĕмĕр те, вăл пирĕн çĕлĕк çинчи çалтăрсене асăрхарĕ пулас. Пичĕ сасартăк çуталса кайрĕ.

«Эппин, эсир вăл? — терĕ ача. — Светăна Смолин тытса кайрĕ».

«Мĕнле Смолин?»

«Тĕрмерен килни. Староста».

«Ăçта тытса кайрĕ?»

«Ольховкăна. Комендатурăна кайса ăсататăп, терĕ».

«Паçăрах-и?»

«Халь çеç кайрĕç. Шоссе çулĕпе. Сăртран улăхрĕç-ши?»

«Сана кам ячĕ кунта?»,

«Света хăй калама ĕлкĕрнĕ аннене. Эсир çакăнти çинчен. Анне мана чуптарчĕ».

«Маттур. Тавтапуç сана. Нихçан та манмăлăр», — ачана ыталаса саврăмăр та шоссе çулĕ еннелле вăрман тăрăх чупрăмăр.

Нумай чупса курнă эпĕ. Чикĕре тревога пулсан та, занятире-мĕнре те. Çапах та ун чухнехи пек хытă чупнине астумастăп. Пирĕн çав путсĕр Смолинран мала тухса, ăна кĕтсе илмелле пулчĕ. Ну, мĕскер? Кĕтсе илтĕмĕр. Вăт, пырать хайхи шоссе çулĕпе. Çӳллĕскер. Сарлакаскер. Сăн-пичĕ шыçмак та хĕрлĕ. Света ун умĕнче утать. Аллисене каялла çыхнă унне. Тутăрĕ чалăшса кайнă. Çӳçĕ çилпе вĕлкĕшет. Смолин хĕре вĕçĕмсĕр васкатать. Каç пуличчен Ольховкăна çитесшĕн ĕнтĕ. Нимĕçсене савăнтарасшăн. Вĕсем умĕнче мухтанасшăн. Пырать-пырать те Светана саламатпа туртса çапать. Хĕненипе вăйсăрланнă хĕр сулана-сулăна каять. Акă, çывхарсах килеççĕ вĕсем. Çак вăхăтра сасартăк хыçалтан автомашина çитсе тухрĕ. Смолин çул варрине тăчĕ те аллине çĕклерĕ, грузовике чарăнма ыйтрĕ ĕнтĕ. Капла пĕтетпĕр-çке, Светана лартса каяççĕ. Вара ăна хăтарасси пирки шухăшлама та çук. Анчах нимĕç шоферĕ машинăна чармарĕ, тата хытăрах вĕçтерсе иртсе кайрĕ. Вăрман варринче машинине чарма ухмах-и вăл! Партизансем тĕл пулĕç те... Эпир савăннăччĕ. Анчах хыçалта тепĕр машина килни курăнчĕ. Смолин каллех çул варрине тухрĕ, аллине çĕклерĕ. Çук, ку та чарăнмарĕ. Вăл иртсе кайсан, виççĕмĕш машина тухрĕ, тăваттăмĕш... Пĕри те чарăнмарĕ. Смолин тарăхнипе Светăна чышса ӳпĕнтере-ӳпĕнтере ячĕ. Унччен те пулмарĕ — Харитоновпа иксĕмĕр хăва тĕмĕ хушшинчен сиксе тухрăмăр та Смолина прикладпа çапса ӳкертĕмĕр. Ун виллине вăрмана сĕтĕрсе кĕртсе пăрахрăмăр.

Вара виçсĕмĕр те Кюльме карчăк патне васкарăмăр. Света мĕн тери савăннине каласа пама та çук. Харитоновпа иксĕмĕре ыталаса чуптурĕ. Вăт япала. Ман пите çавăнччен хĕр тути сĕртĕнменччĕ. Хам та чуптуса курман. Пĕрремĕш хут чуптурĕ мана Света. Савăннипе эп ăнран тухнă пекех пултăм. Сасартăк чăн пурнăçран тутлă тĕлĕке куçрăм. Кĕмĕл юр пĕрчисем. Кĕмĕл тавралăх. Ылтăн пĕлĕт. Йывăçсем пурте ман хурăнташ-тăван. Авă, умри пысăк хыр — ман атте, лаштра чăрăш — ман анне. Шурă хурăн — ман йăмăк. Çамрăк хырсем — шăллăмсем. Ытти йывăçсем — хамăр ратне.

Кюльме карчăк патне сĕм-çĕрле тин çитрĕмĕр. Ал-кум алăкне шаккарăмăр. Кĕтетпĕр. Карчăк илтмерĕ-ши? Уçмасть. Хытăрах тӳнлеттерме пуçларăмăр. Тинех кăштăртатса тухрĕ Кюльме.

«Кам унта? Никама та кĕртместĕп. Эп — пĕччен карчăк».

«Ан çухраш-ха. Уç», — терĕ Света.

Кюльме хыпалансах уçрĕ. Эпир пӳрте кăптăртатса кĕтĕмĕр. Каллех тĕпсакай пек туйăнчĕ ун пӳрчĕ. Тĕпелте пĕчĕк лампа хĕп-хĕрлĕ çунать. Кăмаки сип-сивĕ. Пӳрте хутман иккен. Кăмака çине пăхрăм: Осипов курăнмасть. Çанçурăм сӳлетсе кайрĕ.

«У-у. Чун тухатчĕ», — терĕ карчăк.

«Мĕн тата?» — ыйтрĕ Света.

«Килсе тулчĕç кунта. У-у. Кĕтĕвĕпех».

«Камсем? Нимĕçсем-и?»

«Çав вампирсем... Ĕнер те, паян та».

«Халь ăçта?»

«У-у. Кайрĕç. Вĕлерсе хăваратчĕç. Хăйсем шăннипе улача кĕпе тĕслĕ пулнă. Шăлĕсем шакăрт-шакăрт шаккаççĕ. Мĕн пуплешнине ăнкарса та илес çук. Юрать-ха, ăс çитрĕ. Кунта юлнине пытанма хушрăм. Кĕрсе вырт, терĕм, кăмакана. Славбух, килĕшрĕ. Кăмака çăварĕ умне пĕр чукун шыв лартрăм. Питлĕхпе хупларăм. Пĕр енчен юрарĕ те, тепĕр енчен шар куртăм эп ăна кăмакана вырттарса. Сивĕ теççĕ. Вут хутма хушаççĕ. Мĕн калас ĕнтĕ ку эсрелсене? Çакаççĕ вĕт. Хама та, салтака та. Хутма юрамасть, мăрье ишĕлнĕ, тетĕп. Хут та хут, теççĕ. Пӳрчĕ çунса кайтăр та — ăшăнса юлар, теççĕ. Пĕри питлĕхе уçсах пăхрĕ. Пысăк чукуна илме хăтланчĕ. Анчах хăрăмланасран хăрарĕ пулмалла. Пăрăнчĕ».

«Вара мĕскер?»

«Эсрелсем кунтах юласшăнччĕ. Пӳрт сивĕ пирки кайрĕç. Аран-аран ăсатрăм. Каçченех тăчеç. У-у...»

«Осилов ăçта?»

«Кăмакарах».

Эпир кулса ятăмăр. Мĕн тăвас тетĕн? Тепĕр чухне çавăн пек «мĕскĕнленсе» выртма та тивет салтакăн. Нимĕçсемпе тытăçма хушман пире. Кăмакара выртса, Осипов нимĕç салтакĕсем мĕн калаçнине веçех илтнĕ. Чылай хыпар пĕлсе юлнă. Кунсăр пурне тата... Юмăç пăхтарма килнĕ çынсен сăмах-юмахĕ те мăне тăрать.

«Пĕлетĕн-и? Смолин вилнĕ», — терĕ Харитонов Кюльме карчăка савăнтарас шутпа.

«У-у. Мĕн тетĕн?»

«Эс тухатнă Смолин кăннă, тетĕп».

«Чăнах-и?»

«Чăнах. Виллине вăрмана кĕртсе пăрахнă. «Йытта — йытă вилĕмĕ», тесе çырнă».

«Çитрĕ иккен эп тухатни. Вăрман шуйттанĕсем чăмласа хучĕç ĕнтĕ ăна. Пĕтĕм усал сывлăша выляма хушсаттăм. Пыршине кумрĕç апла. У-у...»

Çапла калаçкаласа, эпир Лорх Иванĕн крыльцаллă вĕр-çĕнĕ пӳрчĕ тĕлне çитсе тăтăмăр.

— Атя, пирĕн çĕн пӳрте кĕрсе курман пуль-ха эс. Кунта çитнĕ япала, курсах кай. Сăмах-юмах та вĕçне тухĕ унта, — терĕ кил хуçи, вырăсла хапхине уçса.

Картишĕнче пирус мăкăрлантарнă май сăмах-юмах тата малалла шурĕ.

— Эпир тухса кайма пуçтарăннăччĕ. Çав вăхăтра Кюльме карчăк пире хăй патне Салихов полицай килсе кайни çинчен пĕлтерчĕ. «Юмăç пăхтарма килтĕм, — тет. — У-у. Яхăнне те пăхас теменччĕ. Тухса каймасть. Тикенек пек çыпçăнчĕ. Пăхрăм вара...»

«Мĕн терĕн ? Хытă хăратмаллаччĕ».

«У-у, Хăратрăм-ха. Раштав тĕлне вилетĕн, терĕм».

«Хăй мĕн тет?»

«Веç аптраса ӳкрĕ. Калаçаймасть те. Чĕтреве ерчĕ. Хăравçă иккен хăй. Хатăлса юлма çук-и вилĕмрен, тет. Тархасшăн хăтар-ха. Уншăн сана мĕн ыйтнă, çавна парăп, тет. Эп килĕшмерĕм, хăтарма пултараймастăп, терĕм. Çын тĕсĕ юлмарĕ хăйĕн. Çаплах тилмĕрет. Хăтарсамччĕ, тет. У-у, путсĕрскер. Чуну усал сывлăшпа хутшăннă. Ăна усал сывлăшран уйăрса илме йывăр, тетĕп хайхи. Йывăр пулсан та уйăрса ил, йăлăнать çак. Чĕркуçленсе ларчĕ. Çав усал сывлăшпа хутăшнăран тепĕр еннелле сулăннă эп, тет. У-у. Нимĕçсемпе çыхланнăшăн пит ратах мар пулас. Çавăнпа кăшт хĕрхенес те килчĕ. Хăтарасса хăтарăп, анчах пуш алăпа ан кил. Йывăр ку ĕç, терĕм. Кĕçех персе çитмелле ĕнтĕ вăл... Тата тепĕр хыпар: Ольховкăна Курт текенни каллех килнĕ, теççĕ. Шуйттанĕ кăна мар, саттани вăл. Миçе çынна пĕтермен-ши? Пурте вилĕм сунаççĕ ăна. У-у...» — вĕçлерĕ сăмахне карчăк.

«Апла ăна та тухатса вĕлер. Кăнса вырттăр», — терĕ юриех Харитонов.

«У-у. Вăхăчĕ çитсен, пурте кăнĕç, — татăклăн каларĕ карчăк. — Эпĕ тĕлĕкнех курнă. Асар-писер тăвăл çĕкленсе килчĕ пек. Çӳлте — хуп-хура пĕлет. Аялта хăрăм пек çынсем. Пуçĕ кăна шурă. У-у, мĕнле каламалла-ши ăна, пуç шăмми çеç унта. Пĕтĕм халăха тустараççĕ. Каярахпа пăхатăп, çав шăмă пуçлă хура çынсем каялла тараççĕ. Кĕçех кун çуталса килчĕ. Кайăксем юрла пуçларĕç. Тем тесен те, нимĕçсем пирки курнă эп çав тĕлĕке. У-у...»

«Курт... Курт... — терĕ Харитгонов. — Кам вăл? Мĕнле звани унăн? Ăçта ĕçлет?»

«Ăна пĕлме пултаратпăр. Каларĕ-çке, Кюльме аппа патне часах Салихов полицай килмелле. Çавна ярса тытăпăр», — пăшăлтатрĕ Света.

Эпир канашласа пăхрăмăр та çав каçа унтах ирттерме тĕв турăмăр. Кюльме карчăк пире пулăшма сăмах пачĕ.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: