Ан авăн, шĕшкĕ


— А-а! — терĕ вăл пире курсан. — Кунта иккен эсир, мушкетерсем! Шыраса хăшкăлтăм...

Туссене виççĕшне те вăл пĕр ытама тытса пăчăртарĕ. Унтан ман енне çаврăнчĕ те çап-çут аттисемпе шаклаттарса чыс пачĕ:

— Гвардии старшина Гончарук!

Вара Каллех хăйĕн тусĕсене ыталарĕ:

— Ну, тăванăмсем! Уйрăлатпăр эппин?... Миçе пин çухрăм пĕрле утрăмăр... Ан манăр Гончарука, усал сăмахпа ан асăнăр... Ну, Ворончнхин... Курмангалиев... Астров!.. Нихçан та эпĕ сире...

Пиçиххи çумĕнчи фляжкине вĕçертсе илчĕ те шăлавар кĕсйинчен гильза тĕпĕ кăларчĕ.

— Ну, шăллăмсем... ăмăрткайăкссм... ачамсем!.. Лайăх сыхла эс, батько, Порт-Артура! Асту, ан авăн кăштах çилĕ вĕрнипе, — терĕç виçĕ сержант.

— Лайăх ĕçлĕр эсир унта... Тăван çĕршывра! Эпир кунта яланах сыхă пулăпăр, —тавăрчĕ старшина. Вара пурне те ыталаса чуптурĕ те мăйăхне хĕрхенмесĕр турткалама пуçларĕ. Куçĕсем шывланчвç унăн... Виçĕ тантăш ăна ыталаса илчĕç те юратнă юррине юрласа ячĕç.

Старшина куçĕсенчен икĕ тумлам куççулĕ пăчăртанса тухрĕ. Гончарук та, манран именсе, çавранса тăчĕ те куçĕсене гимнастерка çаннипех шалса илчĕ, ним чĕнмесĕр тантăшсене юлашки хут ыталаса чуптурĕ, такам çине тарăхнă пек е тем çухатнă пек, аллине хытă сулчĕ те хăвăрт аяккалла уттарчĕ...

Пирĕн пăрахут тинĕсе тухнă чух портран тӳпенелле ракета ярăнса хăпарчĕ: куна Гончарук, пире салютласа ракетницăран печĕ. Вăл халăхран аякра, пĕр çӳллĕ чулту çинче, чылайччен алă сулса тăчĕ, юлашкинчен курăнми пулчĕ.

Порт-Артур та куçран çухалчĕ. Сывă пул, мухтавпа паттăрлăх хули — вырăс салтакĕсен чапĕ! Сывă пулăр, паттăр гвардеецсем! Сывă пул, Гончарук! |

Сарă тинĕс хумĕсем çийĕн тăван юрă мăнаçлăн та илемлĕн янăраса кайрĕ:

 

Ан авăн, шĕшкĕ, ан авăн та

Ан авăн, шĕшкĕ, ан авăн

Кăштах çилĕ вĕрнипе...

 

1946—1948.

Порт-Артур — Шупашкар.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Вол (2012-01-24 15:27:51):

Мĕн калăн ĕнтĕ 1946 çулта çырнă япала пирки?

 

Андрей Шур (2013-02-16 13:00:43):

Александр Артемьев пек илемлĕ çыракансем питĕ сахал... Шел...

 

Геннадий (2023-01-07 19:42:03):

Мĕнле вуламан - вуланă паллах тахçанах . Радиокомпозици те пурччĕ пулас . Паян çĕнĕрен вуласа тухрăм маннă пекскере .. Вăйлă !

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: